Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петр Гаврилов-Меречен фронтовик-сăвăç çуралнăранпа паян 98 çул

«Сувара» нумай çул çырăнса илсе вулакансем Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче пурăннă паллă сăвăçа, педагога, обществăлла деятеле П.М.Гаврилов-Меречене аван астăваççӗ ӗнтӗ. Петр Михайлович хăйӗн сăввисене редакцие тăтăш ярса тăратчӗ, вулакансем унăн хайлавӗсене пирӗн хаçатăн страницисенче час-часах вулатчӗç. Пурăннă пулсан паян, августăн 9-мӗшӗнче, Петр Гаврилов-Меречен 98 çул тултарнă пулӗччӗ...

Шел те, 2019 çулхи февраль уйăхӗнче хисеплӗ поэт, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ 93 çула çитсе пирӗнтен яланлăхах уйрăлса кайрӗ, республикăри тепӗр талантлă чăваш сăвăçине çухатрăмăр. Петр Михайлович август уйăхне çав тери хытă юрататчӗ, мӗншӗн тесен хăй çак уйăхра çут тӗнчене килнӗ вăл. Пурăннă пулсан паян,  августăн 9-мӗшӗнче, Петр Гаврилов-Меречен 98 çул тултарнă пулӗччӗ...

Эпӗ, çак йӗркесен авторӗ, Петр Михайловичăн сăввисене мӗн ачаран Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçатӗнче вуласа ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чух хам та сăвăсем çырма пуçлани çине районти талантлă сăвăçăсен – Петр Гаврилов-Мереченпе Григорий Тяманов-Акташăн – шыв пек юхакан  сăввисене тăтăш вулани те витӗм кӳнӗ пулӗ. Тăван чӗлхене çав тери юратса, хисеплесе, унпа пӗлсе усă курса мӗн чухлӗ хайлав çырман-ши вӗсем? Шучӗ те çук... Каярах хăйсемпе те паллашрăм.

Петр Михайлович çав тери сăпайлă, ӗçчен, ырă кăмăллă çынччӗ. Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче 1925 çулта çуралнăскерӗн ачалăхӗ те, çамрăклăхӗ те çăмăл килмен. Ашшӗ, Михаил Константинович, çамрăклах вилнӗ. Амăшӗ, Дарья Даниловна, тăватă ачине пӗчченех ӳстерсе ура çине тăратнă. Петр, çемьери аслă ывăл, 10 çулта чухнех амăшӗпе пӗрле колхоза ӗçлеме çӳренӗ. Шкулта аван вӗреннӗ.

1941 çулта вăрçă пуçлансан 16 çулти Петра ял Совечӗн секретарьне суйланă. Çав вăхăтрах вăл клуб заведующийӗнче те тăрăшнă, колхозри комсомол организацине ертсе пынă. 17 çул тултарсан Житомир çар училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтерсен сывлăш десанчӗн йышӗнче вăрçа хутшăннă. Фронтра икӗ хутчен аманнă. Çӗнтерӳ умӗн госпитальтен вăрçă инваличӗ пулса тăван ялне таврăннă. Вăрçăра хăюлăх кăтартнăшăн ăна икӗ орденпа тата 20 яхăн медальпе наградăланă.

Таврăнсан каллех вунă çула яхăн ял Совет секретарӗнче, Культура çурчӗн ертӳçинче тăрăшнă. Çемье çавăрса мăшăрӗпе Феодосия Афанасьевнăпа пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Чистайри педучилищӗрен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухса алла диплом илсен хӗрӗх çул шкулта ачасене вӗрентнӗ Петр Михайлович.

Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăскерӗн 20-е яхăн кӗнеки кун çути курнă. Петр Гаврилов-Мереченӗн хайлавӗсем Шупашкарта, Хусанта, Самарта, Ульяновскра, Нурлатра, Аксура, Анат Камăра чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнӗ. Унăн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă.

Петр Михайлович Гаврилова тăван ялӗнче Мереченре, Аксупа Анат Кама районӗсенче пурăнакансем ырăпа аса илеççӗ, сума суса асра тытаççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ мӗн пурнăçран уйрăличчен – 70 çул ытла – сăвăсем çырчӗ.

Петр Михайлович хăй акă ӗнтӗ тăватă çул пирӗнпе юнашар çук пулсан та эпир – вулакансем, ӗçтешӗсем, ентешӗсем – талантлă поэта, ырă кăмăллă çынна, опытлă педагога пӗрре те асран кăлармастпăр.

Аяларах унăн сăввисемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксенче:

 

Петр Гаврилов-Меречен çамрăк чухне;

 

Петр Гаврилов (сылтăмра тăрать) вăрçăра пӗрле çапăçнă юлташӗсемпе.

 

 

Петр ГАВРИЛОВ-МЕРЕЧЕН

УЙРĂЛАС КИЛМЕСТ ÇУТ ТӖНЧЕРЕН

Уйрăлас килмест çут тӗнчерен,

Уйрăлма лекет – Тур çырнăран.

Сывă чух ӗçлесчӗ пур вăйран,

Çӗршыва савасчӗ чӗререн.

 

Ыр сунма пӗлесчӗ халăха,

Киленесчӗ çут çанталăкпа.

Йăпанасчӗ тӗрлӗ кайăкпа,

Чунăмра упрасчӗ чăнлăха.

 

Тӗрӗс çул-йӗрпе утасчӗ тек,

Ултава питлесчӗ ӳркенми.

Пурнăçа чысласчӗ кӳренми,

Чун ăшшийӗ пултăр хӗвел пек.

 

Хисепе хурасчӗ пур çынна,

Кăмăллăн пуплесчӗ яланах.

Тӗрлӗ халăх пултăр тăванах:

Тӗнчере эпир – хăна кăна.

 

Чыслăха упрасчӗ тимлесе

Хамăн ӗмӗрӗм вӗçлениччен.

Аташма ан хăйччăр ман çинчен!

Малаллах утам-ха çӗкленсе.

 

Халиччен çӗртмен чăваш ятне,

Çăл пекех тăп-тăрă чун-чӗре.

Çӗршыва пиллерӗм ӗмӗре,

Ман сукмак выртинччӗ Тур патне.

 

ВĂХĂТ ÇИТРӖ ПУЛЬ

Вăхăт çитрӗ пуль ман ăсанмашкăн

Каялла нихçан килмен çӗре.

Ах, шăпаçăм, ытлашши ан ашкăн,

Пурăнам-ха кăшт çут тӗнчере.

 

Лавӗпех ман вӗçленмен ӗçсем те,

Тар тăкасчӗ юлашки кунччен.

Ӗмӗтре – çӗн юрă, сăвăсем те,

Рифмăсем шыра хуть шуçăмччен.

 

Сывă юлайсан, çыр вăрçă вучӗ

Çамрăклах пире тылланине.

Паттăрсем чылайăшӗ пуç хучӗç,

Пурнăçлас пуль ман мӗн хушнине.

 

Шăп вун саккăрта кăначчӗ хамăр,

Çăмăл марччӗ тăшмана ватма.

Çамрăк йыш, çакна эсир туйсамăр,

Тăрăшăр мире хыт сыхлама.

 

Çавăнпах çыратăп сăвă, юрă,

Çӗршыва юратăр пирӗн пек.

Чун таса пулсан вăй парӗ Турă,

Пăрăнӗ пиртен асап, инкек.

 

 

КĂВАРСĂР ПУРĂНТĂР ТӖНЧЕ

Шăватчӗ пурнăç пит хитре.

Эпир ун чух хӗрӳ ӗçреччӗ,

Хӗвел кулатчӗ пӗлӗтре,

Мӗнпур тавралăх чечекреччӗ.

 

Асран кайми хăруш июнь!

Вут хыпрӗ çӗршыва сасартăк.

Çурхи шыв евӗр юхрӗ юн,

Çут кун арканчӗ татаăк-татăк.

 

Фашист атти сăвет çӗрне

Ним хӗрхенми урса таптарӗ.

Амантрӗ пирӗн чӗрене

Хура çӗлен сăнни, каварӗ.

 

Мускав патнех çывхарчӗ ют,

Каçасшăн пулчӗ Атăл урлă.

Кавказ таран алхасрӗ вут.

Кӗрхи каç пек капланчӗ хурлăх.

 

Хаяр çӗкленчӗ ун чухне

Мухтавлă халăхăн чукмарӗ.

Эсрелӗ Гитлерăн пуçне

Эпир çапса аркатнă мар-и?

 

Миçе çул иртрӗ çӗр çинче –

Çакна манаймӗ пур этемлӗх.

Каварсăр пурăнтăр тӗнче,

Планета пултăрах хӗвеллӗ.

 

ЮНЛĂ ИЮНЕ МАНАЙМĂН

Июнӗн 22-мӗш кунне

Вăй çитмест манмашкăн. Вăй çитмест.

Вăрçă ватрӗ, çирӗ çын чунне,

Сурансем сурни çаплах иртмест.

 

Фашистсем тӗнче хуçи пулма

Ӗмӗтленнӗ вут-кăвар тăкса.

Вăтанман вӗт Турăран кулма,

Çӗршыва ярасшăнччӗ çăтса.

 

Вилӗмле хăрушлăх капланни

Чӗрене çуратчӗ çурмалла.

Эсрелсемшӗн çын асапланни

Калама çук ырă пулмалла.

 

Вут-кăвар алхасрӗ иртӗхсе,

Çулăмӗ çитетчӗ тӳпенех.

Мускава та Гитлер сирпӗтсе

Путарасшăн пулчӗ тинӗсех.

 

Çырмипе юн юхрӗ, чăтрăмăр,

Пӗтӗм халăх тăчӗ кӗрешме.

Чукмара хăюллăн йăтрăмăр

Тăшмана пӗр шелсӗр çӗмӗрме.

 

Тӗнчене хăтартăмăр муртан

Шутсăр йывăр, хӗнлӗ тапхăрта.

Ан хăмсарччăр çӗршыва ютран:

Вăй çук мар-ха чӗрере, чунра.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев