Петр Калеев – «Алга» батальон паттăрӗ
– Петя таврăннă ятпа ун чух та эпир пурте яла килтӗмӗр, пахчара ӗçлерӗмӗр – видео та ӳкернӗччӗ-ха. Петяна: «Урăх ан кай ӗнтӗ, мӗн курмаллине куртăн, çитӗ. Ӗçе вырнаç та ӗçле майӗпен», – терӗм. «Юрӗ, юрӗ», – терӗ вăл пире шантарсах, – аса илет 2022 çулхи август уйăхне Роман Петрович Никитин. – Темле майпа Ново-Савиновски районӗн çар комиссарӗ унăн телефон номерне тупнă, шăнкăравласа Тутарстанра «Алга» ятлă батальон йӗркеленни пирки каласа панă. Санăн çапăçу опычӗ пысăк, пире çамрăксене вӗрентекенсем питӗ кирлӗ тесе контракт çырма ӳкӗте кӗртнӗ. Пире Петя кун пирки никама та ним те каламан, вăл кайсан кăна пӗлтӗмӗр. Уяр кун аçа çапнă пек пулчӗ пирӗншӗн ку хыпар.
2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçланни уяр кун аçа çапнă пекех пулчӗ нумайăшӗшӗн. Çӗршывсен хушшинчи хутшăнусем тахçантанпах çивӗч пулнă-ха, çапах та вăрçă пуçланӗ, пирӗн ывăлсемпе мăшăрсен, пиччесемпе шăллăмсен алла пăшал тытса çӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме каймалла пулӗ тесе никамах та шутламан-тăр. Малтан, паллах, çар çыннисем тăчӗç хамăр халăха хӳтӗлеме, унтан кун çине лăпкăн пăхма пултарайман харсăр арçынсем контракт çырса çар тумӗ тăхăнма пуçларӗç. Тулли мар мобилизаци пуçлансан пӗрисем алла повестка илсенех çар комиссариатне çитрӗç, теприсем вара çӗршывран тухса тарчӗç. Çакăн чух пӗлтӗмӗр кам патриот пулнине, кам Тăван çӗршыва сутса яма та хатӗррине.
Патриотлăх туйăмӗ çемьерен пуçланать
Тем тесен те, патриотсем нумайрах Раççейре. Çӗршыва пулăшу кирлӗ чухне пытанса лармаççӗ вӗсем, алла пăшал тытса ăна хӳтӗлеме тухса каяççӗ. Ман сире Хусан хулинче çуралса ӳснӗ Петр Калеев пирки каласа парас килет. Петя ашшӗпе амăшӗн пӗртен-пӗр ачи. Пӗр шутласан, çывăх çыннисен юратăвне вăл çемьере урăх никампа та пайламан темелле – пӗтӗм лайăххи ăна лекнӗ, ялан вӗсен хӳтлӗхне туйса тăнă. Пӗччен ӳсекен ачасем нумай чух ачашрах çитӗнеççӗ. Анчах та ку пач та Петр Калеев çинчен мар. Петя Ульяна Петровнăпа Вячеслав Дмитриевичăн пӗртен-пӗр ывăлӗ пулсан та çемçешке ӳсмен, мӗн пӗчӗкрен хăйшӗн, çывăх çыннисемшӗн тăрăшма, йывăрлăхсене çӗнтерсе çитӗнӳ тума, çемьене, тăвансене чунтан юратма, пулăшма хăнăхтарнă ăна. Петя çемьере кăна пӗр ача, тăванӗсем питӗ йышлă вӗсен. Акă, тӗслӗхрен, амăшӗ Ульяна Петровна, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗскер, йышлă çемьерен. Ашшӗпе амăшӗн Петр Романовичпа Мария Павловна Никитинсен сакăр ачинчен чи асли вăл. Ку çемье тавра ялта та ӗçченлӗхпе, пӗр-пӗриншӗн тăрăшассипе палăрса тăнă, тăрать те. Петр Романовичпа Мария Павловна тахçанах çут тӗнчере çук ӗнтӗ, анчах та ачисемпе мăнукӗсем, халӗ кӗçӗн мăнукӗсем те, тӗп килне пăрахмаççӗ – канмалли кунсенче пурте пӗрле пуçтарăнса килсех çӳреççӗ. Пӗтӗм ӗçе пӗрле пурнăçлаççӗ – çамрăк ăру та аслисемпе тан тăрăшать. Тивӗçлӗ канăва тухнăранпа ашшӗ-амăшӗн килӗнче Ульяна Петровна пурăнать, çемье вучахне сӳнме памасть.
Çакăн пек туслă, ӗçе, тăван яла, çӗршыва юратакан çынсем хушшинче çитӗннӗ те ӗнтӗ Петя Калеев. Мӗн ачаран аслисен тӗревне туйнăскер хăй те яланах пурне те пулăшма тăрăшнă вăл. Кун пек çемьере урăхла пулма та пултараймасть. Кукамăшӗн тăван пиччӗшӗн, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа вирлӗн кӗрешнӗ Михаил Павлович Николаевăн, аслашшӗн Дмитрий Николаевич Калеевăн (Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнай ялӗнчен, вăл связист пулнă, Берлинах çитнӗ. – Авт.) паттăрлăхӗпе мăнаçланнă ача, вӗсем пек харсăр пулма ӗмӗтленнӗ. Амăшӗн шăллӗ Роман Петрович Никитин та Афган вăрçи витӗр тухнă, çирӗп характерӗпе Петяшăн яланах тӗслӗх пулнă. Патриотлăх туйăмӗ, мӗн тесен те, çемьерен пуçланать çав...
«Рубин» футболисчӗ, студент, омоновец
Петр Калеев 1987 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Хусан хулинче çуралнă. Тутарстанăн тӗп хулинчи 146-мӗш шкулта (халӗ лицей) вӗреннӗ. 12 çулта чух «Рубин» профессиллӗ футбол клубне çӳреме пуçланă. Пысăк çитӗнӳсем тунă ача спортăн çак тӗсӗнче. Ахальтен мар ăна Волгоградри «Ротор» футбол клубӗн академине те чӗннӗ, анчах та ашшӗ-амăшне пăрахса инçете каяс темен çамрăк футболист.
Алла аттестат илсен Петя Хусанти патшалăх финанспа экономика институтне вӗренме кӗнӗ. Тӗрӗслӗхе юратаканскерӗн, 2-мӗш курс пӗтернӗ чух пӗр преподавательпе иккӗшӗн хушшинче хирӗçӳ тухнă. Математикăна вăйлă пӗлнӗ-ха вăл, заданисене ытти студентсенчен те аванрах пурнăçланă. Анчах ăна преподаватель «3» паллăран ытла лартман. Петя чăтса тăрайман: «Ыттисем манран та япăхрах пӗлеççӗ, вӗсене «4» лартатăр, мана вара «3», – тенӗ. Вӗрентекене килӗшмен студент çакăн пек хăюллă пулни. Лартман лайăх оценка вăл ăна. Чӗркуçленсе каçару ыйтсан кăна лартатăп тенӗ. Петя вара мăнкăмăллă ача, тытнă та академи отпускӗ илсе салтака кайнă.
2006 – 2008 çулсенче Раççей наци гвардийӗн çарӗсен Ф.Э.Дзержинский ячӗллӗ, Суворов, Жуков, Ленин тата Октябрь революцийӗн орденӗсемлӗ, Хӗрлӗ Ялавлă уйрăм оперативлă тӗллевлӗ дивизире Мускавра хӗсметре тăнă. Салтакра чух икӗ çул хушши Çӗнтерӳ кунӗнче Мускаври парада хутшăнма тивӗçнӗ. Чечняри контртеррористла операцие хутшăнма та тивнӗ салтакăн. Куншăн «Ветеран боевых действий» медальпе наградăланă ăна.
Çартан таврăнсан Петя институтра малалла вӗреннӗ, ăна чипер пӗтерсе алла экономист дипломне илнӗ.
2009 çулта шалти ӗçсен органӗсен ОМОН ятарлă подразделенине ӗçе вырнаçнă. Çакăнта службăра тăнă чух виçӗ хутчен Çурçӗр Кавказра хӗрӳ точкăсенче пулма тивнӗ. «Отличник милиции», «За верность долгу» паллăсемпе, ултă медальпе наградăланă ăна харсăрлăхпа хăюлăхшăн.
ОМОНра ӗçленӗ чух Петр Калеевăн республика ертӳçин телохранителӗ пулма та май пулнă: ăна – 194 сантиметр çӳллӗш хитре те вăйлăскере – тата тепӗр çамрăка кăна суйласа илнӗ çӗр-çӗр çынран. Анчах та çамрăк арăмӗ темшӗн хирӗç пулнă, яман.
2011 çулта авланнă Петр, мăшăрӗпе Викторияпа иккӗшӗн çав çулах Рома ятлă ывăл çуралнă. Петр банкра хăйӗн специальноçӗпе ӗçлеме пуçланă.
Татах каяссине тăванӗсене пӗлтермен
2022 çулта ятарлă çар операцийӗ пуçлансан хăш самантра унта хутшăнас шухăш çуралнă-ши унăн? Май уйăхӗнче Самарăна кайнă та РФ Оборона министерствипе 3 уйăха контракт çырнă вăл. Контракт вăхăчӗ вӗçленсен килне таврăннă.
– Петя таврăннă ятпа ун чух та эпир пурте яла килтӗмӗр, пахчара ӗçлерӗмӗр – видео та ӳкернӗччӗ-ха. Петяна: «Урăх ан кай ӗнтӗ, мӗн курмаллине куртăн, çитӗ. Ӗçе вырнаç та ӗçле майӗпен», – терӗм. «Юрӗ, юрӗ», – терӗ вăл пире шантарсах, – аса илет 2022 çулхи август уйăхне Роман Петрович Никитин. – Темле майпа Ново-Савиновски районӗн çар комиссарӗ унăн телефон номерне тупнă, шăнкăравласа Тутарстанра «Алга» ятлă батальон йӗркеленни пирки каласа панă. Санăн çапăçу опычӗ пысăк, пире çамрăксене вӗрентекенсем питӗ кирлӗ тесе контракт çырма ӳкӗте кӗртнӗ. Пире Петя кун пирки никама та ним те каламан, вăл кайсан кăна пӗлтӗмӗр. Уяр кун аçа çапнă пек пулчӗ пирӗншӗн ку хыпар.
Çапла майпа Петр «Алга» батальонăн 3-мӗш ротинче тăшманпа çапăçма пуçланă, разведчик, штурмовик пулнă. Амăшӗпе тăванӗсем патне шăнкăравласах тăнă-ха вăл. Кашнинчех: «Манăн йăлтах йӗркеллӗ», – тенӗ.
– Юлашки хут пурте пӗрле эпир унпа Çӗнӗ çул каç, 2023 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче, калаçрăмăр. Вăрахчен сăмахларăмăр, савăнăçлăччӗ хăй. Февральте отпуска килесси пирки пӗлтерчӗ, – каласа парать Роман Петрович.
Амăшӗпе, иккӗмӗш сыпăкри пиччӗшӗпе Андрей Желтухинпа çыхăну тытсах тăнă Петя. «Юлашкинчен унпа февралӗн 4-мӗшӗнче калаçрăмăр. Пире задание яраççӗ, аннене ан калăр. Тен, вăрахчен çыхăнăва тухаймăп, ан çухатăр терӗ», – аса илет Андрей.
Юлашки çапăçу
Çакă тăванӗсемпе юлашки калаçу пулнă Петр Калеевăн, урăх çыхăнăва тухман вăл. Çывăх çыннисен канăçӗ çухалнă çак кунран. Мӗн пулса иртнӗ-ха 2023 çулхи февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Алга» батальонпа?
Каярах сывă юлнисем республикăри хыпар хатӗрӗсенчен пӗрне каласа панă тăрăх, февралӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанăн ятлă батальонне Угледартан инçе мар вырнаçнă Егоровка ялӗ çывăхӗнчи посадкăна тăшмансенчен тасатма задани панă. Çак трагедилле кунччен «Алга» нумай хӗрӳ çапăçусем урлă иртнӗ ӗнтӗ: малтан Херсонра пулнă, унтан вӗсене Лисичанск çывăхне куçарнă. 2023 çулхи январь вӗçӗнче ДНРти Первомайски (Угледартан 100 километрта) тăрăхне янă. Ку вăхăта салтаксенчен нумайăшӗ отпуска килне кайнă пулнă. Петр Калеев тăракан 3-мӗш ротăна посадкăна штурмлама ярассине пӗлтернӗ чух унта 38 çын кăна (пӗтӗм йышăн виççӗмӗш пайӗ) юлнă.
Малтанах штурма февралӗн 5-мӗшне палăртнă. Анчах та ирхине командовани сасартăк шухăшне улăштарнă, салтаксен умне çӗнӗ задача лартнă: штурм тренировкине ирттермелле. Кунӗпе ывăнса çитнӗскерсем çӗрле пӗррере те ыран мӗн пуласса пӗлмесӗрех çывăрма выртнă. Ирхине 4 сехетре вăратнă та салтаксене штурма кайма приказ панă. 3-мӗш ротăри 38 çын сакăр БМПпа тата темиçе танкпа çула тухнă. Çӗр километр хыçа хăварсан ирхине 9 сехетелле заправкăна чарăннă салтаксен колонни. Ик сехете яхăн тăма тивнӗ вӗсен кунта. Тен, шăпах çакă тăшмана лайăх хатӗрленме май панă, тен, вӗсене Раççей салтакӗсем пирки пӗлтерекен пулнă? Хамăрăн разведка тӗрӗс мар хыпар (посадкăн пӗр пайне хамăр морпехсем илнӗ тени) пӗлтерни те салтаксен сыхлăх туйăмне мăкатнă-ши? 
Анчах та палăртнă вырăна çитнӗ-çитмен колоннăри пӗрремӗш танк мина çинче сирпӗннӗ, пирӗн салтаксем çине ВСУ тӗрлӗ енчен пеме пуçланă – вӗсем кунта питӗ вăйлă çирӗпленнӗ пулнă иккен. 4 сехет çурă тăсăлнă çапăçура пирӗннисем мӗн пултарнă таран тăшмана хирӗç тăнă, малалла кайма тăрăшнă. Анчах та тăшманăн пӗр опорникӗнчен перекен пулемет питӗ кансӗрленӗ. Шăп çак самантра хăйӗн пурнăçӗнчи юлашки йышăнăва тăвать те Кандей (Петр Калеевăн позывнойӗ çапла. – Авт.) – посадка витӗр тухса тăшман тылне çитсе пулеметчика тӗп тума тӗллев лартать. Анчах та çитеймен палăртнă çӗре ентешӗмӗр – мина çинче сирпӗннӗ...
Çав çапăçуран, каярах пулăшма 1-мӗш рота килнӗ пулсан та, сахал кам сывă тухайнă. Юлнисем çакăнта выртса юлнă юлташӗсене çапăçу хирӗнчен илсе тухас тесе каярах темиçе хут та таврăннă кунта, анчах та кашнинчех çӗнӗ çухатусем тӳснӗ. Пӗлтӗр, 2024 çулхи октябрь пуçламăшӗнче, Раççей çарӗсем Угледара тăшманран пӗтӗмпех тасатсан тин 2023 çулхи февральте кунта пуç хунисене илсе тухма май килнӗ.
Харсăр ентешӗмӗре Кандее тăванӗсем пӗлтӗрхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче Хусан çывăхӗнчи Юдино поселокӗн масарӗнчи Геройсен аллейинче пытарнă. Пуç хунă хыççăн çулталăк та тăхăр уйăхран тин тăван çӗрте канлӗх тупнă хăюллă салтак... Петр Вячеславович Калеева юлашки çапăçури паттăрлăхшăн вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă.
Çынсене пулăшма тăрăшатчӗ, çамрăксен хутне кӗретчӗ...
– Илсе килсе пытариччен те шанмарăмăр Петя вилнине... Халӗ те шанас килмест, ялан алăка уçса кӗрсе тăрассăнах туйăнать, – тет калаçăва хутшăнса Катя аппăшӗ, амăшӗн йăмăкӗ. – Питӗ лайăх çынччӗ Петя. Пирӗн ачасемпе пӗрле ӳсрӗ, ялан куç умӗнчеччӗ. Çулла каникула яла кӳрсе яраттăмăр, ӳсерехпе клуба та çӳретчӗç, нихçан та çапăçса çӳремен, хăйсене йӗркеллӗ тытатчӗç...
Екатерина Петровнăн мăшăрӗ Анатолий Николаевич Хакимов та: «Питӗ кăмăллă ачаччӗ. Пурне те хисеплетчӗ. Мана нихçан та «эсӗ» темен, яланах «эсир» тесе калаçатчӗ. Пӗр сивӗ сăмах та илтмен унран», – терӗ Петя пирки.
Амăшӗн тепӗр йăмăкӗн Валентинан ывăлӗ Андрей Желтухин та ырăпа кăна аса илет иккӗмӗш сыпăкри шăллӗне:
– Петяран эпӗ тăватă уйăх кăна аслăрах, ялан пӗрле ӳснӗ эпир, пӗр-пӗриншӗн тӗрев, юлташ пулнă. Институтра та малтанхи икӗ çула пӗрлех, пӗр ушкăнрах вӗрентӗмӗр. Петя нихçан та хăравçă пулман, ялан пулăшма тăрăшатчӗ. Çынна пулăшмалла пулсан хăйӗн юлашки йӗмне те хывса пама хатӗрччӗ. Кăмăлӗ питӗ ырăччӗ...
– Тӗрӗслӗхе питӗ юрататчӗ, хăйӗнчен çамрăкраххисене ялан хӳтӗлетчӗ. Салтакра дедовщина пурри никамшăн та вăрттăнлăх мар ӗнтӗ. Вăт, Петя икӗ çул хӗсметре тăнă хыççăн киле таврăннă чух çамрăк салтаксем макăрнă та тет, мӗншӗн тесен вăл вӗсене ялан хӳтӗленӗ, хутне кӗнӗ. Малтан хăйне те аслисенчен самай леккеленӗ пуль, анчах вăл «вăйлисен» меслечӗпе усă курса «йӗпе сăмсасене» кӳрентермен. Çамрăк салтаксен ашшӗ-амăшӗсем ăна çартан таврăннă чух тумлантарсах янăччӗ, – аса илет Роман Петрович.
Принц тата Принцесса
Петя йытă-кушаксене пит юратни пирки те каласа пачӗç тăванӗсем. Ашшӗ Вячеслав Дмитриевич вилнӗренпе акă вунă çула яхăн ӗнтӗ амăшӗ Ульяна Петровна ялта пурăнать. Амăшне кичем ан пултăр тесе-ши, малтан кушак, унтан йытă çурисем илсе килсе панă вăл. «Кушак çури ӗçленӗ чух пуç тăрне персе анчӗ, йыттине çырма хӗрринче тупрăм», – тенӗ ывăлӗ.
– Петя хыпарсăр çухалас умӗн кăшт маларах, 2023 çулхи январь уйăхӗнче, пӗр кунхине йытта тем пулчӗ. Урама тухасшăн тапаçланать. Вăйпа тухса кайрӗ те урăх таврăнмарӗ. Хуçи вилессе сиснӗ-ши... Ватă та марччӗ вӗт, 3-4 çулта кăначчӗ... – аса илет Ульяна Петровна.
Çакăн çинчен каласа панă вăхăтра эпир калаçса ларакан пӳлӗме хитре кăна çăмламас кушак кӗчӗ те çав хушăра сӗтел çинчен кусса аннă ручкăпа выляма пуçларӗ. Вăл та хуçи çинчен калаçнине ăнланчӗ пулинех.
– Питӗ ăслă кушак, алăка та хăйех уçса кӗме пӗлет. Ку Принцесса, йытти Принц ятлăччӗ, – ăнлантарчӗç Калеевăн тăванӗсем.
Ывăлӗ Роман Суворов училищинче лайăххисен шутӗнче
Петр мăшăрӗпе уйрăлнă пулсан та ывăлне пӗр самантлăха та пăрахман. Хăйне ялан пулăшакан пиччӗшне, амăшӗн шăллӗне Роман Петровича хисеплесе ывăл çуралсан пӗр шутласа тăмасăрах ун ятне панă вăл. Тепӗр Роман Петрович ӳсет халь вӗсен.
– «Манпа мӗн те пулин пулас-тăк, ывăла Суворов училищине вӗренме кӗртме тăрăшăр», – тенӗччӗ Петя пӗррехинче. Те сиснӗ хăй таврăнаймасса... Вăл хыпарсăр çухалнă çул Рома шăпах 4-мӗш класс пӗтерчӗ. «Суворовскинче вӗренме кăмăлу пур-и?» – тесе ыйтсан хирӗçлемерӗ, ашшӗ уншăн пур енӗпе те тӗслӗхчӗ, ун пек хăюллă пуласшăн вăл, – каласа парать Р.П.Никитин.
Питӗ тăрăшса вӗренет суворовец, училищӗре лайăххисен шутӗнче вăл. Акă 6-мӗш класс пӗтернӗ ӗнтӗ. Дисциплина çирӗп унта, начар вӗренекенсене канмалли кунсене киле ямаççӗ. Çавна асра тытса питӗ тăрăшать ача. Бокс секцине çӳрет, шахматла та аван вылять. Çуллахи каникула кашни çулах асламăшӗ патне Çӗмӗртле килет. Училищӗрен вӗренсе тухсан ФСБ енӗпе вӗренме каяс кăмăлӗ пур. Турă пулăштăрччӗ хăюллă суворовеца.
Хăй вӗреннӗ лицейре асăну стенчӗ уçрӗç
Нумай пулмасть, тӗрӗсрех каласан кăçалхи майăн 6-мӗшӗнче, Хусанти 146-мӗш лицейре СВОра пуç хунă паттăрсене халалласа икӗ асăну стенчӗ уçрӗç. Пӗрне çак шкулта вӗреннӗ Артем Докучаева халалланă, теприне – Петр Калеева. Стендсене уçма, паллах, паттăрсен çывăх çыннисене чӗннӗ. Мероприятие Ульяна Петровнăпа пӗрле йăмăкӗпе шăллӗ Еленăпа Роман тата Петрăн ывăлӗ Роман Калеев хутшăннă. Чаплă лару-тăрура уçнă стендсене «Ушедший в бессмертие солдат России» тесе ят панă. Тӗплӗн каласа кăтартнă вӗсем çинче паттăр салтаксем çинчен. Халӗ Петр Калеев пирки кунта вӗренекен кашни ача, вӗрентекен, килекен хăнасем пӗлӗç.
Сăмах май, Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗн музейӗнче те Петр Калеева халалланă ятарлă кӗтес пур. Вилнӗ чух кăкăр çумӗнчи кӗсйинче пулнă çар билечӗ халӗ кунта упранать. Ку шкулта вӗренмен пулсан та, тăванран тăван пек хисеплеççӗ харсăр Кандее кунта та, унпа мăнаçланаççӗ.
Паттăрсем вилмеççӗ. Петя та, 35 çултах паттăррăн пуç хунă пулсан та, амăшӗн, ывăлӗн, тăванӗсен, ял-йышăн, юлташӗсен, пӗрле вӗреннисен, вӗрентекенсен асӗнчен нихăçан та тухмӗ. Ун пек паттăрсем пуррипе пирӗн Раççей вăйлă та!
Калеевсемпе Никитинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев