Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пиккăл йăхӗ

Нумай шыв-шур юхрӗ чăвашсем Самар тăрăхӗнчен куçса килнӗренпе. Чăваш Майнине те асфальтлă çулпа вирхӗнсе цивилизаци çитрӗ. Анчах кунти чăвашсем çӗр ӗçӗнче вăй хурас темерӗç, хуланалла таптарчӗç. Пиккăл несӗлӗ те çӗршывăн тӗрлӗ хулисене саланчӗ. Ку пӗлӳ патне ăнтăлнин сăлтавӗ те пулӗ. Ялта тӗне кӗмен чăн чăваш пӗр çурт çеç юлчӗ, унта 85 çулхи Евдокия Ермолаевна Бикулова пурăнать.

Çурхи çанталăк ака уйăхӗнче вăйне кăтартасшăн-ши? Пӳрт тăррине  вӗçтерсе каясла çил-тăвăл алхасать, чӳречесене çапса çумăр çăвать. Ярмуллапа Хайпулла, икӗ çамрăк, пӳртре ал ӗç туса лараççӗ: кӗçӗнни çăпата хуçать, Хайпулла лаша хăмăчӗ юсать. Пур ӗçе те хăйсем тума  вӗренчӗç. Ашшӗ, Утимӗр, çӗре кӗнӗ. Аппăшӗсем, Çерçипе Чӗкеç, Чăвашьел ялне качча тухнă. Сивçăл ялӗнчен тутарсемпе пӗрле куçса  килчӗç вӗсем Тутар Майни ялне. Нургатапа Зиганша тусӗсем те мухтарӗç  ку вырăна. Хура тăпраллă çӗр, çарансем, уй-хирсем анлă терӗç.
Сивçăл ялӗнче тутарсемпе чăвашсем хутăш пурăнатчӗç. Чăвашсене православи тӗнне йышăнтарнă хыççăн тутарсемпе чăвашсен хушшинче  килӗшӳ çухалчӗ. Çӗр те хӗсӗкрех пулнă. Шăпа ярсах Çарăмсан шывӗн икӗ енне куçса ларма шутларӗç. Икӗ хутчен шăпа  ярсан та чăвашсене сылтăм ен тухрӗ. Тусем, чăнкă çырансем унта: Каринкке, Чеччеппи, Сӳртӗм тăвӗсем. Ялсем Тутар Майни тата Чăваш Майни ятлă пулса тăчӗç (1786 çул).

 Тутар Майнинче икӗ хӗл каçрӗç Хайпуллапа Ярмулла. Малтан  тутарсем çӗр пама шантарчӗç, çуркунне виçсе пама пулчӗç. Хайпулла хуçапа тепре курса калаçрӗ, çӗр пайӗсем хăш вырăнта пулассине пӗлесси килчӗ. Мулла патне канашлама кайрӗç. «Мăсăльман тӗнне йышăнсан çӗр  парăпăр. Тӗн йӗркине туса ирттерсе ятăра улăштармалла пулать», – терӗ мечӗт хуçи.
Йывăр шухăшсемпе пуçне ыраттарса килнелле утрӗ Хайпулла. Шăллӗ, ăна тӳсӗмсӗр кӗтекенскер, пиччӗшӗ алăкран кӗнӗ-кӗмен: «Мӗн терӗ хуçа? Анасем хăш тӗлте пулаççӗ?» – тесе ыйтрӗ. Пиччӗшӗн хуйхăллă   сăнне асăрхасан çеç шăпланчӗ. Кăнтăр апатне ларсан сăмах хускатрӗç. Кăмакара хуппипе пӗçернӗ çӗрулмипе турăх, ыраш çăкрипе типӗтнӗ  така ашӗ сӗтел çине лартрӗ Ярмулла.
– Тутар тӗнне йышăнсан çеç çӗр параççӗ пире, – терӗ Хайпулла. – Ют тӗне йышăнни вăл питӗ пысăк çылăх пулать тенӗччӗ атте.
Вара Пиккăл ятлă мăн аслашшӗ çинчен каласа пачӗ:
– 1734 çулта  хальхи Самар тăрăхӗнче типӗ çанталăк тăнă, çу варринчех çерем çинчи курăк типсе хăрнă. Анасем çинче ыраш та сайра шăтнă: хăмăлӗ шит тăршшӗ кăна, вак пучахӗ сайра çеç. Çурхи тулă та начар. Уç (Уçăп)  асламăшӗпе пурăнать. Хир (Степной) ялӗнчи çынсем ӗçлесе хырăм  тăрантма тесе тырă пулнă еннелле кайма шутларӗç. Уçăн лаши çук, япалисене каçранах Емель патне кайса хучӗ. Хăй кӳршӗри хӗр-тусӗпе калаçма шутларӗ. Тен, Инель пӗрле кайма килӗшӗ? Уçăн ашшӗ, Пиккăл, ăста платник пулнă. Уçăп та 12-рех ашшӗ пек ӗçлеме вӗреннӗ. Маттур каччă, ашшӗ вилни 4 çул ӗнтӗ. Анчах кӳршӗри пуян Çитăр хӗрне чухăн Уçа качча парасшăн мар.   
Авăн уйăхӗнче çанталăк ăшă тăратчӗ. Хир ялӗнчен ир-ирех, хӗвел тухиччен, 6 лавпа çула тухрӗç. Пӗрремӗш лав çинче Инельпе Уç. Ашшӗ килте çук чухне Инель амăшӗпе калаçса Уçпа пӗрле тухса кайма ирӗк илнӗ. Юратнă амăшӗ вӗсене пехиллесе кунтăкпа йӗрӗх (управ Турри) тата лаша парнеленӗ. Иккӗмӗш лавӗ çинче Емель, унăн арăмӗ Минямал, Çерçи тата Пилеш ятлă хӗрӗсем. Ун хыççăн Пикмулла лавӗ, арăмӗ Пикепи, вӗсен 17-ри хӗрӗ Унепи. 4-мӗш лав çинче Кайнулла, ун арăмӗ Чӗкеç, вӗсен хӗрӗ Калиме. 5-мӗш лав çинче Паймулла – авланман каччă. Пикмулла, Кайнулла, Паймулла – пӗртăвансем. 6-мӗш лав çинче Пăлак, унăн хӗрӗ Сухья, 25 çултискер, тата шăллӗ Иван, 6 çулта.
Вӗсем çула тухни 5-мӗш кун ӗнтӗ. Виçӗ вăрман, виçӗ шыв урлă каçрӗç, ăçта çитсе вырнаçассине никам та пӗлмест. Ку енчи çутçанталăка сăнарӗç: курăк сӗткенлӗ, тырă та вырса пӗтмен. Кӗçӗн Çарăмсан урлă кӗперпе каçсан чарăнчӗç. Малта пӗчӗк ял курăнать. Каç пулнă ӗнтӗ, çутçанталăк тӗттӗм чаршавне карнă. Каç пулсан яла кӗрес мар тесе тӳремри çерем çине лашисене тăварса çӗр каçрӗç. Ирхине лашисене кӳлсе яла пырса кӗчӗç. Ку тутар ялӗ, Сивçăл (Салкăн Чишме) пулчӗ. Ял-йыш вӗсене йышăнчӗ. Хирте тырă та пуçтарса пӗтмен, ӗç алли çитмест. Тырра çапса кӗлете кӗртмелле терӗç.
Уçпа Инель Кайше аппа патне пурăнма кӗчӗç. Ыттисем валли виçӗ пушă çурт тупăнчӗ. Паймулла Гиляз бай патне тарçа вырнаçрӗ. Çав кунах ӗçе кӳлӗнчӗç ӗçчен чăвашсем.
Пăлака тутар ялӗ килӗшмен, вăл çемйипе малалла кайнă. Мăкшă ялне çитсе пӗр хӗрарăм патне пурăнма кӗнӗ. Кайран, мăкшă (Родники) ялӗнчен тухса икӗ çухрăмри çырма хӗррине çурт лартнă. Çавăнтан Пăлак ялӗ пуçланса кайнă.
Сивçăл ялӗнче тутарсемпе чăвашсем килӗштерсе пурăннă. Тутарсен хăйсен йăли-йӗрки. Чăвашсем авалхи тӗн йӗркине, Киремете асăнас йӗркене, тытса пынă. Уяв юрри те Кӗçӗн Çарăмсан тăрăх ян кайнă. Çапла каласа панăччӗ атте, – тесе малалла тăсрӗ сăмахне Хайпулла.
Çапах та хăйсен тăван Самар енӗ асран тухман, вунă çул иртсен Емельпе Уç юланутпа Хир ялне çитсе килнӗ, хурланса таврăннă вӗсем унтан. Ял пӗтӗмпех çунса кайнă, тăванӗсем вилсе пӗтнӗ иккен.
– Çулсем иртнӗ май чăвашсем тутар ялӗнче çуртсем лартрӗç, вăрман кăкласа анасем турӗç. Пăкача пăлхавӗ хыççăн Сивçăл ялне тата 4 чăваш килсе хутшăннă: Чӗлхе Тихăнӗ, Кăтта, Сар Хватей, Неней. Ял пысăкланнă. Уçпа Инелӗн хӗрӗ, Эрнепи, çитӗнсе качча тухнăччӗ ӗнтӗ, ача çураласса кӗтетчӗç. Кӗтерне патша хушнипе 1760 çулта чăвашсене  вырăс тӗнне йышăнтарас шутпа яла патша салтакӗсем тата пачăшкă килсе çитнӗ, Сивçăл ялӗн чăвашӗсене Çарăмсан хӗррине хăваласа аннă. Эрнепи, хăйӗн ачи ют тӗнпе çураласран хăраса, çырма хӗррине ӳплентерсе хунă кимӗ айне пытанса юлнă. Салтаксем хупăрласа илнӗ чăвашсене пуп çырмара тӗне кӗртсе хӗрес çакса янă, кашнине вырăс ячӗ хушса панă. Эрнепи кимӗ айӗнче хăй тӗнӗпех юлнă, çынсем саланса пӗтсен килне таврăннă. Ывăлӗ çуралсан ăна аслашшӗ ятне – Пиккăл –  хунă. Пиккăлран Утимӗр, пирӗн атте, çуралнă. Мăн асанне Эрнепи темиçе ӗмӗр тăршшӗ ӗненсе пурăннă мăн асаттесен ӗненӗвне сыхласа хăварнă. Ачасем те ăна упраччăр. Пиккăлран чăн чăвашсем – Бикуловсем – хунаса кайнă, – тесе вӗçлерӗ Хайпулла ашшӗн, Утимӗрӗн, сăмахӗсене.
Хайпуллапа Ярмулла мăн аслашшӗсен тӗнӗпех пурăнас терӗç. Çурхи шывсем чаксан чăвашсем патне çӗр ыйтма кайрӗç. Хресчен çӗрсӗр мӗнле пурăнтăр-ха? Чăвашсем вӗсене икӗ пичке эрехле çӗр пама килӗшрӗç. Акмалли çӗр Пуканлă çырми леш енчи çеремре виçсе пачӗç. Ака-суха вӗçленсен çурт-йӗрне Тутар Майнинчен Чăваш Майнине куçарса килчӗç. Çӗнӗ çӗрте тырă лайăх пулчӗ. Кӗр мăнтăрӗпе каччăсем авланчӗç. Чăваш Майнинче те чипер хӗрсем пурччӗ, анчах вӗсем ют тӗнпе пурăнаканскерсем. Хайпулла Шеме ялӗнчен, Ярмулла Саврăш ялӗнчен тӗне кӗмен чăн чăваш хӗрӗсене килӗшсе килсе чăваш йăли-йӗркипе туй турӗç.
Хайпуллапа мăшăрӗ пилӗк ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстерчӗç. Чăн чăваш йăли-йӗркине тытса пурăнчӗç. Ывăлӗсем те таврари ялсенчен чăн чăваш хӗрӗсемпе мăшăрланма ашшӗпе амăшӗнчен ирӗк илчӗç. Сергей ятли Шеме ялӗнчен Анна ятлă хӗре качча илчӗ, Якушка Чăваш Шупашкарӗнчен Пике ятлă хӗре çураçрӗ. Элекçейӗн арăмӗ Эрнеслу, Тимахви арăмӗ Улюна Савкач ялӗнчен. Ермолайăн мăшăрӗ Чăвашьелӗнчен, Эрнюк ятлă пулнă. Вӗсен йăмăкӗ Кӗтерне Савкачри чăн чаваша качча тухнă. Ярмуллан икӗ ывăлпа икӗ хӗр ӳснӗ. Илья Чăвашьелӗнчен Кинеслу ятлă хӗре качча илнӗ. Илюшкан арăмӗ Тăхтирек ятлă, Чăваш Шупашкарӗнчен. Хӗрӗсем, Çерçипе Чӗкеç, Чăвашьелне качча тухнă.
Чăваш Майнинче Бикуловсен 8 çурт пулнă. Вырăс тӗнӗпе пурăнакансемпе туслă пурăннă вӗсем: нимене, туйсемпе уявсене пӗрле хутшăннă. Христос тӗнне йышăннă чăвашсем те авалхи тӗне час манайман-ха. Пурнăç йывăрлăхӗсене пӗрле тӳссе ирттернӗ. 1914 çулта Чăваш Майнисем Пӗрремӗш тӗнче вăрçине çӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнă. Нумайăшӗ çак вăрçăра пуç хунă. Илья Бикулов тата Степан Чернышев çак вăрçăра хăрах урине çухатнă, Александр Карпов вăрçăран ятлă пистолетпа, хӗçпе таврăннă. Кузьма Игнатьев икӗ тӗнче вăрçинче, граждан вăрçинче пулнă, хăрах аллине çухатнă. Михаил Островскийпе Илья Кузнецов граждан вăрçинчен Чапаев панă хӗçпе таврăннă.
Чăваш Майнинче выçлăха та, çухатусене те ял-йыш пӗрле тӳссе ирттернӗ. Революцин синкерлӗ ӗçӗсем Чăваш Майнине те сехӗрлентернӗ, макăртнă. Шуррисем те, Хӗрлӗ çар та килсе хуçаланнă. Данил Петрова, Родион Михайлова, Игнат ятлă ывăлне хӗрлисем персе вӗлернӗ. Игнатий Андреева, Иван Денисова раскулачивать туса ялтан ăсатнă.
1929 çулта Чăваш Майнинче колхоз йӗркеленӗ. Вăл «Канаш» ятлă пулнă. Пӗрремӗш председатель Григорий Охотников пулнă.
1938 çулта Тимофейпа Ермолай Бикуловсем, Хайпулла ывăлӗсем, Мускава çемйисемпех кайнă, Фрунзе ячӗллӗ 24-мӗш авиаци заводӗнче ӗçленӗ. Çав завода вăрçă пуçлансан Самарăна куçарнă. Çемйисем Чăваш Майнине таврăннă. Тимофейпа Ермолай Самарăра Çар авиаци заводӗнче ӗçленӗ. Завод уçă çӗрте вырнаçнă пулнă: кӗркунне çумăр айӗнче, хӗлле çил-тăманра тăшмана хирӗç çапăçма самолетсем тунă ӗç çыннисем. Çӗрпӳртсенче çывăрнă. Кӗпе-тумтире типӗтме май пулман. Вăрçă йӗрки çирӗп – чирлесен те никам та ӗçрен пăрăнман. Шăнса пăсăлнипе чире кайса вилнӗ Тимофейпа Ермолай Бикуловсем. Вилтăприйӗсем Самарăра.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине Чăваш Майнинчен 137 çын кайнă, 65-шӗ кăна çӗнтерӳпе таврăнайнă. Пиккăл несӗлӗнчен Мурза Ильич,  Алексей Ильич, Павел Яковлевич Бикуловсем вăрçăран сывă таврăнса «Победа» колхозра вăй хунă. Чăваш Майнинчен 3 хӗр вăрçăра паттăррăн çапăçса çӗршыва хӳтӗленӗ: Мария Григорьевна Миронова-Степанова,  Мария Алексеевна Бикулова-Кошкина, Мария Алексеевна Бикулова-Софонова. Бикуловсем вăрçă  хыççăн та вӗренӳре те, ӗçре те палăрнă. Аслă пӗлӳ илсе пурнăç çулӗ çине тухнă. Ярмулла мăнукӗ, Егор Ильич Бикулов, ветеринарин тава тивӗçлӗ врачӗ пулнă. Анатолий Егорович Бикулов СССРăн ООНри яланхи представителӗ пулнă, Мускаври П.Лумумба ячӗллӗ Туслăх университетӗнче пӗлӳ илнӗ, 6 чӗлхе пӗлнӗ. Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствинче советник пулнă.
Павел Алексеевич Бикулов «Победа» колхозăн тава тивӗçлӗ зоотехникӗ пулнă. 1979 çулта вăл Ленинград хулине кайнă. Мăшăрӗпе Д.В.Бикуловăпа виçӗ ача çитӗнтернӗ. Ывăлӗ, Евгений, Хусанта ӗçлет. Хӗрӗсем, Светланăпа Ирина, Санкт-Петербургра пурăнаççӗ.
Анатолий Ермолаевич Бикулов Анат Камăри хими заводӗнче тӗп инженер пулса ӗçленӗ. Иван Алексеевич Иванов-Бикулов – ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чистайри ял хуçалăх техникумӗнче ӗçлет, вӗрентӳ отличникӗ. Чистай хулинче пурăнать.
С.А.Бикулов-Иванов – Тольятти хулинчи заводăн хисеплӗ химикӗ.
Мария Николаевна Бикулова-Евдокимова Анат Кăтрата шкулӗнче ӗçлерӗ, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентрӗ. Василий Тимофеевич Бикулов нумай çул хушши Чăваш Майни ял Советне ертсе пычӗ...
Нумай шыв-шур юхрӗ чăвашсем Самар тăрăхӗнчен куçса килнӗренпе. Чăваш Майнине те асфальтлă çулпа вирхӗнсе цивилизаци çитрӗ. Анчах кунти чăвашсем çӗр ӗçӗнче вăй хурас темерӗç, хуланалла таптарчӗç. Пиккăл несӗлӗ те çӗршывăн тӗрлӗ хулисене саланчӗ. Ку пӗлӳ патне ăнтăлнин сăлтавӗ те пулӗ. Ялта тӗне кӗмен чăн чăваш пӗр çурт çеç юлчӗ, унта 85 çулхи Евдокия Ермолаевна Бикулова пурăнать. Ӗçчен те ырă кăмăллă хӗрарăм «Победа» колхоз ферминче тăрăшса нумай хутчен хисепе тивӗçнӗ. Çуллахи уявсене те хутшăнать-ха вăл. «Пиккăл несӗлӗсен Бикулов хушамат юлчӗ. Тата чăваш ӗçченлӗхӗ, сăпайлахӗ, Тăван çӗршыва юратасси пирӗн чун-чӗрере. Тăван чӗлхене те манмастпăр, Бикуловсем хулара пурăнсан та пурте чăвашла калаçаççӗ.  Çимӗксенче пӗрле пуçтарăнатпăр», – терӗ Е.Е.Бикулова.
Пурăнать-ха Чăваш Майни, янăрать-ха чăваш чӗлхи: ача садӗнче те, шкулта та. Чиркӳ, икӗ хутлă шкул, икӗ хутлă культура керменӗ туса лартрӗç. Культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.П.Никифорова йӗркелесе янă «Шуçăм» фольклор ушкăнӗ 1982 çултанпах халăх юрри-ташшине сцена  çинче кăтартать. Халӗ вăл ушкăна Л.Егорова ертсе пырать. Культура çурчӗн ертӳçи М.А.Угахина, купăсçă А.Никоноров, илемлӗх ертӳçи М.Н.Кузнецова унти ӗçсене йӗркелесе пыраççӗ. Вулавăша Р.Карпова ертсе пырать, унта куллен шкул ачисем çӳреççӗ.
Хальхи вăхăтра вăл çук, ку çук тесе нăйкăшни вырăнсăр, халăха  пуçарулăх кирлӗ. Чăвашмайнисем те, акă, çамрăксем валли «Çӗнтерӳ паркӗ» тăваççӗ. Çак ӗçе пурнăçа кӗртсен шутсăр аван пулӗччӗ.  

Лидия УГАХИНА,
хисеплӗ таврапӗлӳçӗ.
Алексеевски районӗ,
Чăваш Майни.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: история села Чувашская Майна