Пирӗн ентешсене чыслани савӑнтарать
Вӗсем иккӗшӗ те Теччӗ районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫынсем
Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Теччӗ муниципаллӑ район депутачӗсем 55-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Тутарстан Республикинчи муниципаллӑ йӗркеленӳсен Канашӗн Председателӗ Экзам Губайдуллин хутшӑннӑ.
Пӗтӗмлетӳ сессийӗнче Теччӗ районӗн депутачӗсен корпусӗ еплерех ӗҫленине пӑхса тухнӑ. Район пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов тата Пӑхӑрҫӑ ял хутлӑхӗн ертӳҫи Илдар Шамсутдинов доклад тунӑ, Экзам Губайдуллин республикӑри экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗпе паллаштарнӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче наградӑсем парас церемони иртнӗ. Унта пирӗн ентешсене те чыслани, паллах, савӑнтарать.
Теччӗ муниципаллӑ район Ӗҫтӑвкомӗнчи культура уйрӑмӗн пуҫлӑхне Юрий Викторович Сиякина "Тутарстан Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята парса чысланӑ.
Районти ытти хисеплӗ ҫынсемпе пӗрле нумай ҫул Теччӗ тӑрӑхӗнчи ветеринари пӗрлешӗвне ертсе пынӑ, унтан строительство фирминче тӑрӑшнӑ Николай Николаевич Сергеева та ТАССР 100 ҫул тултарнине халалланӑ хисеп паллипе чысланӑ.
Николай Николаевич районти паллӑ меценат. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан райцентрти масар ҫывӑхӗнче тепӗр чиркӳ ҫӗклеме пулӑшрӗ.
Юрий Викторович районта чӑваш культури тивӗҫлӗ шайра пултӑр тесе нумай тӑрӑшать.
Теччӗ райадминистраци сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев