Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн тухăç «Кӗр мăнтăрӗ» конкурса хутшăнать

Çакăн пек каласа кӳршисен умӗнче «Сувар» хаçатăн чылай вулаканӗ мухтанма пултарать, мӗншӗн тесен эпир вӗсен хушшинче чаплă парнесемлӗ конкурс пуçлатпăр

«КӖР МĂНТĂРӖ» КОНКУРС

Мӗнле илемлӗ те тулăх тапхăр халӗ: садсемпе пахчасенче улма-çырла, пахча çимӗç пулса çитнӗ, вăрман та хăйӗн пуянлăхӗпе савăнтарать. Хуçалăх тытса пыракан кашни çынах халӗ çуркунне акнă-лартнă вăрлăхран çитӗннӗ тухăç çине пăхса савăнать. Мӗн кăна лартса ӳстермеççӗ тата пирӗн вулаканăмăрсем хăйсен пахчисенче – арбузӗ те кăнтăртинчен кая мар ӳсет, дыни те, винограчӗ те тухăçӗпе савăнтарать...

Çак илемлӗ вăхăта асра хăварас шутпа хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттерме шутларăмăр. Сирӗн пахчăрта çын тӗлӗнсе тăмалла пахча çимӗç е улма-çырла ӳсет-тӗк, ăна фотоаппаратпа е смартфонпа илемлӗн ӳкерсе илӗр те «Кӗр мăнтăрӗ» конкурса» тесе палăртса suvar@mail.ru редакци почти çине ярса парăр. Паллах, уйра, çаран çинче е вăрманта пуçтарнă тухăçпа та мухтанма юрать. Чи интереслӗ виçӗ сăнӳкерчӗкӗн авторӗсене «Сувар» хаçатран асăнмалăх парнесем кӗтеççӗ.

Конкурса сăнӳкерчӗксене октябрь вӗçленичченех йышăнатпăр. Сăнӳкерчӗке ярса параканăн ячӗпе хушаматне, адресне çырма ан манăр.

Эппин, пуçлатпăр!

Редакци.

Татьяна Бульбова (Аксу районӗ, Беловка) ярса панă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев