ПИТИМИРОВСЕН ЧЕЧЕК ТӖНЧИ
Кивӗ Ӳсел шкулӗнче математика вӗрентекен Альбина Петровна кашни çулла хăйсен пахчине çăтмаха çавăрать
– «Илем вăл – шайлашулăх. Чечен япалана, çынсене, чӗрчунсене, ӳсен-тăрана, кайăк-кӗшӗке... курсан этемӗн нерв тытăмӗ лăпланать, канлӗн сывлать, мӗн-тӗр пысăкки, чапли çинчен ӗмӗтленме пуçлать», – тенӗ Хемингуэй. Çутçанталăкпа унăн ытамӗнче пурăнакан хитре çынсем çинчен вӗçӗмсӗр калаçас та калаçас килет. Раççей анлăшӗ тӗлӗнтерет те, савăнтарать те. Пирӗн таврара ытарма çук çутçанталăк. Вăрмансем, Сӗнче юханшывӗ, çăлкуçсемпе пӗвесем, уй-çарансем. Тата çынсем. Кивӳселсене, ентешӗмӗрсене, хисеплетӗп эпӗ. Шăп çак ялтан пулнипе мăнаçланатăп, – тет Альбина Петровна, çулла хăйсен пахчине çăтмаха çавăракан чăваш хӗрарăмӗ.
Маттур, хитре тесе яланах çирӗп сывлăхлă, хăйпе кăмăллă, юратнă ӗçе пурнăçлакан çынна каланă. Унсăр пуçне илемлӗх вăл тата – çак тӗнчене килнӗ çыннăн çулсем иртсен те пӗтмен шалти пуянлăхӗ. Альбина Питимировăпа калаçнă май унăн чун-чӗре илемӗ алă тупанӗ çинчи пек курăнчӗ – лăпкăн çеç калаçать вăл, пирӗшти евӗр чечен. Çирӗп кăмăлӗ илӗртрӗ. Çак пултарулăха пула çутçанталăк тӗлӗнтермӗшӗсемпе, ырлăхӗпе пӗр чӗлхе тупма пӗлет вăл.
– Эсир çак илем çине юратса пăхнипе йăрансем сирӗншӗн пушшех хитре курăнаççӗ, – терӗ кил хуçи арăмӗ мана тӗрлӗ тӗслӗ, нумай çул тата пӗр çул ӳсекен чечексемпе паллаштарса.
Лобелия, петуния, бакопа, калибрахоа, герань, бегони тата ытти чечек куçа йăмăхтарать. Çил вырăнӗ пулнипе кӗлчечексем, гладиолуссемпе георгинсем лартма пăрахнă. Вӗсене хӳтлӗх кирлӗ.
А.П.Питимирова Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче математика предметне вӗрентет. 29 çул каялла институт хыççăн яла таврăнас е хуларах юлас-и текен иккӗленӳ пулман пике пуçӗнче. Документсене тӳрех тăван шкула килсе панă. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче 6-мӗшсен класс ертӳçи пулӗ вăл. Пӗлтӗр 11-мӗш класа анлă çула кăларса янă. Вӗсен хушшинче 4-шӗ медалист. Кил умӗнчи, хыçӗнчи сад пахчинче чечексем ӳстерес ӗçе явăçнăранпа вăхăт пайтах пулать. Мӗнрен пуçланнă-ха çак иленӳ?
– Эпӗ пур хӗрарăм пекех мӗнпур илемлине, çепӗççине юрататăп, – сăмах çăмхине сӳтет Альбина. – Чечексене ачаран юрататтăм. Астăватăп-ха йăмăкпа тата шăллăмпа яланах тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем лартма тăрăшаттăмăр. Аннепе атте, Зоя Федоровнăпа Петр Антонович Синцовсем, пире пур ырă пуçарура та хавхалантарнă. Иртсе çӳрекенсем, пархатарлă кӳршӗ-аршă хастар та ӳркенменскерсем пулнăран мухтатчӗç. Ӳссе çитӗнсен ачалăхăм юмах тӗнчи пек тăрса юлчӗ. Елабугăран аслă шкул пӗтерсе таврăнсан савнипе, Василий Евсеевич Питимировпа, пӗрлешрӗмӗр. Уйрăм çурт туса пурăнма тытăнтăмăр. Чи пысăк ӗмӗте пурнăçлама пуçларăм. Чăнах, чечексем ӳстересси манра шалта вăл. Эпӗ кăрлач уйăхӗнчех вăрлăхсемпе ӗçлеме пуçлатăп. Тӗрлӗ сортсене хам та тăватăп, çырăнса та илетӗп. Акатăп. Вăхăтлă шăварассине, профçутă айӗнче тытассине тимлетӗп. Çуркунне çитиччен килте чӳрече янахӗсемпе сӗтел çинче ӳсеççӗ. Интернетпа тӗрлӗ тӳлевлӗ курссем иртрӗм. Пӗтӗмпех пӗлес килет-çке. Çӗр ăшăнсан чечексене урама кăларатпăр. Кунта вара вӗсем ырлăхра. Юрать хаклă çыннăмсем, упăшкапа ывăлăм, мана ăнланаççӗ. Тав вӗсене.
Капмар, тӗреклӗ çуртпа кил хуçалăхӗ йӗри-тавра пур çӗрте те чечек Питимировсен. Альбина Петровнăпа калаçатпăр та чечексем те пирӗн пуплеве хутшăннăн туйăнать. Мӗн каласси – чечексем пирӗн кăмăла, пӗтӗмпе пурнăçа витӗм кӳреççӗ. Чун савăнать.
Хăш-пӗр чечеке хӗл каçма кӗркунне Альбина килне илсе кӗрет. Кашнинпе калаçать.
– Кашни куçа савăнтарнисӗр пуçне тата усси виçесӗр пысăк. Сăмахран, чечекри герань ангинăпа пыр чирӗсенчен хăвăртрах сывалма пулăшать, тӗрлӗ инфекцисене аталанма чарать, – тет тантăшăм.
Альбина Петровна пӳлӗмри чечексене те юратать. Çулла вӗсене урамри анлăша, ырлăха парнелет. «Сывлаччăр, савăнччăр», – тет.
Чечексем çинчен чипер чăваш хӗрарăмӗ сехетшер каласа пама пултарать. Лăпкă та çепӗç сассипе чӗкеç пек чӗвӗлтетет.
– Юратнă мăшăрăм илемлӗ ӗçе хутшăннине курма питӗ кăмăллă. Эпир ачапа унăн ăнăçăвне, вăл лартнă пахча çимӗçпе улма-çырла хăвăрт ӗлкӗрнине курма хăнăхнă ӗнтӗ. Тухăçӗпе киленетпӗр. Альбинăн алли çăмăлран пӗтӗм культура (теплицăри те, пахчари те) питӗ хăвăрт çитӗнет. Кашнине ырă канаш пама хатӗр вăл. 87 çулти аннепе, вăрçă ачипе Ольга Максимовнăпа пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланаççӗ, – терӗ кил хуçи Василий Питимиров.
Альбина садра-пахчара ӗлкӗрсе пырать пулсан, ӗçчен арçын выльăх-чӗрлӗх пăхассине хăй çине илнӗ.
Тарават хуçасемпе сывпуллашса Кивӗ Ӳселӗнчен Беловка ялнелле кайнă май та, çӗрле те çак илем куç умӗнчен тăруках каймарӗ. Куçа хупсан та тӗрлӗ тӗслӗ çеçкесем курăнчӗç. Шухăшлатăн та: пирӗн йӗри-тавра еплерех хитрелӗх – ача-пăча кулли, атте-анне юратăвӗ, тимлӗхӗ, ӗçтешсен кăмăл-туйăмӗ, чечексем... Çак илеме курма çеç пӗлмелле. Иртсе пыракан кунăн çивӗч ыйтăвӗсене пула астумасăр, асăрхамасăр иртсе каймалла мар çеç. (Алена СЕЛИВАНОВА. Аксу районӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев