ПИТРАУ ПАТТĂРНЕ 500 ПИН ТЕНКӖ ПАРАÇÇӖ
«Тутар тата ытти халăхсен хăйне евӗрлӗхне сыхласа хăварасси» патшалăх программин хӳттинчи наци уявӗсене кӗрешӗнсен «Питрау» праçникӗ вӗçлет. Кăçал та вăл яланхи вырăнта, Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗ çывăхӗнчи «Тырлау» лапамӗнче, июлӗн 15-мӗшӗнче пулать. Уяв хальхинче те анлă иртессе, 50 пин çын пырса курасса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Кун çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.
Кăçалхи Питрау юбилейлă 25-мӗш пулсан та çӗнӗлӗхсем кӗртменнине пӗлтерчӗç спикерсем. Тӗпре – наци йăлине упраса хăварасси. Çавăнпа кунти инфраструктурăна çӗнетнисӗр пуçне ансамбльсем кӗрешӗнсен авалхи юррисем юрласси çине пусăм тунă. Ансамбльсем тенӗрен, вӗсен шучӗ пысăк. Хальлӗхе унта хутшăнма «Бермянчек» Патшалăх фольклор ансамблӗнчен, республикăри 20 районти, Красноярск крайӗнчи, Самар облаçӗнчи тата Удмуртпа Пушкăртстан республикисенчи пурӗ 50 яхăн фольклор ушкăнӗнчен заявка килнӗ.
Мамадыш районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Степан Спиридонов каланă тăрăх, Питрау кăнтăрла иртсен 16 сехетре пуçланать те çӗрле иккӗчченех пырать. Уявăн сумӗ халăхра сарăлнине кура унта килсе курас текенсем йышланнипе вӗсем машинăсем лартма çителӗклӗ вырăн, çураннисем валли автобус маршручӗсем хатӗрленӗ.
Программа чăнах та анлă: «Тугяряк уен» уяв карти, «Тырлау» ярмаркка, «Туганайлар» кӗрешӗнсен кил-çурт хуçалăхӗсем, «Питрау тугэрэк уены» искусство фестивалӗ, «Питрау жыруы» концерт, чи пӗчӗккисем валли «Айбагыр» площадка тата ытти те.
ТР Кӗрешӗнсен обществăлла организацийӗн Ӗçтăвкомӗн председателӗн Людмила Белоусован шучӗпе, кӗрешӗн çамрăкӗсене пӗр-пӗринпе паллаштармалли уяв ку. Çавăнпа программа ытларах çамрăксем валли. Халăх кăмăлне кайнă «Димче» паллашу уйӗ, тӗслӗхрен, кăçал та ӗçлет. Кунта юлташ, мăшăр шыракан çамрăксем пухăнаççӗ иккен, хăйсен телефонӗсене хăвараççӗ. Уяв хыççăн вӗсене пӗр-пӗринпе паллашма йӗркелӳçӗсем пулăшаççӗ. Çамрăксем валли лапамра, кăвайт умӗнче, шыв çийӗн вăйăсем тата дискотека йӗркелеççӗ.
«Кӗрешӗн чиперӗ» конкурс та пулать. Вăл хӗрсен хăйне евӗрлӗ парачӗпе танах-мӗн. 18–28 çулсенчи хӗрсем кăна хутшăнаяççӗ унта. Жюри конкурсанткăн сăн-пичӗпе кӗлеткине мар, пултарулăхне хаклать. Хӗрсен юрă-ташă, халăх йăлине кăтартмалла иккен. Илем конкурсӗн директорӗ Юлия Дувалова кăçалхи конкурсанткăсем (вӗсем пурӗ 10-ăн) авалхи тумпа тӗлӗнтерессине те каларӗ, Тюлячи район чиперӗ, тӗслӗхрен, 200 çулхи эрешпе килме хатӗрленет. Кам мӗнле йăла кăтартассине вара маларах шăпа ярса палăртнă. Жюри хальхинче те Мамадыш тата Тутарстан чиперне суйлать.
Питрау паттăрне вара кӗрешӳре палăртаççӗ. Ăна пӗрремӗш вырăна йышăннă чиперкке чысласси йăлара кунта. Пӗтӗмӗшле приз фончӗ пӗчӗк мар. Тӗслӗхрен, I вырăн йышăннă чиперккесене – 50, II– 30, III – 20-шер пин тенкӗ парӗç. Питрау паттăрне вара 500 пин тенкӗ (!) приз кӗтет. Уява килнӗ кашни çын тӳлевсӗрех лотерейăна та хутшăнать. Лотерейăн пӗр пайне çӗрле 12-ре, теприне 1.30 сехетре вылянтарма палăртнă. «Килӗр, парнесем сумлă», – халăха уява йыхăрчӗ Степан Спиридонов. Кун пек реклама хыççăн кайса курмасăр мӗнле чăтайăн.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев