Поэта сума суса
Кун К.Фукс çурчӗ çывăхӗнче скульптура композицине уçнипе пуçланчӗ, хыççăнах мероприятисем ТР Наци библиотекине куçрӗç. А.С.Пушкин Хусанта пулнăранпа 190 çул çитнӗ тӗле х атӗрлесе кăларнă «Пушкин и Казань: три дня и три века» кӗнекене хăтларӗç. 1833 çулта А.С.Пушкин Хусанта икӗ кун ытларах пулнине (тӗрӗсрех — шăп 55 сехет) истори докуменчӗсемпе, ăна курнă çынсен асаилӗвӗсемпе усă курса кӗнекене пухнă. Çаплах А.Пушкин Хусана килни вырăнти литература, искусство çине витӗм кӳнине те кăтартнă. Кăларăма кун çути кăтартма А.С.Пушкин ячӗллӗ Вырăс культура центрӗ тата В.Боратынский музей-усадьби çине тăнă. «А.С.Пушкинăн 225 çулхи юбилейӗ тӗлне хатӗрлекен пысăк проектсенчен пӗри пулса тăрать çак кӗнеке», — тесе палăртнă хăтлава уçнă чух ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин.
220 страницăран тăракан илемлӗ кӗнекене кӗнӗ материалсене авторсен коллективӗ хатӗрленӗ: ТР Вырăс наципе культура обществин председателӗ Ирина Александровская, Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗн директорӗ Галина Елистратова, Елена Скворцова, Хусанти Л.Н.Толстой ячӗллӗ музей заведующийӗ Лия Бушканец, Е.Боратынский ячӗллӗ музей директорӗ Ирина Завьялова тата паллă архитектор, таврапӗлӳçӗ Сергей Санчин.
Кӗнеке авторӗсем кăларăм А.С.Пушкин творчествине юратакансемшӗн те, Хусан историйӗпе кăсăкланакансемшӗн те, шкул ачисемпе студентсемшӗн, наука ӗçченӗсемшӗн те интереслӗ пулӗ тесе шутлаççӗ.
Çак кунах ТР Наци библиотекинче курав уçăлчӗ. Ăна та тӗнче пӗлекен Раççей поэчӗн 225 çулхи юбилейӗпе çыхăнтарнă. Йӗркелӳçӗсем вырăс дворянӗсен ăрăвӗсен гербӗсен эскизӗсен куравне пăхма чӗнеççӗ. 1938 — 1940 çулсенче вӗсене поэт мăнукӗ Николай Александрович Пушкин çырнă. 15 гербран тăракан экспозицире Пушкинсенне, Нарышкинсенне, Толстойсенне курма пулать. Гербсене тушьпе ӳкернӗ чух Николай Пушкин 1800 çулта тухнă гербовникпа усă курнă. Анчах курава тăратнă гербсен хуçисен ачисем, мăнукӗсем октябрьти революци хыççăн Бельгие тухса кайнă. Вӗсем хăйсен пурнăçӗнче çеç мар, герб ӳкерчӗкне те улшăнусем кӗртнӗ. Çакă тӗпчевçӗсемшӗн уйрăмах интереслӗ.
Паллах, çакăн пек уяв саманчӗсемпе пуян кун А.Пушкин ячӗллӗ Вырăс культура центрӗ айккинче юлни тӗрӗс мар пулӗччӗ. Хавхалануллă, Аслă поэт паллипе иртекен кун шăпах çакăнта вӗçленчӗ те. Итали фотоӳнерçи Энцо Розамилиа А.С.Пушкинăн «Пиковая дама» повеçӗ тăрăх интереслӗ, илемлӗ, мистикăллă сăнӳкерчӗкӗсен куравне уçнă.
Фотоӳнерçӗ «Искусство объединяет мир: безграничный Пушкин» Халăхсен хушшинчи проекта хутшăннипе ку курав Раççее çитнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен «Пиковая дама» курав проектăн халăхсен хушшинчи улттăмӗш куравӗ. Энцо сăнӳкерчӗкӗсенче эпир повеçри сăнарсен тумӗсене, вӗсем мӗн тунине куратпăр, çыннисем, калăн, сывлăшра саланса кайнă. Сăнӳкерчӗксем пурте шурă-хура. Çакă экспозицие тата илӗртӳллӗрех тăвать, куракан тимлӗхне кашни мӗлке, кӗлетке тыткăнлать.
Сăнӳкерчӗкӗн Вырăс музейӗнче экспозицие хатӗрлеме Мускав суту-илӳпе промышленность палатин культура енӗпе комитечӗ, ТР Культура министерстви, А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗ, Чулхула облаçӗн Культура министерстви, Сăнӳкерчӗкӗн Вырăс музейӗ, Римри Вырăс çурчӗ, SNEG gallery, Искусствăна тӗрев паракан Халăхсен хушшинчи ассоциаци ОКXSА проектсем (Македони), Брюссельти А.Пушкин ячӗллӗ Халăхсен хушшинчи фончӗ, Культура хаклăхӗпе экспертсен коллегийӗ пулăшнă.
Курав сентябрӗн 30-мӗшӗччен ӗçлет.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор тата С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев