ПОЭЗИРЕ УНĂН ХĂЙӖН САССИ
Шупашкарта Мальвина Петрован «Пӗччен Хӗвел» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ
Авăн уйăхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче çуллахи кану хыççăн «Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем черетлӗ тӗлпулăва пуçтарăнчӗç. Акт залӗнче çыравçăсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе артистсем Мальвина Петрован (Патшалăх хӗрӗн) сăвă пуххине пахаларӗç. Кăларăм кăçалхи çу уйăхӗнче Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă. Тиражӗ – 500 экземпляр.
Мероприятие пухăннисем Мальвинăн пӗрремӗш кӗнекине мухтарӗç, ырларӗç, авторӗ çинчен чылай ăшă сăмах каларӗç, сăввисене вуларӗç.
Чăваш халăх çыравçисем пысăк хак пачӗç Мальвинăна. Сергей Павлов çамрăк сăвăç пултарулăхӗпе анчахрах паллашнă-мӗн. Апла пулин те унăн шухăшлаттаракан сăввисене килӗштернине пытармарӗ, юптарăвӗсене пысăк хак пачӗ, вӗсене «Хресчен сасси. Кил» хаçатра пичетлеме кăмăл пуррине палăртрӗ. Светлана Асамат, Мальвинăн «чăваш поэзийӗнчи хӗреснамăшӗ», хăюллă, вичкӗн куçлă, çивӗч чӗлхеллӗ терӗ çамрăк сăвăçа. Анатолий Кибеч Мальвинăпа юнашар тăнипех телейлӗ-мӗн. Çамрăк хӗрарăма хисеплемелле, ун хутне кӗмелле терӗ вăл. «Эс пурришӗн савăнатăп», – чунне уçрӗ Анатолий Ильич.
Светлана Гордеева çыравçă поэзие пурнăç опычӗпе пуянлатма сунчӗ: вара сăвăсенче шăрçалани тата витӗмлӗрех, хăватлăрах пулӗ. Лидия Филиппова писатель-журналистăн М.Петрован пултарулăх каçалăкӗнче çăмăлрах янăракан хайлавсем те курас килет-мӗн.
Чăваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова алçырупа мӗнлерех ӗçленине аса илчӗ. «Мальвина Петрован сăввисем шухăш çӗнӗлӗхӗпе, чӗлхе эрешлӗхӗпе, вӗри туйăмлăхӗпе тыткăна илеççӗ. Çамрăк сăвăç шухăш-кăмăлне уççăн та çирӗппӗн палăртать, никам умӗнче те пуçне таймасть. Поэзире унăн – хăйӗн сасси, тӗнчекурăмӗ. Ăна ыттисенчен тӳрех уйăрса илетӗн. Тăван чӗлхе хăватне, асамлăхне, илемне çивӗч туякан поэт çакна вулакансем патне те типтерлӗн, хăюллăн çитерме тăрăшать», – терӗ Ольга Михайловна.
Мальвинăн вӗрентекенӗ Вера Егорова вӗренекенӗн малтанхи утăмӗсем çинчен каласа пачӗ, хăйне парнеленӗ ал ӗç япалисене кăтартрӗ. Сăмахран, 6-мӗш класра вӗреннӗ чухне хӗрача, ун чухнех типтерлӗхӗпе, хастарлăхӗпе палăрса тăнăскер, тӗрленӗ салфетка парнеленӗ Вера Алексеевнăна. Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чăваш наци лицейӗнче ăс пухнă вăхăтра Мальвина Петровăна Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ Геронтий Никифоров тăван литературăна тата ытларах юратма вӗрентнӗ-тӗр. Ун чухнех маттур хӗр сăвă-заметка шăрçаланă, вӗсем республикăри хаçат-журналта пичетленнӗ.
«Эпӗ микрофонсăр та пултаруллă», – терӗ те Мальвина, чăнах та, унсăрах калаçрӗ. Янраттарчӗ кăна сăввисене. Чăн-чăн артистран кая мар вуларӗ. «Ача чухне тӗллевӗм телевизора тухассиччӗ», – пӗлтерчӗ сăвăç-журналист. Телее, каярахпа ун ӗмӗчӗ пурнăçланнă, Чăваш наци телекуравӗнче вăй хума май килнӗ. Хальхинче те поэзи каçӗ тăршшӗпех Олег Цыпленков общество деятелӗ ăна тата тухса калаçакансене видео ӳкерчӗ.
Пултаруллă çамрăка кӗнеке тухнă ятпа Çӗрпӳ районӗн «Çавал» ентешлӗхӗн хастарӗсем те саламларӗç.
Пухăннисем Мальвинăпа паллаштаракан хăтлава пысăк экран çинчех курма пултарчӗç. Уяв вӗçӗнче вара кӗнеке хуплашки евӗрлӗ илемлетнӗ тортпа сăйланчӗç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев