Хушма хуçалăхсене пулăшасси патшалăх политики шайӗнче
Тутарстанра «ТР территорийӗнче харпӑр хушма хуҫалӑхсене аталантарма патшалӑх пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен»закон йышӑннӑранпа тунтикун шăп 10 çул çитрĕ
Ăна ЛПХ аталантарас, ялсенче пурăнакансене ӗҫпе тивӗҫтерес, вĕсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес, ял хуҫалӑх продукцин производствине вăйлатас тӗллевпе йышăннă. Пытармасăр каласан, харпăр хушма-хуçалăхсене пулăшу парассине патшалăх политики шайнех çĕкленĕ.
Ĕçинче мĕнле кăтартнă вал хăйне? Шутланисене пурнăçлама май килнĕ-и? Палăртнă тĕллевсем патне çитме мĕн чухлĕ укçа хывнă?
Ăна ЛПХ аталантарас, ялсенче пурăнакансене ӗҫпе тивӗҫтерес, вĕсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес, ял хуҫалӑх продукцин производствине вăйлатас тӗллевпе йышăннă. Пытармасăр каласан, харпăр хушма-хуçалăхсене пулăшу парассине патшалăх политики шайнех çĕкленĕ.
Ĕçинче мĕнле кăтартнă вал хăйне? Шутланисене пурнăçлама май килнĕ-и? Миçе тенкӗлӗх пулăшу панă хушма хуçалăх тытакансене?
«Тутарстанри ЛПХсене пулӑшас ыйтăва патшалӑх политикин рангне çӗкленӗ, çавăнпах ăна закона тӗпе хурса ирттересшӗн. Законра Тутарстан бюджӗнчен гарантипе паракан укçа-тенке илекен çынсен категорине палăртатпăр», – 2015 çулта Мензеленскра иртнӗ зонăсен ларăвӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин пӗлтернӗ. Ун чухне закон проектне пӗрремӗш вулавра йышăннă та ӗнтӗ.
Йышӑннӑ закон харпӑр хушма хуҫалӑхсене патшалӑх пулӑшӑвӗн виçине палӑртнӑ, ял ҫыннисене ӗҫпе тивӗҫтерессипе тата пурлӑх лару-тӑрӑвне лайӑхлатассипе ӗçленӗ, пӗтӗмпе пулмасан та ку ыйтусене татса панă.
Законăн тепӗр паха енӗ – мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ чакнине чарнă, ял халӑхӗн ӗҫри хастарлӑхне ӳстернӗ. Тутарстанри пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцийӗн ҫуррине яхӑн уйрӑм хуҫалӑхсенче тата фермерсем туса илеҫҫӗ. Ку 10 çул каялла йышăннă закон тухăçлă пулнине кăтартакан паллă.
Çак закона йышăнни ялта пурăнакана экономика енчен аталанма май туса панă: техникăпа технологи модернизацийӗшӗн тӳленӗ укçан пайне республика саплаштарнă, кредитсемшӗн субсидисем панă, ӗне туянма, ял-урама тирпей-илем кӗртме йкçа-тенкӗпе тивӗçтернӗ.
«Закона актуаллăрах тумалла»
Йăлт аван пек, анчах çулталăкран закон мӗнле ӗçленине тишкернӗ чух кăлтăксене асăрханă.
«Ӗçсене пӗтӗмлетнӗ май закона хушмаллисем тупăнчӗç», – тесе каласа панă ТР Патшалăх Канашӗн Экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленноçпа апат-çимӗç политики енӗпе комитечӗн Председателӗ Азат Хамаев «Татар-информ» журналисчӗсене.
Тӗслӗхрен, теплицăсем тума, садсем ӗрчетме, виçӗ çултан аслăрах кӗсресене тытса тăма субсиди уйăрма йышăннă. Кунсăр пуçне çуллен фермерсене паракн субсидин суммине ӳстермелле тунă.
Азат Хамаев сăмахӗсемпе, 2025 çулта ЛПХ пилӗк сулăмпа 612 миллион тенкӗ патшалăх пулăшăвне илнӗ – сӗт сăвакан ӗнесен мини-фермине тума 70 миллион тенкӗ уйăрнă; ăратлă нетельсемпе пӗрре пăруланă ӗнесем туянма –16 миллион тенкӗ; ӗнесемпе качакасене тытса тăма – 419,6 миллион тенкӗ; виçӗ çултан аслăрах кӗсресене тытса тăма – 26 миллион тенкӗ; çамрăк кайăк-кӗшӗке сутăн илме – 80 миллион тенкӗ.
Апла пулин те, ЛПХ пулăшмалли мелсене, механизмсене тата та лайăхлатмалла тесе шутлать парламентарий. Юлашки çулсенче чылай улшăну пулнă, паллах, вӗсем законра çук. Çакна шута илсе закона тӳрлетӳсем кӗртмеллине, ăна паянхи кунпа килӗшӳллӗн тытса пымаллине палăртнă А.Хамаев.
Çӗршывӗпе илсен те ЛПХна Тутарстан пек пысăк пулăшу пани çук
«Вунӑ ҫул хушшинче Тутарстан бюджетӗнчен харпӑр хушма хуҫалӑхсене пулӑшма 5 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫа-тенкӗрен ытларах сӑвакан кӗтӗве тытса тӑма – 3 миллиард ытла тенкӗ тата сӗт суса илессипе ӗҫлекен мини-фермӑсем тума – 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ», – тесе пӗлтереççӗ ТР Ял хуҫалӑхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службинчен.
Тутарстанра республика бюджетӗнчен 2024 ҫулта 43,8 пин ытла ЛПХ 464 миллион тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов йышăнăвӗпе 2025 çулта сăвакан ӗнесене тытса тăма тата 184 миллион тенкӗ хушса панă. Пӗр ӗнешӗн паракан субсиди 6,3 пин тенке çити ӳснӗ. Кунсăр пуçне çамрăк ӗнесем туяннишӗн паракан субсидие ӳстернӗ – тавар пек туяннисемшӗн 60 – 80 пин тенкӗ, ăратлисемшӗн – 70 – 90 пин тенкӗ.
Пилӗк ӗнерен тăракан мини-фермăсене тума 300 пинрен 500 пине çити ӳснӗ, сакăр ӗнерен – 600 пинрен 1 миллиона çити.
«В 2025 çулта 80 мини-ферма туса лартнă, ку ӗçе патшалăх пулăшăвӗ 70 миллион тенкӗ кайнă. Программа условийӗсемпе 2026 çултах вӗсенчен 350 пуç ӗне илмелле», – ппалăртса хунă ТР Ял хуҫалӑхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службинчен.
ТР Ял хуҫалӑхпа апат-çимӗç министерствине ял çыннисем ЛПХ пулăшассине анлăлатма ыйтса çырнисене ведомство ТР Раисӗ патне çитернӗ. Хушма хуçалăх тытакансем самăртма туянакан вăкăрсемшӗн кашниншӗн 35-шер пин тенкӗ, çулталăкран аслăрах сурăхсене тытса тăма кашни пуçшăн 1 пин тенкӗ ыйтнă. Рустам Минниханов ТР Финанссен министерствине кун пирки сӗнӳ пама хушнă.
СВОна хутшăннисем агробизнес уçма грантсем илме пултараççӗ
Харпӑр хушма хуҫалӑхсене патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле сумми 2026 ҫулта 652-рен 718 миллион тенке çити ӳсет тесе пӗлтернӗ ТР Ял хуҫалӑхпа апат-çимӗç мнистерствин пресс-службинче.
Патшалӑх пулӑшӑвӗн мелӗсем улшӑнасси çинчен систернӗ ведомствăра – хăш-пӗр программăсем вӗçленеççӗ, вӗсен вырăнне çӗннисем ӗçлеме пуçлаççӗ, çӗнӗ юхăмсем тытăнаççӗ.
Ҫулталӑк ытла хăйӗн ӗçне тытса пынă фермерсене пурне те грант уйӑрӗҫ. Унăн сумми (5 – 30 миллион тенкӗ ) проекта пурнӑҫа кӗртме хывнӑ харпӑр укҫаран килет.
Кунсӑр пуҫне хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен тӑкакӗсен пӗр пайне саплаштарма 60 процент субсиди параççӗ, анчах пӗр фермер хуçалăхне 20 миллион тенкӗрен ытла мар.
Кӑҫал ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хӑйсен агробизнесне уҫма 7 миллион тенкӗ таран грант пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ.
Ялсенчи потребительсен кооперативӗсене аталантарасси çине ытларах пусăм тумалла тесе шутлаççӗ министерствăра. Çакă фермерсене те, харпăр хушма хуçалăх тытакансене те эффективлăрах ӗçлеме пулăшасса шанаççӗ вӗсем.
Çавăнпах 2026 çулта кооперацие аталантарма 500 миллион ытла тенкӗ уйăраççӗ, çав шутра республика бюджетӗнчен хăйсен ӗçне малалла илсе пыракан кооперативсене 200 миллион тенкӗ пама палăртнă.
Унсӑр пуҫне выльӑх апачӗн центрӗсем тӑвасси ҫине те тимлӗх уйӑрӗҫ. Республикӑн 24 районӗнче 58 апат центрӗ ӗҫлет те ӗнтӗ, вӗсем 216 пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха тăрантараççӗ. Хуҫалӑхсемшӗн апат-ҫимӗҫ центрӗсем валли туяннă оборудовани тӑкакӗн ҫуррине тата строительствӑпа монтаж ӗҫӗсен 30 процентне саплаштарма палӑртнӑ.
Халӗ Тутарстанра 400 пин ытла харпӑр хушма хуҫалӑх шутланать. 2024 ҫулта вӗсем ял хуҫалӑх продукцине 105,7 миллиард тенкӗлӗх е пӗтӗмӗшле калӑпӑшран 30,2 процент туса илнӗ. Сӑмахран, 521 пин тонна сӗт, 112 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ, 817 пин тонна ҫӗр улми, 189 пин тонна пахча ҫимӗҫ туса илнӗ. Ҫапла вара, республикăра сӗт туса илессипе ЛПХ тӳпи 23 процент, аш- какай – 22, ҫӗр улми – 85, пахча ҫимӗҫ – 64 пулнӑ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев