Повестка килессе кӗтсе ларман, военкомата хăйсен ирӗкӗпех килнӗ
«Мобилизаци çинчен пӗлтерсенех хам ирӗкпе военкомата килтӗм. А мӗн кӗтсе лармалла? Эп çар çынни, çӳлтен килнӗ приказсене сӳтсе явмастăп. Каймалла-тăк, каятăп».
«Ман упăшка кунта, тархасшăн кӗртсе ярăр, йăлăнса ыйтатăп, кӗртсемӗр», – ăшталанса чупкаларӗ пӗр çамрăк арăм охранник умӗнче, куççулӗсем хăйӗн йăр та яр пичӗ тăрăх чупрӗç. «Юрамасть», – типпӗн хуравларӗ хуралта тăракан. Хӗрарăмпа куçа-куçăн тӗл пулас мар тесе куçне айккине тартрӗ. Мӗн тăвăн, унăн приказ, хушнине тумалла. Ку мобилизациленнисем валли ятарласа концерт лартнă чух пулса иртрӗ. Шел те, резервистсем патне тăванӗсене кӗртме шутламан, журналистсене те списока кӗртинсене кăна ирӗк параççӗ. Çăмăл мар, паллах, çăмăл мар упăшкана е ывăла вăрçа кăларса яма. Мирлӗ пурнăçпа пурăннă вăхăтра кашнин хăйӗн тӗнчи, кулленхи ӗçсем, малашлăха плансем. Мобилизаци вара çынсене тăруках çав йӗркерен туртса кăларчӗ. Ăçта каймалла, мӗн тумалла, мӗнле пурăнмалла? Çӗршывра вара çак хушăра хамăр граждансене тӗрев парассипе çӗнӗ йӗркесемпе постановленисем йышăнасси пырать. Тутарстан мобилизациленнисен çемйисене кредит каникулӗсем парса, ачисене шкулта тӳлевсӗр çитерсе, арçынсен ӗç вырăнне сыхласа хăварса пулăшать.
Палăртнă вăхăтра пире зала кӗме ирӗк пачӗç. Унта тӳрех ентешсене шырама пуçларăм та кăлăхах. Ăçтан тупайăн вӗсене пин-пин çын хушшинче? Республикăн кашни районӗнчен пуçтарăннă кунта, вӗсен хушшинче чăвашсем пайтах. Шел те, калаçма кăмăл тунисен хушшинче пӗр чăваш та пулмарӗ. Тӗрӗссипе, пурпӗрех мар-и, çавах хамăрăн, пурте тутарстансем. Мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнма каякансен шухăш-кăмăлӗ интереслентерчӗ мана. Повесткăпа-и е хăй ирӗкӗпех килни кăсăклантарчӗ, килӗнчисем мӗнле йышăннă, мӗнле кăмăлпа кăларса янă тăванне тата ытти те.
Мобилизаципе каякансемпе калаçма хумхануллă пулчӗ. Калаçма хатӗр маррисем те пулчӗç. Пурте тенӗ пек хăйшӗн мар çемйишӗн кулянать. Теприсем çак лару-тăрура тин çемье, çывăх çынсем, ачасем мӗн тери çывăх пулнине ăнланса илнине каларӗç. Хăш-пӗринпе сире те паллаштарас килет.
Роман Плотников, отставкăри майор, 50-рен иртнӗ, Хусантан.
«Кунта паян тӗрлӗ çултисем, 25-рен пуçласа 55 çулхисем таранччен. Службăран тивӗçлӗ канăва кайнăранпа сахал мар вăхăт иртрӗ. Çурçӗр Кавказра иртрӗç юлашки çулсем. Мобилизаци çинчен пӗлтерсенех хам ирӗкпе военкомата килтӗм. А мӗн кӗтсе лармалла? Эп çар çынни, çӳлтен килнӗ приказсене сӳтсе явмастăп. Каймалла-тăк, каятăп. Çӗршыв пӗрре. Килте хӗр юлчӗ, вăл 20-ре халӗ, вӗренет. Мăшăрăм, шел пулин те, çумра çук халь».
Вячеслав Васильев, 25 çулта, Пăваран.
«Çар службине эп Алтай тăрăхӗнче иртрӗм, кайран контрактпа Самар облаçӗнче. Мобилизаци çинчен пӗлтерсен военкомата хам ирӗкпе кайрăм. Килте атте-анне юлчӗ. Эп авланман-ха, хӗр пур, кӗтме шантарчӗ. Мӗншӗн хам ирӗкпе? Повестка пурпӗрех килетчӗ паян е ыран, пӗлтерӗшлех те мар. Çӗршыва вара хӳтӗлемелле, эпир мар пулсан – кам?»
Тимур Гайнуллин, 24 çулта, Пăваран.
«Мана повестка мобилизаци çинчен пӗлтерсенех килсе пачӗç. Çур çул каялла ман контракт вӗçленнӗччӗ. Слава пекех Самарта службăра тăтăм. Мӗн ман ăшра, ăна хам та ăнланса пӗтереймерӗм-ха. Çемьене пула ӗнтӗ, службăран таврăнсан юратнă хӗре качча илтӗм, ача çуралчӗ пирӗн, пӗр çулталăкра кăна-ха вăл. Вӗсенчен уйрăлма йывăр. Çӗршыва хӳтӗлесси вара пирӗн тивӗç».
Никита А., 31 çулта, Ешӗлвар районӗнчен.
«Мана та повестка килчӗ. Килте арăм, икӗ хӗр. Мăшăрăм Тăван çӗршыва хӳтӗлеме каяссине хăюллăн йышăнчӗ. «Киле таврăн, сана ачасем,эпӗ кӗтетӗп», – тесе пиллесе ячӗ. Асли ман 8-та, кӗçӗнни 4-ра. Чунра пӗр пăлхану та çук, лăпкă, хама шаннипе пулӗ. Ӗçлессе «Майский» теплицăра ӗçлеттӗм, ӳсен-тăран техникӗнче. Тата çакна та калас килет: пире мӗн кирлине йăлт пачӗç, аптечка, ăшă тумтир, тутлă çитереççӗ. Тӗрӗссипе апла пулӗ тесе шутламан та. Суя хыпарсене ан шанăр, йăлт пур пирӗн.»
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев