Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр ӗнешӗн парăнакан субсиди 6300 тенкӗрен 10 000 çитет

ТР Раисӗ Рустам Минниханов çак кунсенче районсене ӗçпе кайсан ял ӗçченӗсемпе тӗл пулнă. Ял çыннисем выльăх апачӗ хакланнă, сӗт хакӗ чакнă вăхăтра килти ӗне-выльăх шутне мӗнле сыхласа хăварасси пирки ыйту çӗкленӗ. Ыйтăва сӳтсе явнă хыççăн харпăр хуçалăхсене пулăшу парас мерăсене улшăнусем кӗртме йышăннă.

Çапла вара пӗр ӗнешӗн паракан субсиди 6300 тенкӗрен 10 000 тенке çитет, кун çинчен ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтерет. Ку мера ял çыннисене килти выльăх шутне сыхласа хăварма май парасса шанаççӗ. Кунсăр пуçне халӗ вăкăр пăрусене пысăк ял хуçалăх предприятийӗсенчен кăна мар, уйрăм предпринимательсенчен, хресчен (фермер) хуçалăхӗсенчен те туянма ирӗк пур. Ку вара выльăх туянассине çăмăллатнисӗр пуçне выльăх чирӗсем сарăлас хăрушлăха та чакарать, мӗншӗн тесен вырăнти фермерсен тӗрӗсленӗ выльăхне туянма май парать.

Çӗнӗлӗх те пур, вăл – харпăр хуçалăхсене халӗ ӗне-выльăх самăртмалли мини-фермăсен строительстви валли те пулăшу парӗç. Çак мерăсем килте выльăх тытакан ял çыннисене пулăшнипе пӗрле агропромышленность комплексне аталантарса ялăн социаллă экономикине лайăхлать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство