Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖР ТАН МАЙСЕН ÇУРТӖНЧЕ ӖÇЕ ХĂНĂХМА ИНТЕРЕСЛӖ

Аксури «Нежность» центрта ăс-тăн чирӗ пур ачасемпе çамрăксем валли творчествăлла мастерской йӗркеленӗ

«Татнефть» ПАО грантне çӗнсе илнӗ «Пӗр тан майсен çурчӗ» проект шайӗнче вун икӗ инвалид-ачапа вун тăхăр çамрăк творчествăлла пултарулăхне ӳстерчӗç.

Сусăр çынсене социаллă тӗрев паракан, çав шутра вӗсене реабилитаци кӳрекен проект ӗçлеме пуçларӗ. Пирӗн пултарулăх лабораторийӗнче занятисем иртеççӗ ӗнтӗ. Çакăн пирки тӗплӗнрех каласа парас килет.

«Пӗр тан майсен çурчӗ» проектăн идейи – Аксура «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗнче ăс-тăн чирӗ пур ачасемпе 18 çултан пуçласа 40 çула çитичченхи çамрăксем валли творчество мастерскойӗ йӗркелесси.

Аксу районӗнче, Тӗп район больници пӗлтернӗ тăрăх, çӗре яхăн сусăр ача пурăнать, вӗсенчен 50 проценчӗн ăс-тăн енӗпе чир пур. Когнитивлă чирсемпе аптракансем те çӗр ытла çын. Психика енӗпе чирлӗскерсем право тӗлӗшӗнчен чи хӳтлӗхсӗр граждансен шутне кӗреççӗ. Хăйсен чирне пула вӗсем çын çине час-час тухса çӳреймеççӗ. Вӗсене обществăра хăйсене аван туйма, тус-юлташ тупма, вӗренсе професси илме, хăй тӗллӗн ӗçлеме питӗ йывăр. Çакăн евӗр йывăрлăхсемпе сывлăхӗ хавшак ача-пăча та тӗл пулать.

Инклюзивлă мастерской ансат ӗçрен кăткăсси патне куçма пулăшать. Малтан эпир фетртан ансат япаласем тума пуçларăмăр, кайран вара кăткăсраххисене ăсталăпăр.

Проекта пурнăçланă чухне тӗрлӗ енлӗ эксперт-волонтерсене явăçтарса ушкăнпа е уйрăм занятисем – декораципе прикладной пултарулăх занятийӗсем е мастерсем патне экскурсисем пулӗç.

«Нежность» центрти кăнтăрлахи ушкăн 2021 çултанпах ӗçлет. Çулталăк хушшинче 20 – 22 çын социаллă пулăшу илет. Специалистсем вуншар çын ушкăнласа кашни кӗçнерникун занятисем ирттереççӗ. Çавăн пекех çулсерен 30 ытла сусăр ачапа çамрăк пулăшу илет.

– Эпир занятисемпе мастер-классене центрăн акт залӗнче пӗр пысăк сӗтел хушшинче ирттереттӗмӗр. Хамăр вара модульлӗ сӗтелсем çинчен ӗмӗтленеттӗмӗр, вӗсене пӗр пысăк сӗтеле пӗрлештерме, кăмăл пулсан, уйрăммăн ӗçлеме темиçе пая уйăрма пулать. Пирӗн çӳллӗшне кура  кашни ӳсӗмшӗн меллӗ пукансем, пур материалсемпе методика пособийӗсене те вырнаçтаракан шкап, хамăр алăпа тунă япаласене кăтартма тата ярмăркка-куравсем йӗркелеме стеллажсем туянас ӗмӗт пысăкчӗ. «Татнефть» ПАО грантне çӗнсе илни пире кирлӗ сӗтел-пукана туянма май пачӗ, пӗр пӳлӗмре вырнаçса занятисем ирттерме тытăнтăмăр.

Наци культурисемпе йăлисен çулӗнче эпир – çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу кӳрекен уйрăмăн специалисчӗсем – халăхсен йăли-йӗркине аталантарасси çине пысăк тимлӗх уйăратпăр. Социаллă пулăшу илекен ачасемпе ирттернӗ черетлӗ занятие тутарпа чăваш  орнаменчӗсене халалларăмăр. Малтан халăх тӗррисен уйрăмлăхӗсем çинчен каласа патăмăр. Атăл тăрăхӗнчи халăхсен культурипе паллаштартăмăр. Кайран вара йӗп хумалли пӗчӗк минтер ăсталама пикентӗмӗр. Хăшӗ-пӗри йӗппе шанчăклăн çӗлет, тепри вара ăна  пӗрремӗш хут аллине илнӗ, хăшне-пӗрне амăшӗ кăштах пулăшрӗ. Анчах результат пурне те – кураторсене те, ачасене те – савăнтарчӗ.

«Пӗр тан майсен çурчӗ» малашне ăс-тăн чирӗ пур ачасемпе çамрăксемшӗн изоляцирен тухса ӗç хăнăхăвӗсем илмелли вырăн пулса тăрасса шанатăп.

 

Ольга МАКАРОВА.

А.Артемьева сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество