Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр тӗллевех пурнăçлаççӗ

Чăваш çыравçисем Азербайджанри ӗçтешӗсемпе тӗл пулчӗç

 

Чăваш çыравçисем Азербайджанри ӗçтешӗсемпе тӗл пулчӗç

Нумай пулмасть чăваш писателӗсемпе библиотекарӗсем, Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова Шупашкарти ача-пăча библиотекинче Нахчыванри М.Т. Сидги ячӗллӗ пукане театрӗн директорӗпе, Азербайджан халăх артисчӗпе Ширзад Абуталыбовпа тата ача-пăча писателӗпе, драматургпа Вугар Хагвердиевпа тӗл пулчӗç.

Хăнасене библиотекăн ертӳçи Татьяна Вашуркина кӗтсе илчӗ. #ЗнайЧитай ача-пăчапа çамрăксен вулавӗн лабораторийӗн ертӳçи Наталья Степанова вӗсене вырăс, чăваш халăхӗсен пурнăçӗпе, йăли-йӗркисемпе паллаштарчӗ. Азербайджанри ӗçтешӗсемпе чей ӗçнӗ май çыравçăсен калаçăвӗ литература, пултарулăх тавра пычӗ.
Ольга Федорова Чăваш кӗнеке издательстви ӗçӗпе паллаштарчӗ. 2017 çулта издательство Бакура иртнӗ V Халăхсен хушшинчи кӗнеке курав-ярмарккине хутшăннине каласа пачӗ. Ун чух пирӗн кăларăмсем азербайджансене питӗ интереслентернӗ. Тепӗр çултан Чăваш кӗнеке издательствинче азербайджан ача-пăча сăвăçин Ханимана Алибейлин «Эльхан — Чăваш çӗршывӗнче» кӗнеки (чăвашла Раиса Сарпи куçарнă) пичетленсе тухнине асăнчӗ. Унтан хăнасене хула юбилейӗ тӗлне кăларнă «Чебоксары. Шупашкар» кӗнеке-альбома издательство ятӗнчен парнелерӗ.
Сергей Павлов çыравçăн «Суд» кӗнекине совет самани вăхăтӗнче азербайджанла куçарса пичетленӗ пулнă. Кун çинчен çыравçă мăнаçланса аса илчӗ. 
Светлана Гордеева вара Чăваш Республикин Писательсен союзӗ, унта темиçе секци ăнăçлă ӗçленине каласа пачӗ. Чи хастарри Ольга Федорова ертсе пыракан ача-пăча литературипе çамрăк авторсемпе ӗçлекен секци пулнине палăртрӗ. «Пирӗн çыравçăсен тӗллевӗ — çамрăк вулакансене тăван чӗлхепе кăсăклантарасси, çавăнпа Чăваш кӗнеке издательстви кӗнекесене час-часах икӗ чӗлхепе, чăвашла тата вырăсла, кăларать. Çыравçăсем пӗр-пӗрин произведенийӗсене вырăсларан — чăвашла, чăвашларан — вырăсла куçараççӗ», — терӗ вăл тӗп тӗллеве палăртса. Ӗçтеш-хăнасене Николай Ижендейӗн хăй вырăсла куçарнă «Чӗвӗлпи. Щебетунья» кӗнекине тата хăй илемлетнӗ «Буквы в букете» ачасен сăввисен пуххине парнелерӗ. 
ЧР халăх поэчӗ Раиса Сарпи Азербайджанпа тата Ханимана Алибейли сăвăçпа мӗнле паллашнине аса илчӗ: "Валентина Эльпи паллă çыравçă мана пӗррехинче: «Эпӗ Азербайджанăн çав тери лайăх ача-пăча писателӗпе кантăм. Халӗ вăл 5-ри мăнукӗпе Эльханпа Чăваш Енре хăнара. «Силпи» пултарулăх çуртӗнче канаççӗ. Вăл кунта чух пӗр-ик сăввине те пулсан çав тери пичетлеттерес килет«,— терӗ Атăл леш енне хăнана пыма чӗнсе. Çапла паллашрăмăр сăвăçпа. Кӗçех «Пионер сасси» хаçатра тăватă сăвви пичетленчӗ. Сăввисем çав тери килӗшрӗç. Çулсем иртсен хам «Путене» ача-пăча журналӗн редакторӗ пулсан, унăн сăввисен ярăмнех пичетлерӗм. Пӗтӗмпе 30 сăввине куçартăм, анчах кӗнекене пуртех кӗреймерӗç", — терӗ.
Азербайджан обществипе туслă çыхăнусене Ара Мишши те аса илчӗ. 
Вугар Хагвердиев азербайждан чӗлхипе тухнă хăйӗн кӗнекине çыравçăсене парнелерӗ пире. Нахчыванри М.Т. Сидги ячӗллӗ пукане театрӗн директорӗ Ширзад Абуталыбов: "Эпир пӗр тӳпе айӗнче пурăнса çитӗнекен ăрусемпе çыхăннă пӗр ыйтусенех татса паратпăр. Литературăпа искусство чăнах та нацисене чăмăртама пултараççӗ",— терӗ хăйсене çапла ăшшăн кӗтсе илнӗшӗн тав туса. 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество