Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Правительство Çуртӗнче Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗн пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç. Çитес çула вара ал ӗç ăстисен çыравне ирттерме палăртса хунă

Тутарстанра кăçал 5 пин ытла тӗрлӗ культура мероприятийӗ, акцисем иртнӗ. Чи анлисен шутӗнче «Тутарстан Республикин тӗрленӗ картти», «Возрождение: Эпос в современном прочтении» фестиваль, муниципаллă йӗркеленӳсен хушшинче иртнӗ «Тутарстан Республикин культура тӗп хули» конкурс.

«Çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсем çинче чарăнас-тăк малашлăх эффекчӗ текен ăнлав пирки калас килет. Планра пулнă ӗçсем, проектсем туххăмрах çимӗç парассине кӗтни тӗрӗс мар. Нумай ӗçӗн çимӗçӗ, усси каярах палăрать», — терӗ культура министрӗ Ирада Аюпова ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ брифингра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне пӗтӗмлетсе.

Министр палăртнă тăрăх, Тутарстанра кăçал 5 пин ытла тӗрлӗ культура мероприятийӗ, акцисем иртнӗ. Чи анлисен шутӗнче «Тутарстан Республикин тӗрленӗ картти», «Возрождение: Эпос в современном прочтении» фестиваль, муниципаллă йӗркеленӳсен хушшинче иртнӗ «Тутарстан Республикин культура тӗп хули» конкурс. Асăннă мероприятисене кашни район хутшăннă. Аса илтеретпӗр, культура тӗп хули ятне Арск районӗ çӗнсе илчӗ. 
«Тутарстанăн тӗрленӗ картти» проекта илес пулсан вăл пӗрре пăхма çеç ансат. Ăна пурнăçланă май вырăнти тӗп халăхсен культурисене, йăли-йӗркисене тӗпчемпе тӳр килчӗ, хăйне евӗр наука ӗçӗ пулчӗ вăл. Чи лайăх маçтăрсем, ал ăстисем хутшăнчӗç проекта», — терӗ Ирада Аюпова. 

Брифинг анлă форматпа иртрӗ. Унта министрсăр пуçне «Тутарстан Республикин культура сферинчи инновацисене кӗртессипе тата йăла-йӗркесене упрассипе ресурс центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн директорӗ Алсу Мифтахова, Çӳлту район пуçлăхӗ Равиль Хисамутдинов, Агрыз район пуçлăхӗ Ленар Нургаянов, Пăвари патшалăх драма театрӗн ертӳçи Раиль Садриев хутшăнчӗç. 

Министр палăртнă тăрăх, ТР Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне палăртнă ӗçсене «Культура» наци проекчӗ хӳттинче пурнăçланă. Нацпроектпа республикăна пурӗ 1,595 миллиард тенӗ куçарса панă. çав шутран 692 милионӗ федераллă бюджетран, тепӗр 393 миллион тенки — республика шутӗнчен. Ялсенче культура объекчӗсем хута ярассипе те Тутарстан лидерсен шутӗнче. «Культурная среда» регион проекчӗпе ялсемпе районсенче Культура çурчӗсене тӗпрен юсанă е пач та çӗннине туса лартнă. Унсăр пуçне ача-пăча музыка шкулӗсене, музейсене, музыка театрӗсене реконструкциленӗ, пилӗк музее кирлӗ техникăпа тата япалапа тивӗçтернӗ, виçӗ вӗр-çӗнӗ библиотека хута кайнă. Хусанти Цум вырăнне халăх илемлӗ пултарулăх промыслисен центрне тума йышăнни, Пăвари драма театрне тӗпрен çӗнетни, Фешин ячӗллӗ художествăлла училищине реконструкцилени те çитӗнӳсен шутӗнче. 
Театрсен кирлӗлӗхӗ пирки уйрăмах нумай калаçрӗç. Районсемшӗн вăл тӗп культура вучахӗ. Пăвари театр ертӳçи хутшăнни те витӗм кӳчӗ пулмалла. Брифинг пынă хушăра районсенчен сӗнӳсем киле пуçларӗç. Елабугăри театр училищинче вӗренекенсем, сăмахран, тăван хулара патшалăх театрне йӗркелеме ыйтрӗç. «Вӗренсе пӗтерсе ӗçе вырнаçассипе проблемăсем нумай. Çавăнпа пиртен ытларах пайӗ, Мускава е Санкт-Петербурга кайма ӗмӗтленеççӗ, мӗншӗн тесен унта театрсем нумай», — тенӗ студентсем министр патне янă çырура. Ирада Аюпова хăй енчен тӗп вырăнта кунта патшалăх театрӗн çурчӗ мар, труппа ӗçӗ пулнине каларӗ. «Нумай ыйтупа федераллă бюджетран укçа ыйтса илетпӗр, анчах пур чухне те ăна та ӗçе кӗртеймеççӗ. Çавăнпа малтан эсир пире лайăх постановка кăтартса тӗлӗнтерӗр, пултарулăхăра кăтартăр, вара эпир шутлăпăр, — терӗ министр. — Культурăна экологие хывнă чухлех инвестицисем çителӗклӗ килсе тăраççӗ. Ку эпир килес ăрусем çинчен те шутланине кăтартакан пулăм, çавă пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли», — терӗ вăл шухăшӗсене малалла тăсса. Ирада Аюпова кадрсен хатӗрленӗвӗ çинчен те асăнса хăварчӗ. Кăçал кăна 4,5 пин çурă тӗрлӗ специалист квалификацие ӳстерессипе ятарлă вӗренӳ курсӗсене иртнӗ. Ку культура сферинче ӗçлекенсен çурри. 

Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗпе çыхăннă мероприятисем пӗтӗмпе 20 пинрен иртнӗ. Чи курăмлисен шутӗнче Сабантуйсем, наци праçникӗсем (чăвашсен Уявӗ, марисен Семыкӗ, мордвасен Валда Шинясӗ, крешӗнсен Питравӗ тата ытти те), Атăлçи халăхӗсен «Итиль» культура фестивалӗ, «Милли кием» наци костюмӗсен фестивалӗ, «Пурнăç йывăççи» («Древо жизни») çутӗç проекчӗ, художниксен конкурсӗ тата ытти те. 

Çитес 2024 çул планпа «Культура» наци проекчӗшӗн юлашки çул пулать. Апла пулсан палăртнă ӗçсене çитес çул туса ӗлкӗрмелле. Республикăри пӗчӗк ялсенче халӗ те çӗнӗ йышши культура центрӗсем çуккине шута илсен малашне вӗсем пуласса ӗмӗтленмелли те çук апла? Çитес çул «Культура» нацпроектпа тӗпрен юсав программине пурте кӗресси ыйтуллă. 

Ресурс центрӗн ертӳçи Алсу Мифтахова çитес çул халăх илемлӗ пултарулăх промыслисен маçтăрӗсен çыравне иртересси çинчен пӗлтерчӗ. Урăхла каласан, тӗрлӗ енӗпе ӗçлекен ал ӗç ăстисене пурне те шута илме палăртнă. 

Çитес çул этнокультура еткерлӗхӗн объекчӗсене шута илсе реестра кӗртесси те малаллах пурнăçланӗ. Алсу Мифтахова пӗлтернӗ тăрăх, паяна вӗсен шучӗ 97 яхăн, планпа 100-е çитерме палăртнă. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗк prav. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура