Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Правительство Çуртӗнче наци праçникӗсен чăн сăнне тавăрасси пирки калаçрӗç

«Çынсене килӗшекен, пысăк интерес çуратакан тепӗр анлă мероприяти вăл — чăвашсен Уявӗ. Юлашки çулсенче Уявăн тӗп площадки Сиктӗрме ялӗ пулса тăчӗ. Унта инфраструктура лайăх аталанса пырать, Уява лайăх шайра ирттерме мӗн кирли йăлтах пур. Шанатăп, кăçал та чăваш халăхӗн йăлисене тӗпе хурса ирттерӗç Уява», – терӗ культура министрӗ ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра.

Тутарстанра наци культурисемпе халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварассине пысăк тимлӗх уйăраççӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов Правительствăна халăхсен йăли йӗркисене тата наци тум-тирӗсене популяризацилес тӗллевпе çулсерен тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеме хушнă. Çак йышăну патшалăх, вырăнти власть органӗсене те пырса тивет. Наци политикине çирӗп тытса йӗркелесе пыраççӗ республикăмăрта. 

Çулла уйрăмах нумай ку йышши мероприятисем. Июнӗн 4-мӗшӗнче Правительство Çуртӗнче акă наци праçникӗсене ирттерессипе анлă брифинг пулчӗ. Унта ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Хусан хулин Ӗçтăвком комитечӗн ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова, Тутарстан халăхсен ассамблейин Председатель çумӗ, Ассамблейăн Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн Ӗçтăвком председателӗ Данис Шакиров, Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ Ирина Александровская, «Тутарстан Республикин культура сферине инновацисем кӗртессипе тата йăла-йӗркесене упрассипе ресурс центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн директорӗ Алсу Мифтахова хутшăнчӗç. 

Спикерсен çакăн пек пысăк шучӗ хăйех ӗнтӗ республикăра пурăнакан халăхсене вырăна хурса хисепленине палăртать. 
Пуçласа сăмаха культура министрӗ илчӗ. «Пирӗн тӗп тӗллев — наци праçникӗсен аутентикине чӗртсе тăратасси, упраса хăварасси. 20-мӗш ӗмӗрсенче халăх уявӗсем хăйсен малтанхи сăнне çухатса мӗнле калас унификаци витӗр тухнă. Çавăнпа пилӗк çул каялла эпир халăх праçникӗсен чăн сăнне тавăрас шутпа ученăйсемпе, фольклористсемпе тата ытти экспертсемпе тӗл пултăмăр, — терӗ Ирада Аюпова. — Наци праçникӗсем кашни çул вырăссен Каравонӗнчен пуçланаççӗ. Ăна çӗнӗлӗхсем кӗртессипе, тӗрӗсрех каласан аутентикине тавăрас тӗллевпе Гнесинсен (сăмах Гнесинсен ячӗллӗ Раççейӗн музыка академийӗ пирки пырать. -Авт.) ученăйӗсемпе те тӗл пултăмăр. Нумай çӗннине кӗртрӗмӗр Каравон концепцине». 

Малалла министр Атăлçири тӗп халăхсен праçникӗсем çине куçрӗ. Марисен Семыкӗ, мордвасен Валда Шинясӗ, удмуртсен Гырон Быдтонӗ, кӗрешӗнсен Питравӗ, паллах ӗнтӗ тутарсен Сабантуйӗ — пурне те аса илчӗ министр. Чăвашсен Уявне те асăнмасăр хăвармарӗ паллах. «Çынсене килӗшекен, пысăк интерес çуратакан тепӗр анлă мероприяти вăл — чăвашсен Уявӗ. Юлашки çулсенче Уявăн тӗп площадки Сиктӗрме ялӗ пулса тăчӗ. Унта инфраструктура лайăх аталанса пырать, Уява лайăх шайра ирттерме мӗн кирли йăлтах пур. Шанатăп, кăçал та чăваш халăхӗн йăлисене тӗпе хурса ирттерӗç Уява», — терӗ Ирада Аюпова.

Чи йышлă праçниксен шутӗнче вара — Сабантуй. Министр пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре, ют çӗршывсенче, Тутарстан районӗсенче ирттернисене пурне те шутласан 400-е яхăн сабантуй пулать кăçал. «Кунта ман çакна каласа хăварас килет, йӗркелӳ ӗçӗпе çыхăннă тăкаксене, программа хатӗрлессине йышăнакан ен хăй çине илет. Эпир коллективсем яратпăр, уяв кил-картишӗсене хатӗрлесе паратпăр. Ытларах тăкака хăй çине регион илет», — палăртрӗ вăл. Ку енӗпе тӗрлӗ критика илтнине пытармарӗ министр. 

Денис Шакуров министр калани çумне хушса Сабантуйсем тӗнчери 39 çӗршывра иртнине асăнчӗ. Ку вăхăта Дубайра тата Венăра иртнӗ те ӗнтӗ. Ытти çӗршывсенчен чи инçе вырнаçнă Австралире те пулать Сабантуй. Федераци шайӗнчисем кăçал Пермь тăрăхӗнче — унта Пӗтӗм Раççейри Ял сабантуйӗ пулать, тата Йошкар-Олара иртет. 

Хусансем кӗтнӗ тепӗр мероприяти вăл — «Древо жизни» проект. Кăçал ăна РФ Çемье çулталăкне халалланă. Кашни халăх хăйӗн туй йăлисене кăтартса парӗ хальхинче. Чăвашсен туйӗ те пулать, паллах. Кун пирки Гузел Сагитова пӗлтерчӗ. «Кашни наци хăйӗн культурипе тата йăлисемпе паллаштарӗ. Ун валли эпир ятарласа специалистсем хатӗрлетпӗр, вӗрентӳ семинарӗсем йӗркелесех», — терӗ спикер. 

Интереслӗ мероприятисен шутӗнче — Пӗтӗм Раççейри ача-пăча фольклориади тата Атăлçири тӗп халăхсене пӗрлештерекен этника юрăçисен «Итиль» фестиваль. Пӗрремӗшӗ августăн 7-мӗшӗнче, иккӗмӗшӗ августăн 10-мӗшӗнче пулмалла. 

Хамрăн Уяв пирки. Хальлӗхе ун иртес кунне палăртман. Маларах июлӗн 6-мӗшӗнче пулать тесе йышăннăччӗ. Халӗ йӗркелӳçӗсем ăна 7-мӗшне куçарасси пирки калаçаççӗ. Хăçан иртнине çитес номерсенче çырса пӗлтерӗпӗр. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура