Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗпрел Акатуйӗ мӗншӗн Саплӑкран тарнӑ?

Халӑх уявне ирттерме пулӑшни хӑйне евӗр садака пекех вӑл. Унран никам та чухӑна юлман-ха

Пӗлтӗр Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин Саплӑкра питӗ чаплӑ Акатуй иртнӗччӗ. Районти Чӑваш наципе культура центрӗ пуҫарса янӑскер, вӑл темиҫе ҫултан ҫак вырӑнах ҫулсерен иртекен сумлӑ уяв пек таврӑнчӗ. Унта районӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ, ТР экологи миниҫтрӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ тата ытти пысӑк хӑнасем хутшӑннӑччӗ. 

Чӑнах та, Туслӑх кӳлли йӗри тавра кӑмӑлтан савӑнма йӑлтах пур. Чӗнтӗрлӗ кӗпер те, ылтӑн тӑрӑллӑ часавай та савӑнӑҫа ӳстереҫҫӗ. Инфраструктура килӗшӳллӗ, вырӑнӗ аван. Пӗлтӗрхи уявра ҫитес Акатуя та ҫак вырӑнтах Туслӑх кӳлли ҫумӗнче йӗркелеме калаҫса килӗшрӗҫ. 

Анчах та кӑҫал Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Акатуйӗ урӑх ҫӗрте - Упире иртет тесе пӗлтерчӗҫ. Алешкин-Саплӑк ял хутлӑхне ҫавӑн пек пысӑк уява ирттерме ӑҫтан укҫа тупнине тӗпчесе имӗш УБЭП тӗрӗслет. Ҫакна ӗнентерекен хутсем редакцире ҫук. Анчах виҫӗмҫул Акатуй ирттернӗ Анат Чакӑна та ҫакнашкал тӗрӗслев ҫитнӗ текен хыпар килчӗ. Мӗне пӗлтерет ку? Саккаспа-и е ӑнсӑртран-и? Кама тӗк ҫывӑрттармасть Ҫӗпрел Акатуйӗ? 

Ҫак уява тума ӗлӗкрен халӑхран парне пуҫтарнӑ: явлӑк, ҫӑмарта, кӗрпе. Пуянраххисем хӑйсен ирӗкӗпе пӗрлехи хурана укҫа пӑрахаҫҫӗ. Ку чухне никам та квитанци е отчет ыйтса лармасть. Вӑл ӗлӗкхи йӑла, ташлакан ҫӗнӗ мӑшӑр ури айне хут укҫа пӑрахнӑ пекех.

Халӑх уявне ирттерме пулӑшни хӑйне евӗр садака пекех вӑл. Унран никам та чухӑна юлман-ха. Кирлех-ши милиципе тӗрӗслеттерсе ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫынсен кӑмӑлне хуҫма? 

Йӗрке кирлӗ тесе хуравлама пултарӗҫ кун ҫине хӑшӗ-пӗрисем. Тӗрӗс. Анчах та вӑл пуриншĕн те пӗр тан пулмалла. Мӗншӗн Ҫӗпрел районӗнче Сабантуй ирттерекен ялсем ӑҫтан укҫа тупса ӑна мӗнле тӑккаланине тӗрӗслемеҫҫӗ? 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сабантуй