Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗри ӳксен, тепри çулăмланать

Çапла çырнă Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай чунри тăвăлу тата çирӗплӗх пурне те паттăрлăхпа лайăхлăх патне йыхравланине пусăмлăн палăртса. Тăхăрьялсем, тӗнчипе сумлă çыравçă сăмахӗсене чун-чӗрепе туйса пурнăçлаканскерсем, çакна ялан асра тытаççӗ. Аслă Çӗнтерӳ кунӗсем çулсерен ылмашăннă чухне кăна мар, ЯЛАНАХ! Вӗсем, политикăна та, пурнăç аталанăвӗнчи «вак-тӗвексем» таранах, тӗрӗс ăнланнăран малашлăх ăçталла сулăннине лайăх чухлаççӗ. Шăпах çавна пула пурнăçра хăй вырăнне тӗрӗс туякан кашни çын ырăлăх пухмачне хăйӗн тӳпине хывать.

Тутарстанри Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче тăтăшах иртекен Поэзи уявӗ  çулсерен ытларах та ытларах халăха пухать.  Кăçал вăл республикăра Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнăран,  унчченхинчен те анлăрах тата пӗлтерӗшлӗрех пулнипе палăрса юлать.

Вулакана пӗлме

Çӗр-çӗр çул  каялла, хăйӗн питех те вăйлă юхăмӗпе тата хăвачӗпе такама та тӗлӗнтерекен Сӗве юханшывӗ çурçӗрелле çаврăнса Аслă Атăлпа çурма ункă тунă хутлăхра, «Тăхăрьял» тесе ят илнӗ ялсен ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Тӗрлӗ çăлкуçсенчи сăмах-юмах тăрăх, çав тăрăха хăй вăхăтӗнче Пăлхара хăюллăн хӳтӗленӗ тата унăн пăхăнманлăхӗшӗн пынă хирӗçтăрура паттăрлăх кăтартнă çар пуçлăхне парнеленӗ пулать. Каярахпа, вăл вилнӗ хыççăн, унăн тăхăр салтакӗ, хăйсен çемйисемпе тата тăванӗсемпе пӗрле, пурăнмалли лаптăксем суйласа  илсе, унта тӗпленнӗ-мӗн. Пурăна-киле çав вырăнсенче ялсем çӗкленсе ларнă. Çитменнине, вӗсен шучӗ тăххăрпа кăна та чикӗленмен.

 

ТАКĂРЛАНАТЬ ТУСЛĂХ ÇУЛӖ

 

Апла-и, капла-и, анчах çав тавралăх кӗске вăхăтрах вăй илме, тӗрлӗ енлӗн аталанма пуçлать. Малтанхи пӗчӗк çуртсен, пахчасемпе картасен никӗсӗ çинче пӗрлехи эртелсем, унтан колхозсем, каярахпа промышленность предприятийӗсем те йӗркеленнӗ.  Унтах культурăпа канури хăй тӗллӗнлӗхӗсем пурнăçа кӗнӗ. Часах çак тăрăх пултаруллă та пуçаруллă çынсем йышланнипе палăрма тытăнать. Унăн лаптăкӗ пысăках мар пӗтӗмпе те 118 пин тăваткал километр кăна. Апла пулин те тӗпчевçӗсем çав хутлăхра  икӗ генерал, виçӗ Социализмла Ӗç Геройӗ, СССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ пӗрер тухни пирки хавхаланса пӗлтереççӗ. Çав тăрăхрах шыв айӗн çӳрекен хăватлă  çар киммисем валли ракетăсем ăсталакан, виçӗ хутчен Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçнӗ (чăннипе Ӗç Геройӗпе танлашать) конструктор çуралса ӳсни те паллă. Тăхăрьялта пурăнакансен йышӗчен çӗре яхăн çын ял хуçалăхӗпе прошыленноçра, халăха вӗрентес, медицина пулăшăвӗ парас тата культурăна аталантарас енӗпе палăрнăшăн Раççейӗн тата Тутарстанăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн хисеплӗ ятне тивӗçнӗ.

Хăвăртах аталану çулӗ çине тăнă тăхăрьялсем мӗн авалтанпах ытарлă сăмаха, чунра хавхалану кӳрекен литературăпа музыкăна, пӗтӗмӗшле культурăна ытларах кăмăллани палăрать. Ахальтен мар ку таврара талантлă çыравçăсен çемйи те тӗлӗнмелле пысăк. Халӗ çав йыш СССР Писателӗсен канашӗн 14 пайташне, Тутарстанри чăваш çыравçисенчен саккăрăшне, СССР тата Раççей Журналисчӗсен вунна яхăн пайташне пӗрлештерет.  Шăпах çак вăй çыравçăсен пысăк  çарӗ тăрăшнипе, унта тăтăшах Поэзи уявӗ иртет. Ăна, йăлана кӗнӗ йӗркепе, тӗнчипе паллă Александр Сергеевич Пушкин çуралнипе çыхăнтарса, унăн виçесӗр аслă талантне пуç тайса, çулсеренех çӗртме уйăхӗн пуçламăшӗнче йӗркелеççӗ.Тутарстанра 2021-мӗшне тӗрлӗ халăх чӗлхисен çулталăкӗ тесе палăртнăран, кăçал вăл тутар тата чăваш халăхӗсен классикӗсене Габдулла Тукайпа Константин Иванова та хăйӗн ăшă ытамне илчӗ.

Ял варрине вырнаçнă Юркка Иванӗн музейӗпе унăн сăваплă тӳремне ытти чухне те хăна-вӗрле  сахал мар килет, кăмăлтан палăтать музей йӗркелӳçи тата никам хушмасăр-хистемесӗрех Поэзи уявне пуçарса янă, тăххăрмӗш теçетке пуçтаракан шурсухал, чăваш халăх академикӗ тата ытти чылай хисеп-ята тивӗçнӗ Анатолий Меркурьевич Малышев. Уяв йышлăран та йышлă халăха пухни пире, тăхăрьялсенекăна мар, пурне те пысăк хавхалану кӳрет. Малтан унта, тӗпрен илсен, кӳршӗ ялсенче пурăнакансем пухăнатчӗç пулсан, халӗ районти çыравçăсемпе вӗсен тусӗсем кăна мар, юнашар республикăсемпе облаçсен элчисем те кăмăлтан килеççӗ.

Чăннипе илсен, уяв сăвă çырма тата итлеме-вулама юратакансен регионсен хушшинчи ырă тӗлпулăвне çаврăнса пырать. Унта чăвашсемпе пӗрлех тӗрлӗ наци тумне тăхăннисем, тӗрлӗ чӗлхепе калаçакансем туслăн шăкăлтатса-кулса, пӗр-пӗринпе кăмăлтан хутшăнни пӗр вăхăт самаях сӗврӗлнӗ туслăха çӗнӗ пусмана çӗклесе, тăванлăх туйăмне тарăнлатма хистет. Хăнасем пӗр-пӗринпе çывăхланнăçемӗн ялпа ял, районсемпе хуласем хушшинчи çул хăвăрт такăрланнăн туйăнать. Юлашки тапхăрта, пандемие е ытти сăлтавсене пула сисӗнмеллех сайралнă хутшăнусем кăштах сӗвӗрӗлнӗрен, пӗрлӗх туйăмӗ хăйех халăха туслăхпа пӗр шухăшлăх патне туртăнма хистет.

Акă, Наил Ибрагимов, çитмӗл çул урлă каçнă пулсан та, Пӳркелне Теччӗ районӗнчи Пăхăрçă ялӗнчен килсе çитнӗскер, хăй мӗн çырнине вуланипе пӗрлех, Поэзи уявне малашне те хутшăнма хатӗрри çинчен çирӗппӗн пӗлтерет. Омск хулинче çуралса ӳснӗ Мария Хайбулкина, каярах Ульяновскра ачасене вӗрентнӗскер, халӗ Чăваш  Саркамăшӗнче пурăнать. Вăл темиçе çултанпа ӗнтӗ хăйӗн творчествипе тăхăрьялсене кăмăлтан паллаштарать. Тăхăр теçетке пуçтаракан Мария Геогриевна пӗлтӗр Тутарстан 100 çул тултарнине халаланă автор вулавӗ енӗпе иртнӗ «Балкыш – Сияние» фестивале хутшăнни, унта «Александр Матросов» сăвввипе лауреат ятне тивӗçни çинчен пӗлтерни пурне те савăнтарать.

Борис Иванович Чебаков, Ульяновск облаçӗнчи Кунтикав ялӗнчен фронта кайнăскер, 1941-1945 çулсенче тăшмана хирӗç хăюллăн çапăçса паттăрлăх кăтартнă. Вăл, вун-вун хулапа яла, Кавказри тата Хӗвеланăçӗнчи хамăр республкăсене ирӗке кăларнă çӗре хутшăнса нумай-нумай наградăна тивӗçнӗ, 1945 çулта Мускавра иртнӗ Çӗнтерӳ парадне хутшăннă. Вăрçă хыççăн тӗрлӗ çӗрте яваплă вырăнсенче ӗçленӗ фронтовикăн çапăçу хирӗнчех, тепӗр чухне окопрах çырнă сăввисен тетрачӗсем сыхланса юлнă. Вӗсенчен хăшне-пӗрне хӗрӗ Лидия Борисовна Гимадеева куççуль витӗр вулани итлекенсен чӗринче пысăк хумхану çуратрӗ. Сăвăсенчи çирӗп чӗнӳллӗ йӗркесем юлашки çулсенче тӗрлӗ çӗрте фашизм вăй илме пуçланине хирӗç çивӗч кӗрешӳ илсе пыма хистеççӗ.

Теччӗ районӗнчи Чакăлтăмра ӗçлекен тата пурăнакан Лида Михайлова хăй поэт та, юрăç та пулнине шанчăклăн çирӗплетрӗ. Вăл ăшă тӗлпулу пуçламăшӗнче те, ытти вăхăтра та мăшăрӗпе пӗрле «Пилеш» ансамбльте юрлани тата тарăн шухăшлă, янăравлă концерта ертсе пыни пурне те хавхалантарчӗ.

Чăваш наци конгресӗн районти автономи президиумӗн членӗ Анна Никонорова кирек мӗнле мероприятире те пысăк пуçарулăх кăтартать. Хальхинче ăста поэт-юрăç тата йӗркелӳçӗ уяв «сцени» (вăл уçă вырăнта иртрӗ те-ха) çине хăйӗн икӗ йăмăкӗпе тухрӗ. Пур енчен те килӗшӳллӗ трио хăйсемех сăвăланă-кӗвӗленӗ юрă таврана ирӗклӗн сарăлнă май, пурне те саккăрмӗш теçетке пуçтаракан Аслă Çӗнтерӗве çирӗппӗн упрама, миршӗн пыракан кӗрешӗве куллен вăйлатса пыма хистевлӗн янăрарӗ. «Туслăхпа тăванлăх çулӗ çултан-çул такăрлантăр!» текен ырă шухăх кӗрсе вырнаçрӗ кашнин чӗрине.

Çапах та... Уяв программине темле тӗплӗн хатӗрленсен те, йӗркелекенсенчен килмен пӗчӗк сăлтăксем те пулин тупăнаççех. Сивӗшывра пурăнакан Дине Камалетдинова, икӗ кӗнеке авторӗ, çуллен тенӗ пекех йышлă тусӗсене хăйӗн çӗнӗ кӗнекине парнелетчӗ. Хальхинче унăн сăввисене ялти библиотекарь Гульнара Гимадиева, чăвашла куçарса пичетленине Анатолий Тимофеев вуласанах халăх кану мӗнне пӗлмен сăвăçăн сывлăхӗ сисӗнмеллех хавшанине ăнланчӗ. Йӗркелӳçӗсене «Тӗлпулăва пыма тăрăшатăп» тесе шантарнă «вăрçă ачи» – Чăваш Киштекӗнчи Зоя Кильдюшева килейменни те кăштах шухăша ячӗ. Çав самантрах...  Поэзи уявӗсем пуçланнă 2000-мӗш çулсен вӗçӗнченпе кăна вунна яхăн пултаруллă çыравçă, пӗлтӗр çеç Николай Дворовпа Анатолий Ырьят поэтсем пурнăçран уйрăлни çинчен пӗлтерни куç умне тухрӗ. Апла пулин те йывăр хуйхăпа пăлхану часах чăтăмлăхпа, пӗр-пӗрне кăмăлтан çирӗп тӗрев парас тӗллевпе малашне те алла-аллăн тытăнса, тухăçлă ӗçлес ӗмӗт патне куçрӗ.

 

Пӗри ӳксен, тепри çулăмланать

Çапла çырнă Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай чунри тăвăлу тата çирӗплӗх пурне те паттăрлăхпа лайăхлăх патне йыхравланине пусăмлăн палăртса. Тăхăрьялсем, тӗнчипе сумлă çыравçă сăмахӗсене чун-чӗрепе туйса пурнăçлаканскерсем, çакна ялан асра тытаççӗ. Аслă Çӗнтерӳ кунӗсем çулсерен ылмашăннă чухне кăна мар, ЯЛАНАХ! Вӗсем, политикăна та, пурнăç аталанăвӗнчи «вак-тӗвексем» таранах, тӗрӗс ăнланнăран малашлăх ăçталла сулăннине лайăх чухлаççӗ. Шăпах çавна пула пурнăçра хăй вырăнне тӗрӗс туякан кашни çын ырăлăх пухмачне хăйӗн тӳпине хывать.  

 Акă, тинтерех кăна сакăр теçете тултарнă, ӗмӗрӗпе тенӗн çамрăк ăрăва вӗрентнӗ тата ăс-тăн панă педагог, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ вӗрентӳ ӗçченӗ Николай Зимин йышри кашни çухатăва чӗри витӗр кăларать. Вӗсен ячӗпе сăвăсем те, проза та шăрçалать. «Çулсем иртсен, тен, ху та эсӗ чечек пулса шăтан кал-кал», тет вăл компьютер умӗнче ларнă çӗрте тенӗ пекех яланлăхах куçне хупнă Николай Дворов пирки хытă кулянса. «Вăл вилнине паян кун та ӗненес килмест» çирӗплетет Уяв ертӳçи тата «Тăхăрьял» альманахшăн яваплă Елена Хлынова.

Шăпах çак туртăм, пӗр-пӗрне хаклани тата хӳтӗлени, вăй парса тăрать Тăхăрьял тата ун таврашӗнчи пурăнакан чăвашсене те, ытти наци çыннисене те. Çавна май çӗнӗ çыравçăсем çуралаççӗ-ӳсеççӗ, аслă ăрурисен творчествине аталантарса пыма тăрăшаççӗ. Вăрçă хирӗнче ӳксе вилнӗ салтак пăшалне алла тытса тепри хаяр çапăçăва кӗнӗ евӗрех туйăнать çакă. Николай Дворовăн калемне алла илсе е, унăн компмьютерӗ умне ларса сăвă çыракан ачи Владимир шăпах çакна çирӗлетет.

Пӗтӗм уявсен хуçин тата пурне те куракан-туякан Анатолий Меркурьевичăн ывăлӗ Константин пирки калама та кирлӗ мар. Вăл ашшӗ тивлечӗпе, унăн хавалӗпе педагогика университетӗнчен вӗренсе тухрӗ, ачасене вӗрентес ӗç вăрттăнлăхсене алла илнипе пӗрлех журналистикăна вирхӗнсе кӗчӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ таран çӗкленсе, 15 çул ытла редакци коллективне ăнăçлă ертсе пычӗ. Халӗ вара, хаçата нумай çырнипе пӗрлех, сăвăçă, историк тата этнограф лавне туртать. Уявра вăрçăран таврăнман аслашшӗне халалланă сăввине вырăсла та, чăвашла та вуласа хăйӗн ăсталăхне кăтартрӗ! Чăннипех те тӳсӗмлӗ тата хăватлă, куллен çӗнелсе, вăй илсе пыракан талантсем тата пуласлăха витӗр куракансем пур Тăхăрьялта!

 Кунта маларах асăннă ăс-тăн тата педагогика ӗçченӗ, чăн-чăн сăвăç тата тишкерӳçӗ Николай Зимин сăмахӗсем хăлхана кӗреççӗ. «Çамрăк куçем çивӗчрех кураççӗ, ваттисем тарăнрах...» тет вăл паянхи яшсемпе хӗрсем пирки сăмах тапратсан. Анчах... Чылайăшӗ, поэзии, творчество ӗçӗ патне туртăнать пулсан та, сăвви-калавӗсемпе литература уйне ура ярса пусма вăтанать иккен. Валентин Урташ пек хăюллă пулмалла тесе калас килет вӗсене. Хăш-пӗрисем ун пирки «Вăл алăкран кăларса ярсан, чӳречерен кӗретчӗ» тенине унăн биографӗ Василий Цыфаркин та хирӗçлемест. «Унăн хăюлăхӗпе виçесӗр таланчӗ пӗр-пӗринпе çирӗп çыхăннă! тет çеç. Апла пулсан, мӗншӗн-ха сирӗн тата пирӗн, вăхăтлăха та пулин компьютер-планшет ăшӗнчен тухса, пурнăç çине хамăрăн витӗр куçпа, тишкерӳллӗ ӗç-пуçпа тата анне-атте панă ăс-тăнпа тишкерме хăнăхмалла мар?

Тем каласан та, пирӗн çине «ЧИП»сем лартса яман вӗт. Аслă ăрусем пысăк-пысăк шутлавсене, пурнăçри йӗркесене пуçрах шутласа кăларнă пулсан, пирӗн атте-анне чӗлхипе лайăх çырма та, вулама та пӗлмелле мар-и? Шăпах çак «ухмахла ыйту» тавра та калаçу çуратать Тăхăрьял енсен сăвă уявӗ. Мария Вериялова Николай Зиминăн «Калас чух калаймарăм...» сăввине вуланă чухне те çав ыйтăвах пăталарӗ пуçа. Дмитрийпе Люба Савельевсен (Чăваш Пимӗрсел), Арианна Нафигова (Кивӗ Пăрăнтăк) çамрăксен сăввисене вулатăн та шухăша путатăн: «Паян эпир чӗлхене упрасси пирки нумай калаçатпăр пулсан та, ӗçне сахалтарах тăватпăр.. Пирӗншӗн ыттисем тăрăшасса кӗтнӗ пекрех.

Çакă Поэзи уявне хутшăнакан тутарсемпе вырăссенчен ытларах чăваша пырса тивет. Вӗсенчен чылайăшӗ ялтан хулана кайсан темиçе уйăхран-çултанах ашшӗ-амăшӗпе те хăйсен чӗлхипе калаçма чарăнаççӗ. Уявра вырăс классикӗсем çырнисене чăн-чăн вырăсла, чăваш поэчӗсемпе писателӗсенне чăн чăвашла вуланине итлетӗн те, чуна çăмăллăх, ырă варкăш пырса кӗрет. Ульяна Малышева, Карина Петрова, Марина Вериялова пек хăй тӗллӗн сăвă-калав хайлама çыру сӗтелӗ хушшине ларакансем е Татьяна Никоноровапа Иван Игнатьев, хăйне нихçан та хӗрхенмен Евгений Афанасьев таврапӗлӳçӗ пек хавхаллисем алла ручка тытни е компьютерпа халăх валли çырма тытăнни  Тăхăрьял çав-çавах ЧĂВАШЛĂХĂН ЧĂН УТРАВ, ыттисемшӗн ЧĂВАШЛĂХ  ТӖСЛӖХӖ пулса юласса шанăç парать.

Йышлă халăхпа пӗрле савăннă, чаплă уява пысăк хак панă хăнасем те Пăва район музейӗн директорӗ Люция Ахметзянова, районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин, Чăваш художникӗсен канашӗн членӗ Александр Алексеев, Юркка Иванӗн тăванӗн ачи Сергей Юркин тата ытти сумлă хăнасем çуллен иртекен  Поэзи кунӗ тата  «Тăхăрьял» альманахăн çӗнӗ кăларăмӗн хăтлавӗ  чăвашлăха упрас тата аталантарас  енӗпе тепӗр çирӗп утăм тунине палăртрӗç.

 

Анатолий ТИМОФЕЕВ, Тăхăрьялти Раккасси ялӗн хисеплӗ çынни, Чăваш Республика культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев