Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи концерта пурте хутшăнаççӗ

Пӑвари Халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче районти чӑвашсем Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетрӗҫ.

Унта Пӑвара йӗркеленнӗ ҫӗнӗ "Туслӑх" фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Наталья Ракова), Мария Самытина ертсе пыракан трио, Туслӑх Ҫуртӗнче ӗҫлекен хӗрарӑмсен дуэчӗ, альшихсен, таккаварсен дуэчӗсем, уйрӑм юрлакансем хутшӑнчӗҫ. Хусантан Светлана Садыкова ертсе пыракан "Салам" фольклор ансамблӗ килсе ҫитрӗ. 

Курма килнӗ ҫынсен шучӗ нумаях марччӗ пулин те Туслӑх Ҫуртӗнчи залра питӗ ӑшӑччӗ. Кун пек температура Пӑвари залсем пурте кӑтартаймаҫҫӗ. Куракансем сахалтарах пулнин тепӗр сӑлтавӗ те пур - пӗтӗмлетӳ вӑхӑчӗ меллех марччӗ ӗҫ кунӗ, 15.00. 

Апла пулин те пухӑннӑ ҫынсен кӑмӑлне ку пӑсаймарӗ. 

Сцена ҫинчен пурте палланӑ юрӑсем те, ҫӗннисем те янӑрарӗҫ, ташламаллисем те, хурлӑхлисем те. "Туслӑх" ансамбль Хӗллехи Микула уявне ялта еплерех уявланине кӑтартса пани, "Саламӑн" а-капеллисем, Виктория Николаева ертсе пыракан дуэт Фарида Файзуллина репертуарӗнчи юрра шӑрантарни, ҫамрӑк хӗрсем ташла-ташла юрланисем концерта курма килнисен асӗсенче юласса шанас килет. Нина Албутова чăвашла ытарлă сăвă вулса пани те мӗне тăрать! Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне пӑвасем чӑвашла, тутарла, осетинла юрласа ӑсатрӗҫ.

ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев Пӳркелӗнчи "Ритм" ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫине Людмила Хлыновӑна автономи ертӳҫин Дмитрий Самаренкинӑн ятӗнчен чӑваш ачисен концерт костюмӗсене парнелерӗ. Палӑртса хӑвармалла, юлашки виҫӗ ҫул хушшинче республикӑри чӑваш фольклор ансамблӗсем валли ТР ЧНКА Канашӗ 2500 ытла комплект костюмсем илсе панӑ. Кун пекки историре халиччен пулман. Акă нумай конкурс-фестивальтен çӗнтерӳçӗ тата призер пулса таврăнакан Пăва районӗнчи ачасен «Ритм» ташă ушкăнӗ те çӗнӗ фольклор костюмӗсемлӗ пулса тăчӗ.

Пăва районӗнче халăхсен культурисем япăх аталаннă тесе калама çук. Район администрацийӗ кун валли условисем туса парать. Кăçал акă райцентрта Туслăх Çурчӗ уçăлчӗ. Унта чăвашсемпе ӗçлекен методист пур. Пăва районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин та çакна палăртрӗ. Вăл пӗтӗмлетӳ концертӗнче палăрнă юрăçсене Хисеп хучӗсем тата асăнмалăх парнесем пачӗ.

Çак концерта районти ытти фольклор ушкăнӗсем тата «Уяв» ансамбль те хутшăннă пулсан, вăл тата та илемлӗрех пулатчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев