Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен кăтартăвӗсемпе Тутарстан Раççей регионӗсен хушшинче тăваттăмӗш вырăн йышăннă
Кăçал шкул пӗтернисемшӗн чи яваплă тапхăр — патшалăхăн пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ, урăхла каласан экзаменсем парасси, хыçра юлчӗ. Пӗтӗмлетӳсем кăна мар кам ăçта вӗренме кӗни те паллă ӗнтӗ ку вăхăта. Кăçал Тутарстанра экзаменсене 100 баллăх паракансен шучӗ ӳснӗ, пурӗ вӗсем 366-ăн.
Кăçал шкул пӗтернисемшӗн чи яваплă тапхăр — патшалăхăн пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ, урăхла каласан экзаменсем парасси, хыçра юлчӗ. Пӗтӗмлетӳсем кăна мар кам ăçта вӗренме кӗни те паллă ӗнтӗ ку вăхăта. Паллă ӗнтӗ, 11-мӗш классем ППЭ, 9-мӗшне пӗтернисем ТПЭ параççӗ. РФ Президенчӗ В. В. Путинăн хушăвӗпе кăçал экзаменсем парас йӗркене çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Сăмах пӗр-пӗр предметпа кăтартăва лайăхлатас тӗллевпе экзамена тепӗр хут тытма май пани тата лайăх паллăсемлӗ II степеньлӗ аттестатпа кӗмӗл медале кӗртни пирки.
Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтерчӗ.
Министр сăмахӗпе, регионри информаци системинче кăçал 15 842 вӗренекен регистрациленнӗ. Çав шутран 14 609-шӗ кăçал вӗренсе тухнисем, 1 071-шӗ — ытти çулсенчисем, 150-шӗ çӗнӗ территорисенчен килнисем тата пӗр ют çӗршыв çынни.
2024 çулта иртнӗ çулсенче вӗренсе тухнисене экзаменсене срокчен маларах партарас вырăнне тӗп тапхăрăн резерв кунӗсенче (июнӗн 13 — 21-мӗшӗсенче) партарни тепӗр çӗнӗлӗх.
Пӗрлехи патшалăх экзаменӗн сентябрьти тапхăрӗ пур. Ку вăхăтра тӗп предметсемпе — математикăпа тата вырăс чӗлхипе экзаменсене минималлă балран иртеймесӗр аттестатсăр юлнисем тата экзаменсене чирленине пула парайманнисем тытаççӗ.
Математикăн профильлӗ шайне суйласси ӳснӗ
Министр палăртнă тăрăх, кăçал профильлӗ математикăна паракансен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,3 процента ӳснӗ. Пӗлтӗр вӗренсе пӗтернисенчен 49,4 проценчӗ математикăн профильлӗ шайне суйланă пулсан, кăçал 50,7 проценчӗ. Хими предметне суйлакансем те палăрмаллах ӳснӗ, пӗлтӗр кăтарту 12,3 процентпа танлашнă пулсан, кăçал 13,5 процент. Чакнисен шутӗнче обществознани предмечӗ — 2,3 процента. Пулнă — 38,7, юлнă 36,4 процент.
«Кăçал эпир естествăлла наука предмечӗсемпе çыхăннă предметсене суйлассине чакарма памарăмăр. Ку питӗ лайăх çитӗнӳ. Республикăра инженерипе техника вӗрентӗвне аталантарасси питӗ те актуаллă. Ку паллах, абитуриентсене химипе, биологипе, физикăпа, информатикăпа лайăх кăтартусем тума хистет. Кашни район вырăнти экономикăна, машиностроени, нефтьпе газ, хими комплексӗсен сферисене аталантарма кирлӗ çӳллӗ квалификациллӗ кадрсен кирлӗлӗхне тӗрӗс палăртмалла. Çакăн пек задача лартнă пирӗн ума ТР Раисӗ», — терӗ Ильсур Хадиуллин.
Министр сăмахӗпе, патшалăхăн пӗтӗмлетӳ аттестацийӗн кăтартăвӗсем Раççейри шайра, анчах хăш-пӗр предметпа вăтам балсем çӗршывринчен пысăкрах — акăлчан чӗлхипе, литературăпа. Географипе, историпе тата биологипе вăтам балсем сахалрах. Темшӗн вырăс чӗлхипе кăтарту самаях чакнă, пӗлтӗрхи 72,03 балран 67,31-е анса ларнă. Математикăпа вара ӳснӗ — 64,05 балран 71,24-а. Физикăна та лайăхрах пама пуçланă, кăтарту 9,52-е ӳссе вăтам балл 68,44-па танлашнă. Республика шайӗнче кăçал кăтартусем вырăс чӗлхипе, обществознанипе тата информатикăпа япăхланнă. Сăмахран 2023 çулта вăтам балл 72,03 пулнă-тăк, кăçал пурӗ те 67,3 балл. Раççейри вăтам кăтартуран ку çапах та 3 балл нумайрах. Анчах ку лăпланса лармалли сăлтав мар.
Лидерсемпе аутсайдерсем
Районсемпе пăхсан вырăс чӗлхин кăтартăвӗсемпе чи лайăххисен шутӗнче Пӗкӗлме, Элмет, Тури Услон, Актаныш, Хусанти Вахитов, Саба, Аксу, Кукмор районӗсем, Çырчалли хули. Кайрисен шутӗнче — Çӗнӗ Шуçăм, Çӗпрел, Спас, Хусанти Киров, Элкел районӗсем.
Профильлӗ математикăпа лидерсен шутӗнче Тури Услон, Тюлячи, Актаныш, Атня, Саба, Балтаси, Ешӗлвар, Çарăмсан, Хусанти Вахитов, Пӗкӗлме районӗсем. Элкел, Хусанти Авиастроительсен, Мӗслӗм, Киров Агрыз районӗсем пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăтартусене лайăхлатнă. А вăт Тукай, Сарман, Теччӗ, Элкел, Камско-Устьински районӗсен аутсайдерсен шутӗнчен тухас тесен тăрăшма тивет. Каласа хăварас пулать, Тутарстанра профильлӗ математикăн вăтам балӗ 71,2 балл, ку Раççейри вăтам кăтартуран 9 балл ытларах. Ку енӗпе республика шкулӗсем хăйсен кăтартăвне самай ӳстернӗ, пӗлтӗр вăтам балл 64,05 балпа танлашнă.
Шкул пӗтернисен кăтартăвӗсемпе туллинрех паллаштарас тӗллевпе естествăлла наука предмечӗсемпе экзамен мӗнле тытнине те илсе кăтартар. Тӗслӗхе физика предметне илер. Кунта малтисен ретӗнче Актаныш, Тюлячи, Çӗнӗ Шуçăм, Тури Услон, Хусанти Вахитов, Елабуга, Хусанти Çӗнӗ Савинов, Элмет, Лайăш районӗсем, Çырчалли хули. Вăтам кăтартусемпе Агрыз, Заинск, Ютаза, Пăва, Арск пыраççӗ. Юлса пыраканнисен шутӗнче Хусанти Киров, Менделеевск, Кайпăç, Теччӗ, Камско-Устьински районӗсем. Вăтам балл Тутарстанӗпе — 68,4, Раççейри кăтартуран 5 балл ытларах.
Халӗ çамрăксене ытларах ИТ-профессисем илӗртеççӗ. Ку енӗпе аслă шкула кӗрес тесен информатика предметне памалла. Мӗнлерех-ха кунти кăтартусем? Лидерсен шутӗнче Мӗслӗм, Тури Услон, Саба, Пӗкӗлме, Хусанти Вахитов, Çарăмсан, Балтаси, Ешӗлвар, Пӗтреç, Атня районӗсем. Спас, Нуралт, Мензеле, Павлă, Тукай районӗсем хăйсен кăтартăвӗсене самай лайăхлатнă. Юлса пыраканнисем Çӗнӗ Шуçăм, Алексеевски, Рыбно-Слободски, Лайăш, Элкел районӗсем. Информатикăпа вăтам балл республикăра 62,3 балпа танлашнă, Раççейринчен 7,5 балл ытларах.
Чи лайăх кăтартусем Тутарстан шкулӗсем вырăс литературипе тунă. Вăтам балл 77,9 балл, Раççейри кăтартуран 17 балл нумайрах. Апла пулсан ачасем вулаççӗ, экзамена лайăх хатӗрленеççӗ.
Чи йышлă суйланă предметсен шутӗнче — обществознани. Кăçал Тутарстан ачисен вăтам кăтартăвӗ 60,35 балл, Раççейри вăтам кăтартуран 5 балл ытларах. Ку енӗпе Балтаси, Менделеевск, Атня, Элмет, Актаныш, Тюлячи, Апас, Саба, Сарман, Мӗслӗм районӗсем малта. Вăтам кăтартусемпе Заинск, Тури Услон, Çӗпрел, Хусанти Авиастроительсен, Хусанти Приволжски районӗсем палăрнă. Чистай, Мамадыш, Çарăмсан, Хусанти Киров, Çӗнӗ Шуçăм районӗсем — аутсайдерсем.
«Çак пӗтӗмлетӳсене туса эпир муниципаллă йӗркеленӳсен рейтингне тумастпăр. Вӗсен кашнин харпăр условисем, харпăр çитӗнӳсем», — терӗ министр.
Çӗнӗрен панă
Çӳлерех çырнăччӗ ӗнтӗ, кăçал экзамен паллипе килӗшменнисен аппеляци çырса пӗр предметпа ăна тепӗр хут пама пултарнă. Экзаменсене вӗсем июлӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче панă. Ун пеккисем республикăра 1832-ӗн пуçтарăннă. Чăнах та физика предмечӗсӗр пуçне иккӗмӗш хут вӗсем пурте экзаменсене лайăхрах тытнă. Математикăпа, сăмахран, вӗсен пӗтӗмӗшле балӗ 69,95 балпа танлашнă пулсан, иккӗмӗш хутӗнче 71,24 баллăх тытнă. Историпе самай лайăхлатнă — 60,47 балран 62,18 бала çитерме пултарнă. Вӗренме кӗнӗ чух ку балсем ытлашши мар, унта кашни шутра. 5 выпускник хăйсен кăтартăвӗсене профильлӗ математикăпа, литературăпа 100 балл таранах çитернӗ. Раççейӗпе ку цифра 122 танлашнă. Апла пулсан кӗртнӗ çӗнӗлӗхӗн усси пысăк.
Шел те, экзамен парайманнисем те пур. Вырăс чӗлхипе республикипе 32-ӗн, профильлӗ математикăпа 174-ăн, никӗс математикипе 166-ăн минималлă каçăмран иртеймен. Çак шутран 319-шӗ хушма тапхăрта тепӗр хут экзамен тытса ăна ăнăçлă панă. Сентябрь уйăхӗнче тепӗр 53-шӗ виççӗмӗш хут шăпана тӗрӗслӗ. Сăмах Элмет, Азнакай, Пӗкӗлме, Çӳлту, Елабуга, Менделеевск, Анат Кама, Сарман, Тукай районӗсен тата Хусанпа Çырчалли ачисем пирки.
100 балл пухнисене укçа панă
Кăçал Тутарстанра экзаменсене 100 баллăх паракансен шучӗ ӳснӗ, пурӗ вӗсем 366-ăн. Çак шутран 324-шӗ кăçал вӗренсе тухнисем, вӗсенчен хăш-пӗри кашни предметпа 100 балл таран пуçтарсан пӗтӗмпе 348 экзамена 100 баллăх тытнă. 18-шӗ ытти çулсенче вӗренсе тухнисем. Хусан, Çырчалли хулисен, Анат Кама, Ешӗлвар, Пӗкӗлме, Лениногорск, Чистай районӗсен шкулӗсем чăннипе хăйсен выпускникӗсемпе мухтанма пултараççӗ.
Сăмах май, ТР Раисӗ Р. Минниханов Патшалăх Канашне Чӗнсе каланинче 100 баллăх экзамен тытма пултаракансене Тукай, Пăва, Лайăш, Менделеевск, Ютаза районӗсенче хатӗрлеменнине, лару-тăрăва лайăхлатмаллине асăрхаттарса хăварнăччӗ. Пăвапа Ютазара лару-тăрăва тӳрлетнӗ.
Республикипе те чи пултаруллисемпе маттуррисен шутне вара икӗ вӗренекен кӗнӗ. Анастасия Князевапа (Элметри 20№ шкул) Полина Романенко (Хусанти Вахитов районӗнчи 18№ шкул) экзаменсене 300 баллăх панă. Анастасия вырăс чӗлхипе, литературăпа тата акăлчан чӗлхипе, Полина вырăс чӗлхипе, литературăпа тата историпе. Математикăна та шута илсен Полина экзаменсене 398 баллăх панă.
Икӗ предметпа 100-шер баллăх парса 200 баллисем те сахал мар. Вӗсем пурӗ 20-ӗн. Хусанти КНИТУ-КАИ çумӗнчи лицей, Суворов училищи, Н. И. Лобачевски ячӗллӗ лицей, Элметри лицей, Чистай, Элмет, Анат Кама, Пӗкӗлме, Çырчалли, Актаныш, Кукмор, Мензеле, Ютаза районӗсен шкулӗсем хăйсен вӗренекенӗсемпе тивӗçлипе мухтанма пултараççӗ.
10 е ытларах та 100 баллăх паракансене хатӗрленисен хушшинче Çырчаллинчи 26№ гимнази, Анат Камăри 35№ лицей, Çырчаллинчи А. С. Пушкин ячӗллӗ 78№ лицей, ХФУн Н. И. Лобачевский ячӗллӗ лицей тата ХФУ IT-лицейӗ.
ППЭ-не максималлă пысăк балпа панисене ТР Вӗрентӳпе наука министерстви укçан преми парса хавхалантарать. Кăтартăва кура вăл 15, 25, 35 пин тенкӗпе танлашать. 100 баллисене хатӗрленӗ вӗрентекенсене те преми панă.
Пӗтӗмлетсе каласан, Тутарстан пӗрлехи патшалăх экзаменсен кăтартăвӗсемпе Раççей регионӗсен хушшинче тăваттăмӗш вырăн йышăннă. Питӗ лайăх кăтарту ку. Министр сăмахӗпе, 100 баллисенчен 175-шӗ хамăр республикăри аслă шкулсене кӗме тунă, 118-шӗ Мускава, 32-шӗ Санкт-Петербурга. Суйласа илнӗ хуласен шутӗнче Екатеринбург, Ижевск, Чулхула, Шупашкар, Йошкар-Ола, Самара та пур.
Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ тăрăх, суйласа илнӗ вӗренӳ енӗсен шутӗнче лидерсем — филологипе информаци технологийӗсем.
Шкула ылтăн медальпе пӗтернисем Тутарстанра пурӗ 1785-ӗн, ку вӗренсе тухнисен 12,3 проценчӗ. «Вӗренӳри уйрăм çитӗнӳсемшӗн» медале 1433 ача, «Пиллӗклӗх» аттестата 3218 выпускник тивӗçнӗ. Лайăх вӗренсе пынисенчен, экзаменсене кирлӗ чухлӗ балпа парайманшăн, 116-шӗ медальсӗр юлнă. Пӗлтӗр вӗсем нумайрах та пулнă — 208-ăн.
Тăван чӗлхене суйлаççӗ
Министр палăртнă тăрăх, çулран çул тăван чӗлхепе экзамен тытакансен шучӗ ӳсет. Ку паллах савăнтарать. Сăмахран, кăçал чăваш чӗлхине 139 вӗренекен суйланă. Иртнӗ çулта 99-ăн, виçӗм çул 70-ӗн пулнă. Çак статистика тăван чӗлхе статусӗ ачасен хушшинче ӳснине кăтартать. Анчах ку проблема çуккине пӗлтермест. Нумай районта чăваш шкулӗсем хупăнаççӗ, ачасем сахаллипе, вӗрентекенсем çуккипе те. Акă нумай пулмасть кăна Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчен пăлхануллă хыпар çитрӗ — шкула хупасси пирки. Унта паяна 30 ытла ача вӗренет. Вырăнти вӗрентӳ уйрăмӗпе шкул администрацийӗ шкула хупма йышăннă, ачасене вара 19 ача вӗренекен вырăс шкулне илсе çӳреме йышăннă. Паллах, эпир çийӗнчех ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн уйрăмне шăнкăравларăмăр. Вӗсем хутшăннипе ку йăнăш утăма тума паман. Шкула хăварнă. Хальлӗхе. Анчах чăваш чӗлхине вӗрентекен пулмасан вăл наци статусне çухатма пултарать-çке. Министр та çакăн пирки каласа хăварчӗ.
«Шел те, вӗренӳри тӗрлӗ сăлтава пула ялсенчи наци шкулӗсем е хупăнаççӗ, е статусне çухатаççӗ. Вăтам шкултан тӗп шкула, тӗп шкултан пуçламăш шкула юлаççӗ. Ятарласа вӗсене никам та хупмасть. Иртнӗ çултипе танлаштарсан чăваш чӗлхине ытларах ача суйланă. Ку питӗ аван, шанăç паракан кăтарту. Тӗп çитменлӗх — шкул администрацийӗ, ашшӗ-амăшсем, вӗрентекенсем, эпир, министерство, пӗрле ӗçлесе çитерейменни. Чăваш чӗлхине упраса хăварас тесен пирӗн вӗсене кадрсемпе тивӗçтермелле. Тӗллевлӗ вӗрентме яма та хатӗр эпир. Анчах тăван чӗлхепе, чăвашсене кăна мар ку пырса тивет, кашни халăха, специализаци илес текенсем сахал. Атьăр пӗрле ӗçлер ку енӗпе, çав шутра хаçатпа та», — терӗ Ильсур Хадиуллин.
Ирина ТРИФОНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев