Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПРОЕКТ ПУЛĂШНИПЕ – ТАРĂН ПӖЛӲ

Сӗнчел шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Михайлова ачасенче мӗн пӗчӗкрен ыррине аталантарма тăрăшать

Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнчи Н.Т.Савруков академик ячӗллӗ вăтам шкула Алексей Владимирович Калуков ертсе пырать. Унта пысăк опыт пухнă пултаруллă вӗрентекенсем ӗçлеççӗ. Сăмахран, Ольга Иосифовна Михайлова, пуçламăш классен вӗрентекенӗ, ку вӗрентӳ учрежденийӗнче чӗрӗк ӗмӗр ытла тăрăшать.

 

1922-1923 вӗренӳ çулӗ валли вăл «Халăх культурипе йăлисем» проект  хатӗрленӗ. Ку ӗçре хăй вӗрентекен 4-мӗш класс ачисене вырăнти халăх культурипе, тӗрлӗ уявсемпе, çирӗпленнӗ йăласемпе паллаштарассине тата çак пархатарлă ӗçе ашшӗ-амăшӗсене явăçтарассине тӗпе хунă. Ачасемпе музейсемпе библиотекăсене, ялти Культура çуртне экскурсисем йӗркелесе ирттерме, халăх сăмахлăхӗпе, йăли-йӗркисемпе усă курса тӗрлӗ мероприятисене хутшăнма, чӗлхе культурине аталантарма, эстетикăлла воспитани парас ӗçе анлăн илсе пыма палăртнă. Ку пысăк пӗлтерӗшлӗ проекта пурнăçлани ӳссе пыракан ачасене пӗлӳ патне туртăнма, тăван чӗлхепе кăсăкланма, литературипе, историйӗпе, кӗввисемпе, юррисемпе, ӳкерчӗк искусствипе тӗплӗнрех паллашса класс тулашӗнчи ӗçӗсенче усă курма вӗрентет, çуралнă çӗршыва юратас, çирӗпленнӗ йăласене, вырăнти халăх культурине хисеплес туйăмсене аталантарать, шкулпа çемье хушшинчи çыхăнусене çирӗплетет.

4-мӗш класра ултă ача вӗренет: Ульяна Агапова, Алина Дмитриева, Карина Ильина, Арина Рыбакова, Артём Цветков, Анастасия Янчук. Пуринчен ытла Карина тӗрлӗ конкурссене хастар хутшăннине палăртмалла. Вăл «Мир вокруг нас» республикăри 1–5 классенче вӗренекенсен олимпиадинче призёр, математика марафонӗнче çӗнтерӳçӗ, районти «Вырăс чӗлхи кунӗ» ятлă конкурсра «Чи лайăх сăвă вулакан» номинацире лауреат пулса тăчӗ. Кашни ача çитӗнӳсем тума тăрăшать. Вӗсене тунă çитӗнӳсемшӗн тав хучӗсем, дипломсемпе сертификатсем парса хавхалантараççӗ.

Палăртнă тӗллевсене пурнăçланă май ачасем районти историпе таврапӗлӳ музейӗнче, Сӗнчелӗнчи Культура çуртӗнчи музейре, тăван шкул музейӗнче пулса курчӗç. Унти чăваш халăх пурнăçӗпе çыхăннă пуян экспонатсене кăмăлтан тишкерчӗç. Сӗнчел ялӗн тата шкулӗн историйӗпе çыхăннă пайӗсенчи япаласемпе кăсăкланчӗç. Уйрăмах, шкул историйӗпе интересленчӗç. 

Малтанхи шкул çурчӗсем йывăçран пулнă. 1996 çулта кирпӗчрен çӗнӗ шкул тума тытăннă, анчах та укçа-тенкӗ çитменнипе ӗç чарăнса тăнă, тунă проект кивелнӗ. Çӗнӗ проекта Сӗнчел шкулӗнчен 1956 çулта  вӗренсе тухнă Н.Т.Савруков хăйӗн укçипе илнӗ. Анатолий Константинович Самаренкин, Николай Тарасовичпа пӗрле вăтам пӗлӳ илнӗскер, Тутарстан Республикин Президентӗнчен Минтимер Шарипович Шаймиевран пулăшу ыйтнă. Республика ертӳçи Сӗнчелӗнче çӗнӗ шкул пулать тенӗ, панă сăмахне тытнă. Çӗнӗ шкул 2008 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче уçăлнă. 2011 çулта ăна Николай Тарасович академик ятне панă. 

Ялти тата шкулти библиотекăсенче ачасем Е.В.Еллиев, Н.Т.Савруков, П.А.Захаров çыр­нă кӗнекесемпе паллашрӗç. Кăрлач уйăхӗнче 4-мӗш  класс районта иртекен «Юратнă класс вăрттăнлăхӗсем» конкурса онлайн мелӗпе хутшăнчӗ. Ку мероприятие хатӗрленсе ирттерме Ольга Иосифовна ачасен амăшӗсене – Надежда Ильинана, Юлия Дмит­риевăна, Мария Цветковăна та – хутшăнтарчӗ. Çапла  майпа вунă çынран тăракан ушкăн «Кай, кай Ивана» кӗввипе чăваш ташши ташласа юрларӗç. 

Вӗренекенсемшӗн Ольга Иоси­фов­на хăй те ырă тӗслӗх. Вăл 2003 çулта  И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчен куçăн мар майпа вӗренсе тухнă. Хăйӗн ӗçне тăрăшса пурнăçлать, ачасен ашшӗ-амăшӗсемпе килӗштерсе ӗçлет, класӗпе шкул ирттерекен мероприятисене хутшăнмасăр юлмасть. 2019 тата 2021 çулсенче Аксу райо­нӗнче иртнӗ республика Уявне хастар хутшăнчӗ. 

Кăçал пирӗн республикăра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ. Аксу районӗнче вырăссем, тутарсем тата чăвашсем килӗштерсе пурăнаççӗ, уявсенче те, ӗçре те алла-аллăн тытăнса малалла çирӗппӗн утаççӗ. Тăван чӗлхене упраса хăварса малалла аталантарас ӗçе Сӗнчел шкулӗ те тивӗçлӗ тӳпе хывать. Уйрăмах ку кăçал, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнӗ тапхăрта, пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. Шкулта апрелӗн 25-мӗшӗнче Чăваш чӗлхи кунӗ ирттерме палăртнă. Вăл кун тӗлне Ольга Иосифовна халех хатӗрленме тытăннă та ӗнтӗ. 

 

Аркадий МИХАЙЛОВ.

Аксу районӗ, 

Кивӗ Ӳсел.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев