Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Профилактика сиплеврен аванрах

2,3 миллионран 800 пин çын сывлăхне тӗрӗсленӗ.

Патшалăх медицинин поликлиникисенче çулсерен ирттерекен диспансеризаци скринингне пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хăнăхса пыратпăр курăнать. Çакăн çинчен октябрӗн 11-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире те асăнчӗç. Журналистсемпе тӗлпулăва  ТР Сывлăх сыхлав министерствин Сиплев тата профилактика пулăшăвӗн управленийӗн уйрăм пуçлăхӗ Елена Давидовна Хафизова, медицина наукисен кандидачӗ Люция Исхаковна Фейсханова тата ТР Сывлăх сыхлав министерствин М.Сигал ячӗллӗ Республика онкологи клиника диспансерӗн уйрăм заведующийӗ, Федерацин Атăлçи округӗн Онкологи учрежденийӗсен ассоциацийӗн директорӗ Эдуард Вильданович Нагуманов пынă.

Ковид чирӗ алхаснă вăхăтра диспансеризаци программине пӗр тапхăр чарса тăма тӳр килнӗ, çакăн хыççăн сывлăха тӗрӗслесси çӗнӗрен вăй илет. Спикерсем çак программăна вăя кӗртнине ырлаççӗ. Унăн лайăх енӗсем çинчен каласа пачӗç. Пӗрремӗшӗнчен, тӗрӗслевсем йӳнӗ мар, çакнашкал программа сайра çӗршывра пур. Иккӗмӗшӗнчен, хальхи вăхăтра анлă аталаннă чирсене – сахăр диабечӗ, онкологи, сывлăш çулӗн чирӗсем (ковидпа чирлесе ирттернисен диспансеризацийӗ тарăнрах та), чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене пациент хăй сисиччен маларах тупса палăртаççӗ. Эдуард Вильданович сăмахӗсемпе, диспансеризаци тӗрӗслевӗсене пула рак пуçланас хăрушлăх пуррисене вăхăтра тупса палăртни çын пурнăçне çăлса хăварать, онкологипе чирлемӗ вăл çын. 

Паянхи куна Тутарстанра 800 пин ытла çын диспансеризаци иртнӗ. Планпа 2,3 миллион çынна ирттерме палăртнă. Диспансеризаци тухнисенчен 15 пин ытла çыннăнне юн çаврăмӗн чирӗсене тупса палăртнă. 1903 пациентăн рак чирӗ 2-мӗш стадире, шала кайиччен сиплеме май пур ăна. Спикерсем сывлăхне тӗрӗслеме килӗшменнисем йăнăшнине палăртаççӗ. Паллă ӗнтӗ, сывă çын – вăхăтра профилактика иртекен çын, чирле-чирле сипленекенни мар.

 Республикăри яллă вырăнсене мобильлӗ поликлиникăсем çӳреççӗ. Республикăн кирлӗ оборудовани вырнаçтарнă тăватă машина, тата тепӗр машина туянасси пирки сăмах татнă та ӗнтӗ. Кăçал 24 районти 130 ялта пулнă вӗсем. Диспансеризацин пӗрремӗш тапхăрне кăна мар, иккӗмӗш тапхăрне те иртме пулать унта. Ялта кăна мар, хулара та больницăна, поликлиникăна каясси  черетре тăрассипе хăратать, эпир пӗлетпӗр. Иккӗмӗш тапхăра тухтăр патне çырăнса йышăнăва кӗмелле. Çапла мобильлӗ поликлиникăсем йӗркелени лару-тăрăва самай лайăхлатать. 

Спикерсемпе пӗр шухăшлă пулса диспансеризацие кашни çул иртме чӗнетпӗр вулакансене. Мӗншӗн тесен çыннăн çулне кура тӗрӗслевӗсем тӗрлӗ пулаççӗ. Пӗр çул хăвăр иртменнипе вăл е ку тӗрӗслевсӗр юлтăр-тăк, çитес çулăн программинче вăл пулмасан та пултарать. Тӗслӗхрен, 45 çултисен вар-хырăма ФГДС мелӗпе тӗрӗслеме пулать, анчах çын 46 тултарсан диспансеризаци программипе тума çук çакна. Ятарласа терапевт патне çырăнсан кăна (сăлтавӗ чăннипех пулсан) скрининга иртейӗр. 

С.Камалетдинов («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев