Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Пӗрре курсах...

Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре пурăнакан пилӗк ача амăшӗпе ашшӗ Валентинăпа Константин Андреевсем паян та урампа алла-аллăн тытăнса утаççӗ. Çур ӗмӗр те 5 çул каяллахи пек. Халӗ те пӗр-пӗрне юратаççӗ, кăмăллăн шăкăл-шăкăл калаçса чуна уçаççӗ. Ӗнер пурнăçа кӗртнӗ ӗçсене те, ыран тытăнмаллисене те пӗрле сӳтсе яваççӗ.

— «Шуррине те, хурине те куртăмăр пӗрле», — тесе юрлаççӗ Чăваш наци телевиденийӗпе. Куççуль тухать ку юрра итлесен. Сăмахӗсем чуна пырса тивеççӗ. Пурнăç сăнарланнă кунта. Хамăр çинченех-çке тетпӗр. Кашни çемьерех темӗн те тӗл пулать. Шыв юххипе пӗр май ишни те, хирӗç пырса шыв вăйне парăнтарма хăтланни те. Хамăр шухăш-кăмăлпа эпир телейлине, аваннине çеç курасшăн та вӗт. Лайăххи патне ăнтăлатпăр. Кашни çапла, — тет Валентина Николаевна.
Темиçе çул каялла мăнукӗ юлташӗсемпе пуйăс айне лексе сарăмсăр вилни мăшăр çуначӗсене вăйлах ӗнтсе, хуçса хăварнă. Паян та кукамăшӗпе кукашшӗн куççуль тухать юратнă Владика аса илсен. Яла кăмăлланă, аслисене пулăшма маçтăр пулнă вăл.
 — Костьăпа паллашнă чух эпӗ 19 çулхи хӗрача кăна пулнă-ха. Эпӗ, Пӳркел хӗрӗ, ун чухне фермăра пăрусем пăхатăп. Вӗсем, çӗнӗмертлӗсем, колхозсен ертӳçисем калаçса татăлнă тăрăх ăратлă пăрусем илме килнӗ. Кайран каласа панă тăрăх, Константин Андреев пӗрре курсах мана килӗштернӗ. Вăхăта тăсмасăр тӳрех туй тума шухăшланă. Мана çухатасран хăранă тет. Çав çулах пӗрлешрӗмӗр. Унăн ашшӗ, Алексей Васильевич Андреев, Аслă вăрçă ветеранӗ, орден кавалерӗ, медальсене тивӗçнӗ. Амăшӗ, пăянам, Федосия Тихоновна — 5 ача амăшӗ, «Гигант» колхозăн малта пыракан ӗçченӗ. Пысăк ялтан, Пӳркелӗнчен, качча килнӗ чухне Костя ял клубӗн заведующийӗнче ӗçлетчӗ. Эпӗ тӳрех фермăна вырнаçрăм. Дояркăра та вăй хунă, пăрусем пăхнă çӗрте те. Упăшка та колхоз витине куçрӗ. Ун чухне тиевçӗсем (возчиксем) пурччӗ. Лашапа çӳретчӗ вăл. Ӗçрен хăраман. 1973 çулта çак çурта лартрăмăр. Пăваран хырсем илсе килтӗмӗр. Тракторсемпе турттартăмăр капмарскерсене. Ульяновскра чăвашлăх юхăмӗнче тăрăшакан Алюшка тете (Алексей Васильевич Андреев) Аслă Нагаткинăра чаплă платник тупрӗ пирӗн валли. Ӗç хута кайрӗ вара. Нимелле ӗçлерӗмӗр, — сăмах çăмхине сӳтет Валя аппа.
Валентинăпа Константин Андреевсен çамрăк çемйинче çӗнӗ кайăксем хушăнаççӗ — питӗ илемлӗ йӗкӗреш хӗрачасем çуралаççӗ. Икшер килограмм таякан Маринăпа тата Иринăпа уйăха яхăн ача çуратакан çуртра выртни халӗ те асра. Кӗçех виççӗмӗш ачи — Альбина — çут тӗнчене килет.
 — Пирӗн йышлă, тӗлӗнмелле туслă кил çирӗпленнӗ пуян йӗркесемпе пурăннă. Никӗсре — ватăсене сума суни, вӗсен сăмахӗнчен иртменни, итлени. Ачасем пăхма пăянампа пăятам пулăшнă. Тӗрӗссипе, декрет отпускӗ мӗн иккенне малтанхи 3 ачапа пӗлмен те. Тӳрех ӗçе тухнă. 3 хӗрача аван, анчах та пăятам йăх-ăрăва тăсакана кӗтме пуçлани куçкӗретчӗ. «Кинӗм, сана малалла ывăл кăна çуратма пил паратăп. Андреевсен йăх-несӗлӗ ăна малалла хунаса ӗрчеме май паракан ывăл ача кӗтет. Çутçанталăк саккунӗ çапларах. Пехил манран», — терӗ. Эпӗ вăл вăхăтра Андрейпе йывăрлă пулнă ӗнтӗ. Кам пӗлнӗ вӗт варта кам çитӗннине? Пепке пулнине çеç чухланă. Турă кама панă — çавă тенӗ, — кăмăллăн пуплет хӗвел пек илемлӗ ял хӗрарăмӗ.
Ывăлӗ çут тӗнчене килсен тăван Пӳркелӗнчен пӗр «КамАЗ» хăна-вӗрле пуçтарăнса çитнӗ. Мӗнпур ялӗ, хурăнташӗ, кӳрши-арши савăннă Андреевсен ача яшкинче, пепке урине çунă. Пăянамăшӗпе пăятамӗн телейӗ пирки каласа кăтартма сăмах та çитмест.
Андрей хыççăн Алексей çуралнă. Валентина Николаевнăпа Константин Алексеевич фермăра çеç вăй хуман, сахăр чӗкӗнтӗрне çумланă, колхозра тӗрлӗ ӗçсенче тăрăшнă. 3 — 5 гектар таран кăшман панине халӗ те хумханса аса илеççӗ Андреевсен ачисем. Ун чухне пурте ана çине маттикпе тухнă.
 — Эпир пăятампа — 17 çул, пăянампа 27 çул пӗрле тӗп килте пурăнтăмăр. Таймапуç вӗсене ăш-пиллӗхшӗн, çынлăхшăн. Ăрусен туслă çыхăнăвне упранине, ватăсен вӗрентӗвне ăса хывнине пула пирӗн ачасем, мăнуксем тăван çӗршыва юрăхлă пулса çитӗнчӗç. Ятарлă пӗлӳ илме ӳркенмерӗç. Паян та пире хисеплесе пурăнаççӗ. Эпир çӳçсем шуралсан халӗ вӗсен тимлӗхне, ăшшине туятпăр, — тет Валентина Николаевна. — Ашшӗ, Константин Алексеевич, инсультпа Пăва больницине лексен пурте пуçтарăнса килчӗç. Хăшӗ — эмелпе, хăшӗ ырă сăмахпа пулăшма хатӗрччӗ. Хăйне пăхма вара мана кăна шанчӗ мăшăрăм.
Валентина юнашар пулни Константина хăвăртрах сывалма май панă. 18 кун савнă мăшăрӗн кравачӗ патӗнчен каймасăр пăхнă хӗрарăм ӗмӗр ӗмӗрленӗ хаклă çыннине.
Хăш уявсем çемьере чи-чи юратнисем тата вӗсене мӗнлерех паллă тунă тесе ыйтсан мăшăр кăмăллăн йăл кулса пӗр харăссăн:
— Раштав, Кăшарни, Çăварни, Мăнкун, Çимӗк-Троица, Казански, Кӗр сăри, — терӗç. — Кашни праçникре сӗтел пуçне çăкăр, çуллă чăкăт, шăрттан, йӳçӗтнӗ купăста, панулми, кӳптӗрме, юханшыв пулли, кăпăклă пыллă сăра лартнă. Кӗрекене чи малтан ватăсем ларнă. Яла, киле никӗсленӗ шурсухалсенчен пил ыйтса, чи-чи ырă сăмахсем каласа уява пуçланă.
Чăваш ӗмӗртен тирпейлӗхе, алăсталăхне пысăк тимлӗх уйăрнă. Андреевсем те кӗрнеклӗ хырсенчен çавăрнă ăшă йăвана çулталăкне икӗ хутчен çунă. Мăнкун тата Казански уявӗ умӗн. Унтан вашават та маçтăр хӗрарăм тӗрленӗ карăсене, вырăн виттисене, Турă кӗтессин каррисене, алшăллисене çуса тасатса, типӗтсе тата якатса çӗнӗрен çакса хунă. Тӳшек-минтерсене хӗвел питтинче типӗтнӗ.
 — Халӗ кил-çурта хуратакан тӗтӗм таврашӗ çук. Пӗрене çурта пӗр хутчен çусан та юрăхлă, — çепӗççӗн калаçать Валя аппа.
Валентинăпа Константин Андреевсем калашле, халӗ ытлă-çитлӗ пурнăç валли йăлтах пур. 11 мăнук вӗсен, 4 кӗçӗн мăнук. Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗсемпе кинӗсем питӗ пултаруллă та тимлӗ. Çамрăк ăру еплерех çитӗннине курса, савăнса пурăнма сывлăх кăна кирлӗ тесе çирӗплетеççӗ ватăсем. Ял хутлăхӗ те çителӗклӗ тимлӗх уйăрать хисеплӗ ӗç ветеранӗсене.
— Пире Ватăсен кунӗнче Культура çуртне чӗнчӗç. Унăн заведующийӗ Светлана Антонова пире яланах питӗ хапăл. Юрлатпăр та, алă ӗç те тăватпăр, ентешсемпе чун каниччен калаçса ларатпăр. Концертсене чӗнет, — ял пурнăçӗпе паллаштарать Валентина Николаевна. — Юратнă ял Çӗнӗ Мертлӗ пурăнни паха. Пăваран Ирина Яковлева тухтăр килсе çӳрет. Медицина сестри питӗ çепӗç. Пӳркелсем. Ăна Наташа Фролова тесе чӗнеççӗ. Почта валеçекене тав. Алена Васильева кашни кунах Пӳркелӗнчи çыхăну уйрăмӗнчен хаçат-журнал, çыру таврашӗ, кирлӗ япаласем илсе килет. Курмассерен хал пӗлсе ăшшăн чуна уçса калаçни мӗне тăрать.
Ял çыннисем çулла пахчара тăрăшаççӗ, хӗллепе кӗркунне вара телевизорпа наци кăларăмӗсене кураççӗ, ентешӗпе Дмитрий Вериялов тележурналистпа мухтанаççӗ.
— Халӗ пӗтӗмпех пасарта сутаççӗ. Çамрăк чухне мӗнпурне алăпа тунă. Мӗнле ӗлкӗрнӗ? Костя мана шеллесе вара: «Çитет ӗнтӗ, кăшт канса ил», — тетчӗ. Анчах шанчăклă, хама хисеплекен, хаклакан арçынпа юнашар ывăннине туйман эпӗ. Ачасем те мӗн пӗчӗкрен ӗçченлӗхпе тата тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Кил хушшинче пăянампа пăятам кăштăртатнă. Кӳршӗ-аршă тăван пекех çывăх пулнă. Пурнăçшăн, аталанушăн тăракан ял хавалӗ те вăй панă. Çакă çунат хушнă. Паян тивӗçлӗ канура эпир, — тет сапăрлăхӗпе, çирӗп кăмăлӗпе палăрса тăракан хӗрарăм.
Ачисемпе мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем шăматкун аслисене изумруд туй ячӗпе саламлама килӗç. Андреевсен кӗрекинче чи илемлӗ чăваш юррисем шăранӗç.

Алена АЛЕКСЕЕВА. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана