Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳсрексене вĕрентнĕ вăл

Ача мӗнле çын пулса ӳсесси çемьерен тата шкултан, уйрăмах пуçламăш классенчен, нумай килет. Мӗншӗн тесен ăнăçлă пурнăçăн никӗсӗ шăпах унта хурăнать.

Пире питӗ пултаруллă Мария Тудиряковна Паймуллина вӗрентрӗ. Вăл витӗм кӳнипех эпӗ те педагог профессине суйларăм. Хальхи вăхăтра Çырчаллинчи 76-мӗш номерлӗ гимназире истори вӗрентетӗп. Пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ манăн 55 çул, «ТР тава тивӗçлӗ учителӗ», «РФ Çутӗçӗн хисеплӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗçрӗм. 

Мария Тудиряковна пурăннă пулсан кăçал сентябрӗн 20-мӗшӗнче 100 çул тултармаллаччӗ. Вăл Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче 1923 çулта çуралнă. Выçăллă-тутăллă вăхăтра ӳснӗ вăл. Çемьере чи асли пулнăран хăйӗнчен кӗçӗнрех тăватă пӗртăванне пăхнă, мӗншӗн тесен ашшӗ-амăшӗ иртен пуçласа каçчен ӗçленӗ. 

Çичӗ класс вӗренмелли шкултан ăнăçлă вӗренсе тухсан Бугуруслан хулинчи педучилищӗне вӗренме кӗнӗ. Ӗç çулне 1942 çулта тăван ялӗнче пуçланă, 1946 çултанпа Пӳсрек шкулӗнче ӗçленӗ. Пӗтӗмпе 35 çул ачасене вӗрентнӗ вăл. Хăй те тăватă ача, икӗ хӗрпе икӗ ывăл (Тамара, Валерий, Светланăпа Сергей), çуратса ӳстернӗ.

Пирӗн шкул икӗ класлă кăначчӗ ун чух. Çавăнпа 1, 3-мӗшсен тата 2, 4-мӗшсен урокӗсем пӗрле иртетчӗç. 15 çул çакăн пек ӗçленӗ вăл, çăмăл килмен ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен сакăр çул вӗренмелли шкула 1961 çулта кăна лартрӗç-ха. 

Ял çыннисенчен чылайăшӗ унăн вӗренекенӗ. Нумайăшӗ ăнăçлă учительсем, тухтăрсем, инженерсем, строительсемпе çар çыннисем пулнă. Мария Тудиряковнăна ял-йыш питӗ хисеплетчӗ, авторитечӗ пысăкчӗ ун. Пире, пӳсрексене, пӗлӳпе воспитани панăшăн паянхи кунччен чӗререн тав тăватпăр ăна. 

 

Виктор АЙКИН.

Çырчалли.

Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника