Пуян тухăç мӗнле пухса илмелле?
Кашни пахчаçă пысăк тухăç пуçтарса илме тăрăшать. Анчах мӗнле çитентермелле-ха ăна? Вăрттăнлăхӗ тăпрана тӗрӗс хатӗрлессинче тата ӳсен-тăрансене тимлӗ пăхассинче пытанса тăрать. Çӗр ӗçӗнче ӳсен-тăрансен экологипе сывлăхӗн ыйтăвӗсем пӗрремӗш плана тухнă вăхăтра агрономи вăрттăнлăхӗсене пӗлни уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. Çӗрулмипе пахча çимӗç ӳстермелли условисене мӗнле йӗркелемелине Тутарстанри «Россельхозцентрӗн» филиалӗн ертӳçин çумӗ Гузель Хусаинова каласа пачӗ.
Пӗрремӗш утăм – тăпрана хатӗрлени
Пахча çимӗç лартмалли вырăна тӗплӗн суйласа илмелле. Шывпа сывлăша лайăх кӗртекен кăпăшка та пулăхлă çӗр лаптăкӗ чи лайăххи, анчах сирӗн кун пек участок çук пулсан, шанăçа ан çухатăр.Тăпра пахалăхне лайăхлатма органикăллă удобренисем, компост е çӗрнӗ тислӗк пулăшать. Çак удобренисем тăпрана тутлăхлă япаласемпе пуянлатса, унăн тытăмне лайăхлатаççӗ. Çавăн пекех ӳсен-тăрансене ӳстерме калипе фосфорпа пуян кӗл хушни те усăллă.Тата тепӗр тухăçлă меслет – горчица, ыраш е сӗлӗ йышши сидератсем акни. Ку культурăсем тăпра тытăмне лайăхлатса ăна сыватаççӗ.
Çумкурăксемпе тымарсенчен тасатас тесе кӗркунне пахчана тарăн чавмалла.. Çуркунне çӗрулми, кавăн, купăста, хӗрлӗ кăшман, кабачок тата ытти пахча çимӗçе лартас умӗн тăпрана кăпăшкалатмалла, юлнă тымарсенчен тасатмалла.
Тăпра йӳçӗ пулсан, известь е доломит çăнăхӗ хушмалла. Çумкурăксен ӳсӗмне чакарма тата унăн нӳрӗкне сыхласа хăварас тесе ун çине ятарлă материалсем хума ан манăр.
Сорта тӗрӗс суйламалла
Сортсене суйланă чухне регионри çанталăкăн хăйнеевӗрлӗхне шута илмелле. Çӗрулмипе пахча çимӗç сорчӗсене тӗрлӗ температура тата нӳрӗк кирлӗ. Сăмахран, помидорсемпе пăрăçсем кăнтăрти регионсенче пуринчен те лайăхрах ӳсеççӗ, купăста, кишӗр ытларах сулхăн климатра ăнăçлă çитӗнет. Çавăн пекех ӳсен-тăрансем чирсене хирӗç çирӗп пулнине те тимлӗх уйрăмалла. Сăмахран, фитофтороза. Вара тухăç ăнăçлă пулать.
Шăвару
Яланхи пекех ӳсен-тăрансене çанталăк условийӗсемпе вӗсен аталанăвӗн тапхăрне кура шăвармалла. Типӗ тапхăрта шăвару тăтăшах тата вăйлăрах пулмалла, çумăрлă вăхăтра шăвармасан та юрать. Нӳрӗк ытлашши пулни те, вăл çитмени пекех, сиенлине асра тытмалла. Ăна пула тымарсем çӗрме, ӳсен-тăрансем чирлеме пултараççӗ. Шăварма ăшă шывпа усă курсан лайăхрах, мӗншӗн тесен сивви ӳсен-тăрансен ӳсӗмне чакарма пултарать. Тымарсемпе тунасене сиен кӳрес мар тесе ӳсентăрана тирпейлӗ шăвармалла. Ирхине е каçхине, хӗвел питех хытă ăшăтман чухне, шăварсан аванрах. Çавăн пекех тумлампа шăвармалли майсене усă курсан меллӗрех, вăл нӳрӗке пӗр тикӗс валеçме тата шыва перекетлеме пулăшать.
Чир-чӗртен тата сиен кӳрекеннисенчен сыхланни
Ӳсен-тăрансем ан чирлеччӗр тесен çулсерен вӗсене вырăнпа ылмаштарса ӳстермелле. Пӗр вырăнта ӳсен-тăрансене лартсан, тăпрара вӗсене юратакан сиенлӗ микробсемпе хурт-кăпшанкăсем ӗрчеме пултараççӗ. Йăран çинче ӳсекенсене час-часах улăштарсан, вӗсем ӗрчесе сиен кӳме ӗлкӗреймеççӗ. Ӳсен-тăрансем ан чирлеччӗр тесен сăтăрçăсемпе кӗрешме пулăшакан ятарлă хатӗрсемпе усă курмалла. Инструкцие тимлӗн вуламалла, тӗрӗс дозăпа тата ӗçе вăхăтра туса пымалла. Халăх меслечӗсемпе те усă курма пулать. Сăмахран, ӳсен-тăрансене ыхра е сухан шӗвекӗпе сапни микробсемпе тата сиен кӳрекенсемпе кӗрешме пулăшать. Ӳсен-тăрансене вăхăтра пăхса тăрсан сăтăрçăсене вăхăтра тупса чире чарма пулать.
Ӳсен-тăрансене тӗрӗс лартни
Пӗр-пӗрне кансӗрлемен ӳсен-тăрансем лартмалла, кун пек чухне вӗсене мӗн кирли пурте те çителӗклӗ пулать.
Ку сӳнӗсене пăхăнсан сирӗн пахчара илемлӗ те усăллă экосистема йӗркеленет, тухăçпа та кӳршӗсем умӗнче мухтанма май пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев