Пулла та пурне те çиме юрамасть
Пирӗн тăрăхри çырмасенчи пулăсен те сывлăха сиен кӳрес хăрушлăх пур
Пирӗн тăрăхри çырмасенчи пулăсен те сывлăха сиен кӳрес хăрушлăх пур
Японири хăрушла наркăмăшлă фугу пулă çинчен илтмен çын юлман та пулӗ. Пулă ӳтӗнче те, апат хуранӗнче наркăмăш пур. Енчен те повар наркăмăш «хутаççине» ăнсăртран шăтарчӗ-тӗк, наркăмăш пулă çине талккăшӗпех саланать. Пăхсан курăнманскер, çиекене самантрах вӗлерет. Çавăнпа ку пулла ятарласа вӗреннӗ поварсем кăна хатӗрлеççӗ.
Барракуда (вăл та тинӗс пулли) наркăмăшлине пӗлекенсем çук. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вăл наркăмăшлă мар, фугу пулăпа апатланнисем вара хăйсем те наркăмăшланаççӗ.
Пирӗн тăрăхри çырмасенчи пулăсен те сывлăха сиен кӳрес хăрушлăх пур. Сăмах çăрттанпа уланкă пирки. Вăлча сапнă вăхăтра асăрхануллă пулмалла вӗсемпе, пуллине çисен те вăлчине хăвармалла. Унпа наркăмăшланма пулать. Тен, вилмеллех мар, «çăрттан вăлчине çисе вилнӗ», — тенине илтме тӳр килмен.
Ирландипе Япони кӳршӗллӗ çӗршывсем мар, анчах вӗсен кухнинче тӗлӗнтермӗш-хăрушă апатсем пурри вӗсене тăванлатать. Хаукарль текен апата Ирландире çеç хатӗрлеме пултараççӗ. Ăна Гренланди акулинчен хатӗрлеççӗ, унра оганизмшăн питӗ сиенлӗ мочевина шайӗ пысăк. Ирландецсем акула ашне икӗ уйăхлăха пичкесене тăварласа лартаççӗ. Вăхăт çитсен çӳхен-çӳхен касса типӗтме çакаççӗ. Хатӗр хаукарле мухта-мухта сăрапа сыпса çиеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» иа, авторӗ Р.Гали.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев