Пултаруллисен канăвӗ
Халăхсен хушшинчи «Сэлэт» форум июнӗн 24-мӗшӗнче уçăлать, 6 профильлӗ (пӗтӗмпе 33) смена ӗçлӗ кăçал
Тутарстанри пултаруллă вӗренекенсем çулсерен «Сэлэт» лагерьте канса вăй пухма, çав вăхăтах талантне те аталантарма май паракан профильлӗ сменăсем йӗркелесси тахçанах йăлана кӗнӗ. Çак лагерьте çулсерен канса ал-ура вăйне çеç мар, ăс-хакăл вăйне пухнисем хăйсем халӗ ачасен канăвне йӗркелеççӗ.
Кăçал халăхсен хушшинчи «Сэлэт» форум Тутарстанра июнӗн 24-мӗшӗнче Пӳлерте уçăлать. Вăл яланхи пекех Валем хуçа çăлӗ çывăхӗнче иртӗ. ТР Правительство йышăнăвӗпе 2024 çулхи июнӗн 24-мӗшӗнчен августăн 9-мӗшӗччен 6 профильлӗ смена пулать. Çак вăхăтра ачасен сывлăхӗ пирки те, хăрушсăрлăх ыйтăвӗсене те, санитари правилисене çирӗп пăхăнассине те яланхи пекех çирӗп шута илнӗ йӗркелӳçӗсем. Çавăнпа канса вăй-халпа ăс пухакан ачисемшӗн хумханма тивмӗ ашшӗ-амăшӗн.
Кăçалхи форумăн çӗнӗлӗхӗ — «Cэлэтпе» «Движение Первых» пӗрле йӗркелеççӗ ӗçе. Çакăн çинчен пире «Татар-Информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. Унта «Движение Первых» обществăлла юхăмăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Джавдетович Сулейманов, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Денис Владимирович Лулаков, «Сэлэт» çамрăксен центрӗн директорӗ Айгуль Тагировна Габдрахманова, «Сэлэтле жей» центр ертӳçи Аяз Фанисович Ханафин хутшăнчӗç.
1994 çулта Арск поселокӗнче «Сэлэт» ятлă компьютер лагерӗ уçăлнă. Ун чухне 65 ача пулнă-тăк лагерьте, кăçал 172 пин ачан канăвне йӗркелеме хатӗр. 1997 çулта вăл Пӳлере куçнă. Кăçал «Сэлэт» 30-мӗш хут пултаруллă ачасен канăвне йӗркелет. Тимур Джавдетович çак вăхăт хушшинче «сэлэт-технологи» ăнлав пурнăçа кӗни çинчен каларӗ. Çак лагерьте пулнисене пурнăçра çухалса кайманни, хăйсен юратнă профессине суйласа илессипе те, обществăра хастарлăх кăтартнипе те палласа илме пулать тесе шутлать «Движение Первых» ертӳçи. Сăмах май, Тимур Джавдетович хăй те «Сэлэтра» «ӳснӗ».
«Сэлэт» чаплă лагерь пулни, унăн сменисем чăнах та çитӗнекен ăрăва аслă тӗнчере хăйне тупма пулăшни, пӗр-пӗринпе хутшăнма вӗрентни пирки сехетшер калаçма пулать. Айгуль Габдрахманова республикăн районӗсенче филиалсем уçнине те çакăнпах ăнлантарать. «Сэлэте» лекме те кашниех пултараймасть. Чи малтанах — тутар чӗлхине пӗлнине, вӗренес килнине асăнмалла. Национальноçӗпе хуть кам пулсан та «Сэлэтре» канакан ачан тутарла пӗлмеллех.
Асăнтăмăр ӗнтӗ, кăçал «Сэлэт» 33 смена ирттерет, икӗ çӗнӗ смена та хушăннă — «Сэлет — улмуççи» тата «Сэлэт — утăм».
Пӗлтӗр Чăваш Республикинче те уçăлнă лагерь филиалӗ, тӗллевӗсем, паллах, улшăнман — тутар чӗлхине аталантарасси, тутар халăх культурипе çывăхрах паллаштарасси. Унта ӗçлекен вожатăйсене Хусанта хатӗрлеççӗ. Анчах хăйнеевӗрлӗх те пур иккен Патăрьел районӗнчи «Сэлэтре»: унти профильлӗ сменăсенчен пӗри — чăваш чӗлхипе литературине, культурине тарăнрах вӗрентесси.
Аяз Ханафин ытларах вожатăйсене хатӗрлесси çине пусăм турӗ. Çу вӗçленсен пӗр-икӗ уйăхранах çитес çула вожатăйсене хатӗрлеме пуçлаççӗ. 500 вожатăй, 300 наставник, 100 смена ертӳçине хатӗрленӗ. Паллах, тутар чӗлхине питӗ лайăх пӗлмелле вожатăй пулас текенӗн. Кандидатсенчен суйласа илнӗ чух шкул вăхăтӗнче «Сэлэтре» каннине те шута илеççӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев