ПУЛТАРУЛЛИСЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛАХ
«Сцена çинче те – пурнăç» кӗнекене 8 авторăн 10 пьеси кӗнӗ
Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Сцена çинче те – пурнăç» пьесăсен пуххине хакларӗç. 2023 çулта тематика планӗпех тухнă пулин те, ахаль кӗнеке мар ку. Унччен маларах, 2022 çулта, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви чăвашла çырнă пьесăсен регионсен хушшинчи конкурсне ирттернӗччӗ. Çав ырă ӗçе пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене палăртнисӗр пуçне ытларах балл пухнисен пьесисене уйрăм кӗнекен пичетлесе кăларма йышăну туса хăварнăччӗ. Издательствăра ӗçлекенсем тăрăшнипе пӗлтӗрхи çулталăк вӗçнелле пултаруллă авторсен произведенийӗсем уйрăм кӗнекен пичетленсе те тухрӗç.
Сборника сакăр авторăн вунă пьеси кӗнӗ. Авторсен хушшинче театр искусствине юратакансем лайăх пӗлекен ятсем те (Николай Сидоров, Александр Пăртта, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Владислав Николаев, Левтина Марье), драматургире малтанхи утăмӗсене тăваканнисем те (Рита Арти, Надежда Кириллова) пур.
Кӗнеке икӗ пайран тăрать. Унăн çуррине çитӗннисем валли çырнă произведенисем, тепӗр çуррине ачасемпе çамрăксем валли хайланă пьесăсем йышăнаççӗ. Николай Сидоровпа Александр Пăртта конкурса харăсах икӗ номинаципе хутшăннă. Жанр, тематика тӗлӗшӗнчен илсен кӗнекере расна ӗçсем пур. Кунта тăван халăх ятне тӗнче шайне çӗкленӗ Андриян Николаевпа Никита Бичурин, чăваш культуринче ӗмӗрлӗх çырăнса юлнă Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинский çинчен çырнă пьесăсем те, уйрăм чăваш ялӗн историйӗпе çыхăннă, анчах пӗтӗм халăх кун-çулне çутатакан, шухăша яракан «Шураç» драма та, Сăр хӗрринче хӳтӗлев чиккине тăвакансене халалланă «Эпир çӗнтеретпӗрех!» пьеса та пур. Юрату темисӗр мӗнле-ха ӗнтӗ? Александр Пăрттан «Чӗреçӗм тикӗссӗн тапать» фантазиллӗ произведенийӗ çав пысăк та çутă туйăма туллин уçса парать. Ачасемпе çамрăксем валли Марина Карягинăпа Александр Пăрттан «Эрешмен», «Сысна çурипе лӗпӗш» юмахӗсем те питӗ хăйне евӗрлӗ.
«Сцена çинче те – пурнăç» кӗнекере çар драми те пур. Авторӗ – Владислав Николаев. «Çынсемутсемйытăсем» (виçӗ сăмаха юриех пӗрлештерсе çырнă) ятлă унăн драми. Произведени ятӗнче пур пулсан та пьесăра çынсем (вылякансем) пачах та çук. Вăрçăри лашасен, йытăсен паттăрла ӗçӗсене кăтартнă май автор вӗсем урлах çынсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, психологине сăнлама пултарнă.
Арсений Тарасов хăй ку таранччен тытса пынă темăна çӗнӗлле хускатма урăхла меслет тупнă. «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» ятлă пьесăна сцена çине лартичченех, пьеса хальлӗнех вулама интереслӗ. Вуланă май куç умне çав тери интереслӗ ӳкерчӗксем, унти геройсен хушшинчи хутшăнусемпе калаçусем туха-туха тăраççӗ.
Мӗнле çуралать-ши вăл, спектакль пулса сцена çине тухакан, нумай-нумай куракана култаракан, макăртакан, шухăша яракан пьеса? «Туйăмсем сӗвӗрӗлсе ан пӗтчӗр тесе пӗр пуçланă произведение вӗçне çитичченех хăвăрт çыртăм», – терӗ «Шураç» пьеса авторӗ Рита Арти. Анчах пьесăна калăпличчен вăл тăван Шураç ялне халалласа сăвă та, юрă та хайланă иккен, Алексей Фадеевпа пӗрле 2008 çулта «Савнă ялăм ман Шураç» ятлă кӗнеке те кăларнă, унччен тата маларах ват çынсем каласа панă халапсене пуçтарнă. Çавăн чухлӗ материал пухнă хыççăн «кӗске вăхăтра» çуралнă ун пьеси.
«Андриян Николаев космонавт çинчен çырас умӗн ун кун-çулне нумай тишкертӗм. Библиотекăна килсе мӗн чухлӗ кӗнеке вуларăм пуль – пурпӗр пуçлаймастăп. Николай Каманин генерал-полковникăн «Скрытый космос» ятпа тухнă дневникӗсене вуланă хыççăн тин пиçсе тухрӗ çӗнӗ произведени. Унта Андриян Николаев пурнăçӗнчи хальччен çырса кăтартман фактсем те пур», – терӗ Николай Сидоров паллă драматург.
Надежда Кириллова Максимов-Кошкинскипе вун икӗ çултах интересленсе кайнă-мӗн. Ун чухне, паллах, хăçан та пулин Тани Юнпа иккӗшӗ пирки пьеса çырасса шухăшламан. Нумай-нумай çул иртнӗ хыççăн Кириллован киносценари тума тивнӗ, унтан ăна вăл пьесăна куçарнă.
Арсений Тарасовăн та «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телейӗ» çăп-çăмăллăн килмен. «Тăван ялăма кайнăччӗ. Анне ун чух ватăччӗ ӗнтӗ. Çӗрле вăранса кайрăм та анне сассине илтрӗм. Пуканепе калаçать. Ман атте ăна хӗрлӗ кӗпе туянса пама шантарнă иккен. Хӗрлӗ тӗс халăхра савăнăç, хаваслăх тӗсӗ, телей тӗсӗ шутланать. Анне ӗмӗтленекен хӗрлӗ кӗпене туянса парса савăнтарайман ăна атте. Пуканепе сывпуллашса анне çывăрма выртрӗ, ман куçа вара куççуль капланчӗ, ирччен те çывăраймарăм», – аса илчӗ драматург. Çав чун ыратăвне нумай çул хушши шалта йăтса çӳренӗ хыççăн тин çуралнă конкурсра палăрнă пьеса.
Хăш автор ӗçӗ мӗнле вырăн йышăннине кӗнекере палăртман. Ку кирлех те мар, мӗншӗн тесен пьесăн малашнехи шăпи вăл мӗнле режиссер аллине лекнинчен, лартас пулсан та рольсене мӗнле актерсем вылянинчен нумай килет. Лартас кăмăллисем те, сцена çинче выляма юратакансем те нумай чăвашсен хушшинче.
Культура министерстви регионсен хушшинчи çак конкурса ирттернине, çӗнтерӳçӗсенне çеç мар, нумайрах балл пухнă ытти авторсен пьесисене те пӗрле пухса çакнашкал кӗнеке кăларма йышăннине хăтлава хутшăннисем ырлаççӗ. Ку чăваш драматургине аталантарма, çыравçăсене (уйрăмах çамрăксене), тӗрлӗ шайри сцена ăстисене хавхалантарма пулăшӗ. Чăваш литературинче çӗнӗ пьесăсем пулаççех апла!
Галина МАТВЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев