Пурăннă пулсан Александр Савельев-САС сентябрӗн 26-мӗшӗнче 90 тултармаллаччӗ
Александр Савельев-САСăн сăввисене тутарла, пушкăртла, вырăсла куçарнă. Вуннă ытла сăввине юрра хывнă.
Пушкăртстанри Юлман ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш поэтне, çыравçа, куçаруçа, публициста, педагога тăван республикăра, Чăваш Енре, Тутарстанра, Ульяновск облаçӗнче, Раççейӗн чăвашсем пурăнакан ытти регионӗсенче лайăх пӗлеççӗ. Авăркас районӗнче СССР Писательсен союзӗн пайташӗ пулнă пирвайхи çыравçă вăл.
Александр Сергеевич 1932 çулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче Юлман ялӗнче колхозниксен çемйинче çуралнă.1944 çулта пуçламăш шкултан вӗренсе тухсан Ташлякульти çичӗ класлă шкула 5-мӗш класа кайнă. Ӗç çулне ача чухнех тăван колхозра кӗтӳçӗрен пуçланă. 1951–1954 çулсенче çар хӗсметӗнче тăнă.1957 çулта Толбазăри каçхи шкултан, 1968 çулта Стерлӗри аслă шкултан вӗренсе тухнă. 1957 çулхи декабрь уйăхӗнчен пуçласа 1971 çулхи август уйăхӗччен район хаçатӗнче куçаруçăра, корреспондентра, уйрăм ертӳçинче, редактор çумӗнче тăрăшнă. 1971 çулхи сентябрь уйăхӗнчен пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен тăван ялта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Литература ӗçне журналист пулса ӗçленӗ вăхăтра пуçăннă. Авăркас çыравçин пултарулăхӗ нумай енлӗ. Литературăн тӗрлӗ жанрӗпе çăмăллăнах çырма пултарнă вăл. Аслисемпе пӗрлех ачасем валли те сăвă-калав шăрçаланă. Кулăшла калавсемпе пысăк повеçсем çырнă, драматурги те ют пулман уншăн. Хăй çуралса ӳснӗ Авăркас çӗрӗпе, çăлкуçӗсемпе киленсе произведенийӗсене çырнă, темисене те пурнăçранах илнӗ. Пӗрремӗш сăвви тăван район хаçатӗнче тухнă унăн, унтан ытти пичет кăларăмӗсенче пичетленнӗ. Александр Савельев-САСăн калавӗсемпе повеçӗсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналта тăтăшах тухнă. Литература ăсти 20 ытла кӗнеке кăларнă. Чăваш Енри республика хаçат-журналӗнче тӗрлӗ çулта 10 повеçӗ, 100 сăвви-калавӗ пичетленнӗ.
Чăваш кӗнеке издательстви 6 кӗнекине кăларнă. Пушкăртстан чăвашӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнни çинчен хăйӗн ентешӗпе Н.Т.Ивановпа «Юратупа юн» калăпланă романӗ «Тăван Атăл» журналта 2001 çулта пичетленнӗ.
Хăйӗн 70 çулхи юбилейӗ тӗлне çырнă тепӗр повеçӗ «Ялавăн» 8 номерӗнче тухнă.
Пушкăрт, тутар çыравçисен произведенийӗсене нумай куçарнă Александр Сергеевич. Ш.Шабичăн, К.Арабалӗн сăввисем, С.Шариповăн произведенийӗсем пурте Шупашкарта кăларнă сборникӗсене кӗнӗ.
Александр Савельев-САСăн сăввисене тутарла, пушкăртла, вырăсла куçарнă. Вуннă ытла сăввине юрра хывнă.
А.С.Савельев-САС Раççей, Чăваш писателӗсен союзӗсен пайташӗ, Авăркас райадминистрацийӗн Г.Ибрагимов ячӗллӗ, «Çилçунат» журналăн М.Трубина ячӗллӗ тата Пелепей хулипе район администрацийӗн Ф.Карим ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ, РФ халăха вӗрентес ӗç отличникӗ. Ăна Пушкăрт АССР Верховнăй Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗпе наградăланă. Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шурă Атăл» литпӗрлешӗвӗн ертӳçи пулнă.
Ентешӗн вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарса пичетленӗ произведенийӗсенче тӗп вырăнта ял çыннин пурнăçӗ, йывăрлăхӗ. Вӗсене шӳтлӗн çырса кăтартнă автор. Пурăннă пулсан Александр Сергеевич кăçал 90 тултармаллаччӗ. Шел те, юбилейччен пурăнса çитеймерӗ. 88 çулта пурнăçран уйрăлчӗ. Пире унăн пуян литература еткерӗ юлчӗ. Ял-йыш ăна ырă кăмăллă, сапăр, лайăх çемье çынни пек астăвать.
2021 çулхи ноябрь уйăхӗнче районти Г.Ибрагимов ячӗллӗ тӗп библиотекăра унăн Хусанта пурăнакан хӗрӗпе Елена Александровна Савельевăпа тӗлпулу каçӗ иртрӗ. Ашшӗн 216 кӗнекине библиотекăна парнелерӗ ун чух. Тӗлпулу питӗ ăшпиллӗ иртрӗ. Елена Александровна ашшӗ çинчен аса илсе каласа пачӗ. Авăркасăн централизациленӗ тӗп библиотека системин директорӗ А.Ф.Газиева Г.Ибрагимов ячӗллӗ библиотекăн чăваш писателӗн пултарулăх еткерне халăхра сарас енӗпе тунă планӗпе паллаштарнă май Елена Александровнăна парнешӗн тав турӗ.
Александр Сергеевичăн тăванӗсем те сăмах искусствине çывăх. Хӗрӗ Елена Александровна нумай çул «Сувар» хаçат корректорӗнче тăрăшнă, мăнукӗ Нидерландинчи Ротердам университетӗнче ют чӗлхесене тӗпчет, Гоаги хулинче преподаватель пулса ӗçлет. Тепӗр мăнукӗ ХФУра роман чӗлхисене вӗренет, чӗлхе шкулӗнче французпа акăлчан чӗлхисене вӗрентет.
Тăван тавралăха мухтакан А.Савельев-САСăн пултарулăхне халăх пысăка хурса хисеплет, мӗншӗн тесен çăмăл чӗлхепе çырнă произведенийӗсем кашни çыннăн чунне çывăх. Тен, çавăнпах унăн калавӗсен сюжечӗсем шӳте çаврăнса халăхра сарăлаççӗ, сăввисене юрра хываççӗ.
Зульфия СИДОРОВА,
Г.Ибрагимов ячӗллӗ библиотекăн библиотекарӗ.
Савельевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев