Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăннă пулсан интереслӗ хайлавсем çырнă пулӗччӗ...

Пăва районӗнчи Раккассинче çуралса ӳснӗ Анатолий Дмитриев-Ырьят çуралнăранпа паян, июнӗн 9-мӗшӗнче 75 çул çитрĕ

Унпа эпӗ Чӗмпӗрти Ленин урамӗнчи 95-мӗш çуртра (Туслăх Çурчӗ) вырнаçнă «Канаш» хаçат редакцийӗнче 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче паллашнăччӗ. Эп унта пыркаласа çӳреттӗмччӗ. 1996 çулхи апрель уйăхӗнче вара эп ку редакцие хам та ӗçлеме килтӗм. 1997 çулта редакци «Советская» хăна çуртне куçсан та эпир Ырьятпа ялан пӗр пӳлӗмре ларнă. Тата темиçе адреспа та ӗçленӗ редакци йышӗ. 

Йӗркеллӗ тытатчӗ хăйне, тӗрӗслӗхе юратакан çынччӗ вăл. Ултавпа çыхланмастчӗ, кирлӗ-кирлӗ мар çинчен калаçмастчӗ. Намăс сăмах илтмен унран. Питӗ тирпейлӗччӗ, ун сӗтелӗ çинче, шкапӗнче яланах тирпей хуçаланатчӗ, кашни япала вырăнлă выртатчӗ. Аслă юлташ çакăн пек пулнине курса эп те çапларах пулма тăрăшаттăмччӗ. Яваплăччӗ вăл, ăна мӗн хушсан та тӗрӗслесе, асăрхаттарса тăмалла марччӗ. Пур ӗçе те вăхăтлă та паха тăватчӗ.

Анатолий Ырьятăн пултарулăхри ячӗ «Канаш» хаçатра чуна тивекен сюжетлă повеçсем пичетлесе кăларнипе анлă сарăлчӗ. Ун маларах çырнă сăввисем те пурччӗ-ха, çапах та литература тӗнчине прозаик пек кӗрсе ят илчӗ вăл. Вуламаннисене унăн «Хăмăшлăха путнă кӗмӗл уйăх» кӗнекине вуласа тухма сӗнетӗп, унта темиçе повесть. Унăн пурӗ сакăр кӗнеке: сăвăсем, калавсем, очерксем, повеçсем, роман. Мана «Вутра çунман уртăш» повеçӗ те килӗшет. Ку хайлава вăл Раккассинчен тухнă Валентин Урташ поэт çинчен тăванӗ каласа панă тăрăх калăпланă. Паллă поэтăн пурнăçӗнчи халиччен ниçта та çырса кăтартман пулăмсене кӗртнӗ унта. 

2018 çулта вара «Шăпа авăрӗ» ятлă роман пичетлесе кăларчӗ автор. Унта вăл революцичченхи тапхăртан тытăнса хальхи самана таранччен чăваш ялӗнчи пӗр йăх-несӗл шăпине çырса кăтартать. Палăртса хăвармалла: унччен Чӗмпӗр тăрăхӗнче В. Деменкова çеç роман çырса кӗнеке кăларма пултарнăччӗ. Мӗн каласан та Анатолий Ырьят романӗ чылай çӳллӗрех шайра тăнине палăртмалла. Унăн сюжечӗ питӗ кăсăк, кӗтмен япаласем, пулăмсем нумай. Тӗрӗссипе, роман жанрӗ чăваш литературинче анлă сарăлсах кайман, мӗншӗн тесен пысăк калăпăшлă хайлав çырма çав тери йывăр. 

Эпир Анатолий Григорьевичпа хамăр çырнă хайлавсене пӗр-пӗрне чи малтан кăтартаттăмăрччӗ, пӗр-пӗринчен тӗрлӗ канаш ыйтаттăмăрччӗ. Çапла пултарулăх тӗнчинче пӗрле ӗçлесе 20 çул иртсе кайрӗ. Вăл редакцирен кайсан та унпа çыхăну тытаттăмăрччӗ, пӗр-пӗрне шăнкăравлаттăмăрччӗ. Вӗсен килне те кайса çӳренӗ эп.

Хăйне вăл «хамашкал» тетчӗ. Ăна аван пӗлнӗрен çакна çирӗплетме пултаратăп. Чăнах та, хăйне евӗрлӗ çынччӗ Ырьят, шухăшлавӗ, тӗнчене курни уйрăмтарахчӗ. Унпа калаçма интереслӗччӗ. 

Шел, иртерех уйрăлса кайрӗ юлташăмăр, 2021 çулхи мартра çӗре кӗчӗ. Сăвă-калав çырас ӗçре пӗртте чарăнман вăл, ялан çыратчӗ. 2019 çулта та «Пурнăç. Шăпа. Юрату» ятлă икӗ томлă (500 страница ытла) сăвă кӗнеки кăларчӗ. Тата интереслӗ хайлавсем çырнă пулӗччӗ-ха ӗнтӗ вăл пурăннă пулсан...

Николай ЛАРИОНОВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана