Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуриншĕн те культура центрĕ пултăр

Пăвари Тутар патшалăх театрӗ Тутарстанри профессиллӗ театрсенчен чи ватти пулмасан, аслисенчен пӗри. Унăн историйӗ 1915 çултах пуçланнă теме пулать. Акрам Мифтахутдинов вӗрентекен пуçарнипе вӗренекенсем шăп çав çул спектакль лартма хатӗрленнӗ, анчах тутар цензорӗ пулманнипе пуçланă ӗçе вӗçлеме тӳр килмен.

1917 çулхи Февральти революци хыççăн тин пăвасен ӗмӗчӗ тулнă — 1917 çулхи майăн 4-мӗшӗнче тутар шакирчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Казанга сэяхэт» («Хусана çулçӳреве») спектакле куракан умне кăларнă.

1924 çулта Тутар автономи республикин пӗрремӗш тава тивӗçлӗ артисчӗ Бари Тарханов киличченех Пăва театрӗн труппинче сценăна питӗ юратакан хăй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем вылянă. Ăста артист, режиссер, педагог театр валли ятарлă çурт тăвасси пирки сăмах хускатнă, çине тăрса пурнăçланă ăна. Театр историйӗнче Тарханов ӗçленӗ çулсем чи тухăçлисем пулнă тесе калаççӗ искусствоведсем.

Халӗ театр труппинче профессиллӗ артистсем ӗçлеççӗ. Вӗсен хушшинче ятлă-сумлисем — тава тивӗçлисем, преми лауреачӗсем те пур, сцена çинче пӗрремӗш утăмсем тăваканнисем те. Театра патшалăх театрӗн статусне пани артистсене лайăхрах выляма хистет, спектакльсен шайӗ те самай çӳлерех халь. 

Декабрӗн 5-мӗшӗнче Пăвари тутар драма театрӗ уçăлчӗ. Икӗ çула пынă юсав ӗçӗсем хыççăн вăл вӗр-çӗнӗ пек курăнса ларать, урамран пăхма та ятуллă, шала кӗрсен те илемлӗ. 

«Культура» наци проекчӗн витӗмӗпе юсав ирттерме май килнӗ пăвасене, 405 миллион тенке ларнă çак пысăк пӗлтерӗшлӗ, чăннипех кирлӗ юсав. 400 яхăн çын шăнăçакан куракансен залне те пӗлсе ăсталанă — ретсем циркри пек çӳлтен çӳле хăпарса пыни умра темӗнле çӳллӗ çын ларсан та пăхма чăрмантармасть. Залран тухсанах айккинчи пӳлӗмре пресс-конференцисем, камерлă концертсем ирттерме меллӗ пӳлӗм янтăланă. Фойере иккӗмӗш хутра ӳнерçӗсен ӗçӗсенчен курав уçма пулать. Халӗ унта Теччӗ уесӗнче (хальхи Пăва районӗнче) çуралса ӳснӗ паллă ӳнерçӗ, скульптор Баки Урманче картинисене пăхса киленме пулать. Художникăн ӗç хатӗрӗсем те кунтах, халь кăна ӳкерсе пӗтернӗ те вăхăтлăха тухнă тейӗн.

Çӗнелнӗ театра уçнă çӗре Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хутшăнчӗ. Салам сăмахӗнче вăл строительсене тав турӗ, ӗçре маттуррисене Хисеп хучӗсем пачӗ. Творчество коллективне ӗçлеме пур условисене те туса панине палăртрӗ. Театрăн директорне, илемлӗх ертӳçине, тӗп режиссерне Раиль Садриева пултаруллă ертӳçӗ пулнишӗн мухтарӗ. 

«Пысăк мар районсемпе хуласенче пурăнакансем культурăпа çывăх паллашчăр тесе республикăра пур енлӗн тăрăшаççӗ. Театр халăхшăн пысăк мисси пурнăçлать — культурăна ăнланма, йышăнма вӗрентет. Наци еткерне анлăрах сарассинче те, тăван чӗлхене аталантарассинче те, çамрăк ăрăва тӗрӗс воспитани парассинче те эпир сирӗн çине шанатпăр», — терӗ республика ертӳçи. 

Рустам Минниханов Пăва районӗнче тутарсем çеç мар, вырăссемпе чăвашсем пурăннине те аса илтерчӗ. Çавăнпа театр çурчӗн культура центрӗ пулса тăмаллине каларӗ. Район, кӳршӗ районсем ирттерекен мероприятисене çакăнта йӗркелени вырăнлă пулать тесе шутлать вăл. Çавăн пекех Ульяновск облаçӗнчен те культура ӗçченӗсем хăйсен концерчӗсене, спектаклӗсене Пăвари театрта лартма пултараççӗ. Паллă артистсем гастроле тухсан та Пăвари театрăн сцени çине тухӗç.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура