Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурнăç иккӗ мар, вăхăтра тӗрӗслен!

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра çынсем вилеслӗх тăрук ӳснӗ. Лару-тăрăва лайăхлатас шутпа республикăра профилактика мерисене вăйлатма хатӗрленеççӗ. Кун çинчен ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин ӗнер «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.

Вилекенсен шучӗ пӗр Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех ӳснӗ иккен. Çынсем ытларах юн çаврăнăшӗпе çыхăннă чирсенчен вилеççӗ, сăмах кунта инфаркт, инсульт пирки кăна мар. Ку чирсем вӗсенчен пурӗ те 8,3 процент кăна йышăнаççӗ. Ытларах ишеми тата чӗре таппин чирӗсенчен çынсен пурнăçӗ вăхăтсăр татăлать.

Ку чирсене, усал шыçă (онкологи) пекех, çын хăй тахçанччен сисмест, анчах вӗсем пурнăçшăн питӗ хăрушă. Ишеми чирӗ пуçланнине, тӗслӗхрен, кардиограмма та кăтартать, анчах çынсем тӗрӗсленме васкаманнипе чир шала каять. Акă мӗншӗн кашни çын диспансеризаци иртмеллех.

Мӗншӗн пирӗн граждансем тӳлевсӗр медицина тӗрӗслевӗпе усă курманнин сăлтавӗсене тишкернине те каларӗ министр. Пӗрремӗш вырăнта — поликлиникăсенчи вăрăм черетсем. Çавăнпа пациентсене потоксем çине пайланă, диспансеризацие килнисем чаретре лармаççӗ халӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество