Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пурнăç йывăççи» фестивальте çичӗ туй куртăмăр

Июлӗн 3-мӗшӗнче Хусанти Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче «Пурнăç йывăççи» фестиваль иртрӗ.

«Культура» тата «Демографи» наци проекчӗсен витӗмӗпе ăна ТР Культура министерстви, Хусан хула Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗ йӗркеленӗ. 
Кăçалхипе «Пурнăç йывăççи» виççӗмӗш хут иртрӗ. Ăна Тутарстанра пурăнакан 7 халăхӗн культурипе, йăли-йӗркисемпе паллаштарас, вӗсене упраса çамрăк ăрăва парас тӗллевпе йӗркелеççӗ. 


2024 çул Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнине шута илсе кăçал «Пурнăç йывăççинче» тутар, вырăс, чăваш, мари, удмурт, мордва, пушкăрт халăхӗсен туй йăлисене кăтартрӗç. Ячӗ те унăн «Тутарстан халăхӗсен çичӗ туйӗ». Паллах, халăхсен юрри-ташши никама та айккинче хăвармарӗ, урасем хăй тӗллӗн тăпăртатаса ташша тухрӗç. Ăстасен мастер-класӗсенче иртнӗ çулсенчи пекех наци ӗçӗсене хăнăхма май пулчӗ. 


Туй евчӗсӗр пулмасть. Фестивальте те пӗчченнисен паллашма шанăç пулчӗ, евчӗ хӗрсемпе каччăсене паллашма пулăшрӗ. 


«Пурнăç йывăççине» 2022 çултанпа пӗлекенсем çăва тухнăранпа кӗтеççӗ фестивале. Горький ячӗллӗ парк лапамне çынсем йышлăн пухăнни те çакнах çирӗплетет. Никама та тунсăхлама памарӗç йӗркелӳçӗсем, кашни нацин хăйӗн «килӗ», туя хатӗрленсе юрă-ташă янратаççӗ. Чăвашсен «килӗнче» çарăмсансем туй мыскари кăтартрӗç. Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлăран килнӗ йывăçпа ӗçлекен Юрий Тимофеев хурăн хуппинчен парăслă кимӗ, хăмаран виçӗ çынран тăракан çемье ăсталама вӗрентрӗ. Хăйӗн пуян коллекцийӗнчи илемлӗ теттесемпе, ӗç хатӗрӗсемпе паллаштарчӗ. Пăва районӗнчи Кипеккасси ăсти Павел Ярхунов тăм чӳлмек тума вӗрентрӗ. Ăста сӗтелӗ çинче хăй ăсталанă керамика сувенирӗсем темӗн чухлӗ — кашнине тытса пăхса асăнмалăх килти сентре çине лартас килет. Мӗн тери илемлӗ вӗсем, çавăркаласа пăхсан хăвăн та алла тăм тытас килет. 


Çак вăхăтрах сцена çинче концерт программи пычӗ. Фестивале хутшăнакан кашни халăхăн коллективӗ интереслӗ, хăйнеевӗрлӗ, туйпа çыхăннă фольклор юрри-ташшипе сцена çине тухрӗ. Ытти наци çыннисене кăсăк пулчӗ итлеме. Анчах Шупашкартан килнӗ РФ тата ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» РФ тава тивӗçлӗ халăх коллективне çитекенни пулмарӗ, сăмахăмсенче кăшт та ӳстерни çук. Çур сехете пыракан туйра анатри чăвашсен, турисен туй йăлисене туллин кăтарма ӗлкӗрчӗç шупашкарсем. Тумӗсем, сцена çинчи ăсталăхӗ — питӗ çӳллӗ шайра пулчӗ. 

Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев