Пурнăçӗ те çăмăлланчӗ, анчах хамăр ватăлтăмăр...
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Клавдия Петровна Мискина 90 çул тултарчӗ.
Çуралнă кунӗнче юбиляра район администрацийӗн представителӗ, район Ӗçтăвкомӗн строительствăпа çурт-йӗр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмӗн пуçлăхӗ Юрий Шуркин, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков тата ялти Ветерансен канашӗн ертӳçи Геннадий Карсаков саламларӗç. Хăнасем Клавдия Петровнăна Çӗпрел район пуçлăхӗн Марат Гафаровăн саламлă çырăвне, асăнмалăх парне тата чечек çыххи пачӗç, ырлăх-сывлăх, канлӗ ватлăх, иксӗлми вăй-хал сунчӗç.
Клавди аппа 1936 çулхи мартăн 24-мӗшӗнче нумай ачаллă çемьере çут тӗнчене килнӗ. Туслă çемьере 8 ача ӳссе çитӗннӗ. Шел, Валя ятлă йăмăкӗ 8 класс пӗтерсен автомашина айне пулса вилнӗ.
– Хальхи вăхăтра эпир 6 пӗртăван – Зина, Лиза, Вера, Таня йăмăкăмсем, эпӗ тата Миккуль шăллăм – сывă. Атте-анне никӗсленӗ çуртра шăллăмăр Микуль Галя кинӗмӗрпе килӗштерсе пурăнать, – тет юбиляр тăванӗсем çинчен сăмах хускатсан.
Клавди аппан тумхахлă пурнăç çулӗ çӗршывăмăрăн иртнӗ кун-çулӗпе тачă çыхăннă. Хӗрача вăрçă пуçланнă чух 5 çулта çеç пулнă-ха, вăрçăн мӗнпур йывăрлăхне, выçлăха тӳссе ирттерме тивнӗ унăн. 10-11 çулсенчех аслисемпе пӗрле колхозра вăй хунă, уй-хире çум çумлама çӳренӗ. Тăхăнмалли те çукрах пулнипе, 4 класс пӗтерсен, малалла вӗренме май пулман. Йывăрлăхсем кашни утăмра пулсан та пурăнас вăй-хăватне çухатман вăл.
Клавди аппа сӗлӗ тата ыраш пуссинче çурлапа çулса кӗлте туни, ялта вăл вăхăтра 6 бригада ӗçлени, мӗнпур ӗçе хирте те, фермăра та алă вӗççӗн ӗçлени çинчен каласа пачӗ. Ун чухне вăрçă хыççăн фронтовиксем – Петр Кадиров ял Совечӗн пуçлăхӗ, Кирил Патрин Ленин ячӗллӗ колхоз председателӗ пулнă.
Клавди аппан ашшӗ Петӗр пичче ялта 1930-мӗш çулсен варринче чăн малтан килнӗ «шăлл» трактор çинче ӗçлекенсенчен пӗри пулнă. Вăл вăрçăччен трактор çине сухапуç çаклатнă чухне урине хуçса 6 уйăха яхăн Пăвари больницăра выртнă, çавăнпа ăна вăрçа илмен. Сывалса тухсан каллех тракторпа 20 çул ытла ӗçленӗ.
Клавдия Петровнăн хăйӗн пурнăçӗнче ялан çăмăл мар ӗçсене кӳлӗнме тивнӗ. Çулла уй-хирте, хӗлле фермăра ӗçленӗ: малтан Суворов ячӗллӗ колхозра 10 çул ытла сурăхсем пăхнă, унтан пӗр вăхăт хушши шкулта техничка пулса вăй хунă. Чи йывăрри – вутта алăпа сӗрсе, çурса каланккасене хутса ăшăтасси пулнă. Шкул вара ун чухне виçӗ уйрăм çуртра вырнаçнă пулнă.
– Çемьере ачасенчен чи асли пулнăран мана ялан аннепе пӗрле хамран кӗçӗннисене пăхма тӳрӗ килнӗ. Тен, çавăнпах та çамрăкла çемье çавăрма шутламан. 30 çула çитсен çеç, 1975 çулта, хамăр ял çыннипе Микуль Мискинпа пӗрлешсе çемьеллӗ пултăмăр. Анчах мана анне пулма Турри пӳрмен, – каласа парать Клавди аппа.
Мăшăрӗ Микуль вилсен вăл çав çуртран тухса уйрăм пӳрт илсе пӗччен пурăнма тытăннă. Кинеми пӗччен пурăнать пулсан та хăйне тăлăххăн туймасть. Ялта пурăнакан Лиза йăмăкӗпе Микуль шăллӗ те, вӗсен ачисем те час-часах килсе юр тасатма е ытти ӗçсене тума пулăшаççӗ.
Кăçал Клавди аппа сывлăхӗ кăштах хавшанăран, урисем ыратнăран, Елизавета йăмăкӗ патӗнче хӗл каçнă, мӗншӗн тесен ăна пӳртне хутса ăшăтма çăмăлах мар.
– Йăмăкăн килӗнче хама хăнари пек туятăп. Мана нимӗн те ӗçлеттермеççӗ, кирлӗ пулсан, йăмăкăн 3 çулти Якур ятлă мăнукӗпе килте юлатăп, ăна пăхатăп, – тесе кăмăллăн калаçать Клавди аппа.
90 çулта пулсан та çивӗч ăс-тăнлă-ха кинеми, вăрçă вăхăтӗнче аслисенчен вӗренсе юлнă пӗр-икӗ юрă та юрласа кăтартрӗ. Çаплах хӗр чухне Хӗр сăри уявӗсене мӗнле ирттернине аса илчӗ.
Клавди аппан пуçламăш классенче вăрçă вăхăтӗнче вӗренме тӳр килнӗ. Класра 26 ача вӗреннӗ, параллельлӗ тепӗр класс та пулнă. Халӗ ялта ачасен шучӗ сахаллишӗн кулянать кинеми. «Манпа пӗрле вӗреннӗ ачасенчен халӗ ялта никам та юлман. Калама кăна вӗт, унтанпа 80 çул иртнӗ ӗнтӗ. Пурнăç çăмăлланчӗ, Мухтав Турра, вăхăтра пенси параççӗ, ӗçмелли-çимелли çителӗклӗ, анчах та хамăр ватăлтăмăр çав, – тесе пăшăрханса калаçрӗ ялти чи ватă çынсенчен пӗри иртнӗ пурнăç çулӗсене аса илсе.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев