Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРНĂÇНЕ ШЕЛЛЕМЕСӖР ЮЛТАШӖСЕНЕ ХӲТӖЛЕНӖ

Андрей Кульметьев – ятарлӑ çар операцине хутшӑннӑшӑн Паттӑрлӑх орденне тивӗçнӗ районти пӗрремӗш çын. Шел те, вилнӗ хыççӑн...

Андрей Кульметьев – ятарлӑ çар операцине хутшӑннӑшӑн Паттӑрлӑх орденне тивӗçнӗ    районти пӗрремӗш çын. Шел те, вилнӗ хыççӑн...

Украинӑра ятарлă çар операцийӗ пуçланнă хыççăн пӗрремӗш хурлăхлă хыпар пирӗн пысӑках мар хулана пӗлтӗрхи апрель уйӑхӗн пуçламӑшӗнче çитрӗ. Çар тивӗçне пурнӑçланӑ май ентешӗмӗр Андрей Кульметьев ефрейтор хӑйне хӗрхенмесӗр юлташӗсен пурнӑçне çӑлса хӑварнӑ. Унпа сывпуллашнă çӗре Астăвăмпа Мухтав мемориалӗн комплексӗ умне хула çыннисем çеç мар, районта пурăнакансем те пуçтарăнчӗç. Хуйхă ют пулмасть! Çак сăмахсене çирӗплетнӗ пек хӗрарӑмсем çеç мар, арçынсем те куççульне чарма пултараймарӗç...

Ятсӑр – пӗр уйӑх

Андрей 24 çулта çеçчӗ. Вӑл 2022 çулхи март уйӑхӗнче пуç хунă, тепӗр уйӑхран – апрелӗн 25-мӗшӗнче вара 25 çул тултармаллаччӗ...

– Вăл пирӗн иккӗмӗшӗ, кӗçӗн ывӑл. Андрей çуралнӑ чухне эпӗ Çӗпӗрте нефть отраслӗнче ӗçлеттӗмччӗ. Ывăл эпӗ таврӑниччен пӗр уйӑх ятсӑр пурӑнчӗ. Çемье эпӗ таврăнасса Пӗчӗк Хăмăшлăра – манăн аттепе аннен килӗнче – кӗтрӗ, çавӑнпа документсенче Андрей çак ялта çуралнă тесе çырнӑ, –  каласа парать Андрейӗн ашшӗ Федор Кульметьев. – Аттепе анне пире ачасене воспитани парассинче пысăк пулăшу пачӗç. Мӗншӗн тесен пирӗн мӑшӑрпа иксӗмӗрӗн те ӗçсем сменăпа ӗçлемелличчӗ, Марина Арсентьевна «васкавлӑ пулӑшу» фельдшерӗччӗ. Вӑл тивӗçлӗ канӑва тухичченех хӑйӗн юратнӑ ӗçне пурнăçларӗ. Манӑн ӗç те çӑмӑл марччӗ, çавӑнпа аттепе анне чӑнах та ывӑлсене воспитани парассинче пысӑк вырӑн йышӑнчӗç.

– Андрей питӗ лайӑх шăллăмччӗ, тӑрӑшуллӑ ывӑлччӗ, ялта асаннепе асатте патӗнче хӑнара пулма юрататчӗ, вӗсене пулӑшатчӗ. Ӗçчен, нимӗнле ӗçрен те хӑраман... Пуласлӑхне яланах çар ӗçӗпе çыхӑнтарасшӑнччӗ. Пире атте те мӗн пӗчӗкренех çарта служба иртмелле тесе вӗрентрӗ. Пӗррехинче эпир аттепе килте шкулти кивӗ тетрадьсене пăхса лартӑмӑр. «Кусем кирлӗ мар ӗнтӗ, атя çунтарса ярар», – терӗм. «Çук, – терӗ атте. – Акӑ Андрей паллӑ çын пулса тӑрӗ те эпир унпа мухтанса вӗсене ыттисене те кӑтартӑпӑр...» Çапла пулчӗ те, – паллаштарчӗ хӑйӗн асаилӗвӗсемпе Андрейӗн пиччӗшӗ Иван.

«Манӑн кил – сирӗн килӗр»

Федор Иванович каланӑ тӑрӑх, Андрей ачаранах пӗтӗм ӗçе хӑй тума юратнӑ. Нумайрах пӗлме тăрăшнă, яваплӑ, тӳрӗ кăмăллă пулнă. Чӑн-чӑн туслӑхăн хакне пӗлнӗ. Тантӑшӗсемпе хăвăрт пӗр чӗлхе тупнă, нумайӑшӗнпе çывӑх туслашнă. Анчах чи шанчăклă та çывӑх тусӗ Роман Евлейкин пулнӑ. Вӗсем 5-мӗш класран пуçласа яланах пӗрле. Раççейри коопераци университетне «Таможня ӗçӗ» специальноçе вӗренме те пӗрле кӗнӗ, çар çынни пулма та пӗрлех йышăннă.

– Вӑл питӗ шанчăклă тусчӗ. Пулӑшу кирлӗ пулсан кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗррине эпӗ пӗлеттӗмччӗ. Андрей хӑйне çирӗп тытакан, тӳрӗ, ырă кӑмӑллӑ çынччӗ. Унăн тусӗсем те питӗ нумайччӗ, пире час-часах çапла калатчӗ: «Манӑн кил – сирӗн килӗр». Халь те, хӑй вилнӗ хыççӑн та, вӑл пире каллех пӗрле, хӑйӗн килӗнче пуçтарать. Эпир çар çынни пулма, контракт службине суйлама пӗрле ӗмӗтленнӗ, çакă питӗ сăваплă тивӗç тесе шутланă. Служба вӑхӑтӗнче эпир ӳт-пӗве пиçӗхтерес енӗпе кăна мар, теорипе психологи хатӗрленӗвне те иртрӗмӗр. Ятарлă пӗлтерӗшлӗ çарти служба, унта вара пурне те илмеççӗ, пирӗншӗн карьера ӳсӗмне тăвас енӗпе черетлӗ пусăм пулчӗ. Андрей снайпер ӗçӗ енӗпе манӑн аслӑ напарникчӗ. Эпӗ ӑна юлашки хут курнине питӗ лайӑх астӑватӑп. Ятарлă задача пурнӑçланӑ чухне мана йывăр амантрӗç. Андрей чупса пычӗ те: «Роман, ан та шухӑшла!.. – тесе кӑшкӑрчӗ... Унтан вара аманнисене эвакуациленӗ вăхăтра хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме малалла чупрӗ… Ун пек çынсене урăх эпӗ нихăçан та тӗл пулаймăп, – каласа парать Роман Евлейкин. – Çакна уйрӑмах палӑртас килет: манӑн тус мӗн шутланине вӗçне çитерме пӗлетчӗ. Служба вӑхӑтӗнче пирӗн кашни кун 3-6-10 километр чупма тиветчӗ, кунне пӗр хутчен кăна та мар. Çын дистанцие иртес тесе мӗнпур вăйран тăрăшать, кайран ывăнать те канма чарăнать е чупнă чухнех кана-кана илет. Андрей вара нихçан та чарӑнса тӑмастчӗ, малалла чупатчӗ, çӗр çинелле пăхса пыратчӗ, тарӗ юхатчӗ, анчах çумра чупакансем, вӗсен кăтартăвӗсем çине пăхмастчӗ. Çакӑн пек хӑвӑртлӑхпа вӑл пысӑк дистанцисене иртме пултаратчӗ, чӗнмесӗр, кăмăл-туйăмне кăтартмасăр. Вӑраххӑн, анчах тӗрӗс. Аманнисене йăтса тухассипе занятисенче яланах чи пысăк кӗлеткеллисене хăй çине илетчӗ: «Вӑйлӑрах çеç пулӑп», – тетчӗ. Анчах пуринчен ытларах бокса юрататчӗ. Андрей шухăш-кăмăла йăлтах хӑйӗнче тытакан çынччӗ, бокс вара сăмахпа каламаннине йăлтах хăйӗн ăшӗнчен кăларма пулăшатчӗ. Вӑл вӑйлӑччӗ, тата та вӑйлӑрах пулма тӑрӑшатчӗ. Эпир хамӑр служба иртнӗ вырăнпа, хамӑрăн туссемпе мухтанаттăмăрччӗ, яланах мухтанăпăр та!

Андрей вилни çинчен хыпара Роман йывăррăн йышăннă, халӗ те çакăнпа килӗшме пултараймасть. Час-часах иртнине аса илет, хӑй мӗн курни-илтнине тусне каласа парать, унпа канашлать,вӑл халӗ те юнашар тесе шутлать. Вăл пурне те курнăн, илтнӗн туйăнать тет. Тусӗсене, пӗр класра, курсра вӗреннисене, çарти тусӗсене, Андрее пӗлнисене пурне те халь Роман пӗрле пуçтарать. Вӑл пулӑшнипе Андрейӗн çемйи те ывăлӗ служба иртнӗ çар чаçӗпе çыхӑну тытать. Вӗсем хӑйсен тусӗн вилтӑпри çинче те пӗрре кăна мар пулнă, шкулти музее килнӗ, унта паттăра халалланă экспозици хатӗрленӗ, гимназие кӗнӗ çӗрте мемориал хӑми çакӑнса тӑрать.

Иртнӗ çулла Андрей Кульметьевăн çемйи Росгвардин Федерацин Атăлçи округӗнчи 26-мӗш ятарлă пӗлтерӗшлӗ отрячӗн 5598-мӗш çар чаçӗн кунне паллă тунă çӗре йыхрав илнӗ. Унта чаплă лару-тăрура Федор Ивановича ывӑлӗн хӗрлӗ беретне панă. Каярахпа Андрейӗн ашшӗ каллех чаçрен чӗннипе «Хусан Кремлӗн Кубокӗ» профессионалсен боксӗн каçне хутшӑннă. Унта ăна Росгвардин ятарлă пӗлтерӗшлӗ 26-мӗш «Барс»  отрячӗн ялавне панă.

– Эпир – ывӑлӗсем вӑрçӑ операцийӗнчен таврӑнман çемьесем, çакӑн пек тӗлпулусене ӗмӗрех асра тытăпăр. Йăлтах чуна пырса тиврӗ, – тет Федор Кульметьев, çаплах çемйине тимлӗх уйăрнăшăн пурне те чунтан тав тӑвать. Вӑл Кама леш енӗн тата Нурлат хулин регионти музейне ывӑлӗ çинчен асран кайми экспозици хатӗрлеме пулӑшать, унта унăн япалисене, сăнӳкерчӗкӗсене, докуменчӗсене панӑ. Андрей вӗреннӗ гимназире час-часах патриотизм мероприятийӗсене хутшӑнать. Шӑп çакӑнта ӳснӗ вăл, Тӑван çӗршывăн чӑн-чӑн патриочӗ пулса тăнă.

Кайри парта хушшинчи пӗрремӗш пулăшакан

Андрей Кульметьев вӗреннӗ класс пирки ӑшӑ асаилӳсем чылай. Учительсем те унпа тивӗçлипех мухтанаççӗ.

– Андрей çарпа патриотизм мероприятийӗсене яланах хутшӑнатчӗ. Стройпа юрă юрласа иртмелли мероприятие, ДОСААФ енӗпе конкурссене хатӗрленнӗ чухне те пӗрремӗш пулăшаканччӗ. Кадет отрячӗн командирӗ пулнӑ май вӑл гимназин хӑнисене кӗтсе илетчӗ: генералсене, патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе конкурс комиссийӗн пайташӗсене, спортсменсене, çав шутра паллӑ боксера Николай Валуева тата ыттисене те. Çӗнтерӳ парачӗсене уйрӑмах хавхаланса хутшӑнатчӗ, палӑк умӗнче мӑнаçлӑн тӑратчӗ, çапӑçу хирӗсенче вилнӗ совет салтакӗсене хисеп тăватчӗ. Вӑл ыттисемшӗн тӗслӗх вырăнӗнчеччӗ, ӑна хисеплетчӗç, юрататчӗç, гимназин тата Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ, – 

куççульне пытарма пултараймарӗ директорӑн воспитани  енӗпе ӗçлекен çумӗ Татьяна Евлейкина.

Андрей çинчен Лейсан Галиева та уйрăмах ăшшӑн каласа парать.

– Андрей гимназире вӗреннӗ чухне эпӗ педагог-йӗркелӳçӗ пулса ӗçлеттӗмччӗ. Шкулти активистчӗ, мероприятисен пуçаруçиччӗ, çаплах вӗсене питӗ лайăх ертсе пыратчӗ. Вăл хутшӑннӑ мероприятисенчен кӗçӗн классенче вӗренекенсем валли йӗркеленӗ Çӗнӗ çул уявӗ уйрӑмах асра юлчӗ. Хӗл Мучин тумне тӑхӑннӑ Андрей хăйӗн рольне çав тери лайăх вылярӗ, ачасемпе ташлама тытӑнчӗ те... сасартăк сухалӗ тухса ӳкнине те сисмерӗ вӑл. «Кун пек савӑнӑçлӑ Хӗл Мучие эпир халиччен курманччӗ-ха», – ахăлтатсах кулчӗç ачасем...

Шӑпи çапла пулнă-ши? 

Паттӑрлӑхпа хастарлӑх тӗслӗхӗ яланах Андрейӗн куçӗ умӗнче пулнӑ. Унӑн мăн аслашшӗпе мăн кукашшӗ иккӗшӗ те Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи вăхăтӗнче çапăçу хирӗнчен таврăнман. Андрейӗн те шăпи çавӑн пекех пулчӗ. Пӗрремӗш çапăçăва Сирире хутшăннă, анчах ун çинчен ашшӗпе амӑшне нихăçан та каласа паман. Вӗсене яланах çапла каланă: «Гуманитари конвойӗпе пӗрле çеç кайрăм».

– «Служба малалла пырать, йăлтах лайăх», – ывăл телефонпа çапла çеç калатчӗ, – малалла каласа парать Федор Иванович. – Декабрь уйӑхӗнче черетлӗ вӗренӗве каятӑп тесе пӗлтерчӗ. Патшалăх ертӳçи Владимир Путин Донбасра ятарлӑ çар операцийӗ пуçланни çинчен пӗлтерсен йăлтах паллӑ пулчӗ. Президент каланӑ тӑрӑх, ятарлă çар операцийӗн тӗллевӗ – çынсене хӳтӗлесси. Украина территорине тухса каяс умӗн Андрей пиччӗшӗ патне телефонпа шăнкăравласа систерме ӗлкӗрнӗ. Çавӑнтанпа эпир пурте пӑшӑрханса пурӑнтӑмӑр. Мартӑн 10-мӗшӗсенче пирӗн пата Донбасран госпитальте сывалакан пӗр боец шӑнкӑравларӗ, Андрей амӑшне унăн йăлтах йӗркеллӗ тесе калама ыйтнă. Темиçе кунран вара...

– Вăл ушкăна килнӗ чухне питӗ çамрăкчӗ, опытсăр, анчах вӗренес кăмăлӗ питӗ пысăкчӗ. Опычӗ çуккишӗн Андрей пӗрре те пăшăрханмастчӗ, çакă ăна вăй-хăват çеç хушатчӗ. Çине тăнипе, тусӗсем пулăшнипе вăл питӗ лайăх кăтартусем тума пуçларӗ, снайпер пулса тăчӗ, çакă вара подразделенири чи лайăх стрелок пулнине пӗлтерет. Вăл чăн-чăн çар çынниччӗ. Хальхи вăхăтра ырă кăмăллă, питӗ тӗрӗс воспитани илнӗ çынна тӗл пулма йывăр. Яланах хăй тӗллӗн аталаннисӗр пуçне вăл пӗрле служба иртекенсене пулăшма ӗлкӗретчӗ. Темиçе уйăхранах Банкир – коллективра ăна çапла чӗнетчӗç – подразделенире чăн-чăн ăста кăна мар, кашниншӗн шанчăклă тус, тăван пек пулса тăчӗ! Андрей питӗ хăюллăччӗ, хăрушă лару-тăрура та хăйне лăпкăн тытма пӗлетчӗ. Андрейпе пӗрле служба иртме пултарнипе мухтанатпăр! Ушкăн ăна яланах асра тытать. Андрее пӗлнисем ăна нихăçан та манмӗç, – паллаштарчӗ хăйӗн асаилӗвӗсемпе 4-мӗш ушкăнăн командирӗ, ăна Тренер тесе чӗнеççӗ. 

Çак ушкăн йышӗнче Андрей Кульметьев 2022 çулхи март вӗçӗнче Украинăра националистсем яла туртса илесрен хӳтӗлессипе пӗлтерӗшлӗ тӗллеве пурнăçланă. Вăл десантниксемпе пӗрле пӗрремӗш ретре пынă. Кивӗ Буда патӗнче ушкăнăн уйрăм йышӗ засадăна лекнӗ, тăшмансемпе, сăмах май, вӗсем самай ытларах пулнă, çапăçу пуçланнă. Минометсенчен пеме тытăннă. Андрей хăйӗн пурнăçне хӗрхенмесӗр тусӗсене паттăррăн хӳтӗленӗ. Чăваш Ен каччипе Александр Никоновпа ун çумӗнче снаряд çурăлнă… 

Федор Кульметьев ывăлӗн çарти тусӗсем пулăшнипе мӗн пулса иртнине тӗпчесе пӗлме пултарнă. Вăл боецсене никама та пăрахса хăварманшăн тав тăвать: аманнисене те, вилнисене те çапăçу хирӗнчен илсе тухма пултарнă. Взвод командирӗн çумӗ Алексей аслă прапорщик (хушма ячӗ Кракер) Андрее 3 километр хăй çинче йăтса тухнă. 

– Эпир ывăла киле илсе килме, тивӗçлӗн пытарма пултарнăшăн пурне те тав тăватпăр, – 

куççуль витӗр пӗлтерет паттăрăн амăшӗ. Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн хушăвӗпе Андрей Кульметьева вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе чысланă, ăна унăн ашшӗпе амăшне панă. 

Ывăлăршăн тавах! 

Ырă кăмăллă, пурне те пулăшма хатӗр, чăн-чăн тус, юратнă ывăл, тăрăшуллă шăллăм, хастар та хăюллă салтак – ентешӗсем, тусӗсем, тăванӗсем Андрей Кульметьева шăп çакăн пек асра тытаççӗ. Шел пулин те, ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ. Вăл хăйӗн валли ансат мар çул-йӗр суйланă – тӗнче хӳтӗлевçи. 

– Чун хурланни çинчен пӗлтермесӗр тата тав сăмахӗсем каламасăр пултараймастăп. Мӗн пулса иртнине ӗненес килмест. Эпир Андрейпе институтра пӗр ушкăнра вӗрентӗмӗр. Вăл питӗ ырă кăмăллă çынччӗ. Яланах пулăшатчӗ. Килне, Нурлата, пуçтарăнсан манран та килне каймастăн-и тесе ыйтатчӗ, çула май лартса каятăп тетчӗ (эпӗ Алексеевски районӗнчен), питӗ тимлӗччӗ. Пурнăçа юрататчӗ, хаваслăччӗ... Çак списока тахçанччен те тăсма пулать. Сире çакăн пек вăйлă яшшăн тавах. Эсир чăн-чăн арçын çитӗнтернӗ. Вăй-хăват тата чăтăмлăх сире, – çапла çырса янă Андрейпе пӗр курсра вӗреннӗ Инна Нуртдинова. 

Чылайăшӗ çакăн пек сăмахсенех калаççӗ тата тав тăваççӗ Андрей Кульметьевăн ашшӗпе амăшне – Федор Ивановичпа Марина Арсентьевнăна. Андрей ӗмӗрлӗхе пурин асӗнче те юлӗ. Федор Иванович та яланах çапла калать: «Эпӗ ывăлпа мухтанатăп! Вăл Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ! Çӗнтерӳшӗн пуç хунă!»

Маргарита ЛИТТА.

Кульметьевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Все СВОи