Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРНЕ ТЕ АСРА ТЫТАТПĂР

Асăну кӗнекисемпе архив докуменчӗсем пулăшнипе хамăр ялсен  вăрçăри паттăрлăхӗ пирки пӗлтӗмӗр

Нимӗç оккупанчӗсем систермесӗр пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗрсе совет халăхне калама çук пысăк хăрушлăха кӗртсе ӳкернӗ, нуша кӳнӗ. Вăрçăн малтанхи тапхăрӗнче – 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа июль варриччен – Совет Союзӗ пысăк çухатусем тӳснӗ. Хӗрлӗ Çарăн Хӗвеланăç чиккинче вырнаçнă 170 дивизирен малтанхи йывăр çапăçусенче 22 дивизи тӗппипех арканнă, 72 дивизин çурри кăна тăрса юлнă. Пит нумай самолет, танк, оруди юрăхсăра тухнă.  Çак кӗске вăхăтра кăна 850 пин салтак пуç хунă.
Хăрушă та тискер вăрçă 1418 кунпа çӗр пынă вăхăтра тата сахал мар çухатусем пулнă, анчах та вăрçăн малтанхи кунӗсенчен пуçласах совет çыннисем фронтри çапăçусенче те, тылри ӗçре те пысăк паттăрлăх кăтартнă.

Пӗчӗк кăна Беловка ялӗнчен хаяр тăшманпа çапăçма 138 çын фронта  тухса кайнă. Ялта юлнисем вӗсене хăйсене шеллемесӗр тăшманпа  çапăçма пулăшнă.
Юлашки çулсенче нумай архивсем уçăлчӗç, Асăну кӗнекисем пичетленсе тухрӗç. Çавсемпе усă курса унччен паллă пулман вăрçă ветеранӗсене тупма май килчӗ. Вунă çул каялла вӗсен шучӗ 107 кăна пулнă, паян вара 138-ра çитрӗ. Вăрçă ветеранӗсен награда хучӗсемпе усă курса вӗсен паттăрлăхӗ пирки те пӗлме май пулчӗ. Беловка ялӗн Иккӗмӗш тӗнче вăрçинче уйрăмах палăрнă паттăрӗсемпе вулакансене те  паллаштарасшăн.
Малтанах вулакана Беловка çыннисем 1921 çулччен Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче пурăнни çинчен асăрхаттарасшăн, мӗншӗн тесен каярах асăнакансем пайтахăшӗ Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă.

Евгений Сергеевич Фомин (1919 – 1945)
1919 çулта Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă. 1940 çулхи июнь уйăхӗнче Аксу çар комиссариачӗ урлă Хӗрлӗ Çар ретне тăнă. 1942 çултан ВКП(б) кандидачӗ. Фомин лейтенант Ленинград фронтӗнчи 1197 САПăн  СУ16  экипажӗн командирӗ пулса нимӗçсемпе çапăçнă.
Наградисем:
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗ (30.01.1943);
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗ (03.05.1944);
– 1944 çулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче ăна Хӗрлӗ Ялав орденне пама тăратнă пулнă.
Вăрçă вӗçленес умӗн Евгений Сергеевич Берлин хулинче хыпарсăр çухалнă. Вăрçă хыççăн паттăрăн орденӗсене çар комиссариачӗн  ӗçченӗсем яла килсе амăшне, Ефросинья Титовнăна, парса хăварнă.
Фоминăн пӗр чыслав хучӗ çине çапла çырнă: «…За время боевых действий полка с 18.02.1944 г. тов. Фомин показал себя мужественным, смелым офицером. При прорыве оборонительной полосы противника на р. Многа 31.03.1944 г. подавил две пулеметные точки, одно ПТО, 3 дзота и уничтожил до десяти солдат противника. В боях за Коровье село поджег одно самоходное орудие «ферденант». Несмотря на ранение отказался уйти с поля боя и руководил экипажем до выполнения поставленной задачи.   Достоин правительственной награды – ордена Боевого Красного Знамени».

Никифор Никитович Уланов (1925 – 1986)
1943 çулхи сентябрӗн 28-мӗшӗнче Аксури РВКран вăрçа кайнă та 1-мӗш Прибалтика фрончӗн 270-мӗш Демидовски Хӗрлӗ Ялав стрелоксен дивизийӗн 975-мӗш стрелоксен полкӗнче автоматчиксен ротинче тăшманпа çапăçнă.
 Наградисем:
– «Хăюлăхшăн» медаль (15.07.1944);
– III степеньлӗ Мухтав орденӗ (02.08.1944);
– II степеньлӗ Мухтав орденӗ (23.08.1944);
– Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (26.10.1944);
– I степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗ (06.04.1985).
Вăрçă хыççăн вăл нумай çул Аксури çул юсакан участокра мастер пулса ӗçлерӗ. Никифор Никитовичăн чыслав хучӗсенчен пӗринче çапла çырнă: «…В боях за населенный пункт Лейман 8 августа 1944 г. тов. Уланов вместе со своим командиром отделения младшим сержантом Костюковым, несмотря на сильный вражеский огонь из танка и пулеметов, первым ворвался в д.Лейман, где огнем из автомата быстро уничтожил трех  гитлеровцев».

Леонид Викторович Константинов (1922 – 1997)
1941 çулта Аксу районӗн çар комиссариачӗ урлă вăрçа кайнă. Гварди аслă лейтенанчӗ, 145-мӗш гварди истребительпе танксене хирӗçле артиллери полкӗнче взвод командирӗ пулса нимӗçсемпе çапăçнă.
Наградисем:
– Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ;
– «Хăюлăхшăн» медаль;
– «Чехословакие ирӗке кăларнăшăн» медаль;
– «Варшавăна ирӗке кăларнăшăн» медаль;
– «Германие çӗнтернӗшӗн» медаль;
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçăн I степеньлӗ орденӗ.
 Леонид Викторович вăрçă хыççăн мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен Кивӗ Тимушкел шкулӗнче учительте ӗçлерӗ.
Хӗрлӗ Çăлтăр орденне тивӗçни пирки çырнă чыслав хутӗнче çапла çырнă ун çинчен: «...В бою под Короватичи взвод старшего лейтенанта Константинова подавил батарею пр-ка, сжег автомашину с боеприпасами, рассеял и уничтожил до полроты пехоты пр-ка. Когда немецкие автоматчики начали обходить взвод с фланга т. Константинов лег за пулемет и уничтожил 15 гитлеровцев. Своим личным примером поднимал дух бойцов. Достоин правительственной награды – ордена Красной Звезды. 10.02.1944 г».

Матвей Федорович Ефимов (1921 – 1945)
Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă. Ăна 1940 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче Аксури РВК урлă Хӗрлӗ Çара илнӗ. Гварди старшина Ефимов вăрçăра санитар пулса 27 гварди мотострелоксен бригадин 3-мӗш мотострелоксен  батальонӗн 1-мӗш ротинче тăнă.
Наградисем:
– Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (07.02.1945);
– III степеньлӗ Мухтав орденӗ (22.03.1945);
– II степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗ (29.04.1945);
– «Хăюлăхшăн» медаль (15.04.1945).
1945 çулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче Берлин çывăхӗнчи Кепеник хулинче пуç хунă. Паттăрăн пӗр чыслав хучӗ çине çапла çырнă: «…В боях с немецкими оккупантами показал себя смелым и умелым санитаром. 31 января 1945 года, несмотря на сильный пулеметный, оружейный и минометный огонь пр-ка сумел вытащить с поля боя 4-х раненых бойцов 16 роты. При этом уничтожил 2-х немецких солдат…»
Архивра Матвей Федоровича юлташӗсемпе пӗрле пытарнă вырăнăн схеми те тупăнчӗ.

Емельян Захарович Дмитриев (1919 – 2000)
 Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă. 1939 çулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче Аксу районӗн çар комиссариачӗ урлă Хӗрлӗ Çар ретне тăнă. Вăрçăра I Прибалтика фрончӗн 357-мӗш стрелоксен дивизийӗн 422-мӗш уйрăм разведротинче хӗсметре тăнă.
Дмитриев аслă сержантăн наградисем:
– «Хăюлăхшăн» медаль (30.11.1943);
– III степеньлӗ Мухтав орденӗ (14.05.1945);
– Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (31.05.1945).
Пӗр чыслав хутӗнче Емельян Захарович пирки çапла çырнă: «...12.11.1943 г. Дмитриев участвовал в разведгруппе, которая скрытно пробралась в тыл противника и вышла на ж. дорогу, идущую из ст. Дретунь в г.Полоцк и произвела подрыв железной дороги. Этим самым задержали на несколько дней движение по ней немецкого бронепоезда, который обстреливал наши наступающие части. Дмитриев неоднократно участвовал в разведовательных операциях, проявив себя как смелый и опытный разведчик».

Кузьма Алексеевич Кожеманов (1923 – 1996)
Беловкăра çуралнă. 1942 çулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче Аксури РВКран вăрçа кайнă. Станковăй пулеметчик пулса 189-мӗш стрелоксен дивизийӗн 891-мӗш  стрелоксен полкӗнче тăшманпа çапăçнă.
Наградисем:
– «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (14.08.1943);
– III степеньлӗ «Мухтав» орденӗ (22.07.1945);
– «Японие çӗнтернӗшӗн» медаль (25.10.1948);
– «Германие çӗнтернӗшӗн» медаль (24.05.1945);
– I степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗ (06.04.1985).
Кузьма Алексеевичăн чыслав хутӗнчен илнӗ йӗркесем: «Тов.  Кожеманов – отважный, бесстрашный боец. В боях на Ленинградском фронте он не щадя своей крови и самой жизни сражался за свободу и независимость нашей Родины. 26.1.43 г. в бою под Пулково был ранен, находясь в составе 168 сд, 23.6.43 г. был ранен вторично под Волосово, сражаясь в составе 891 сп. В третий раз был тяжело ранен под Псковом 4.3.44 г. в составе 189 сд и четвертое ранение (тяжелое) получил в бою под Нарвой 2.8.44 г., находясь в составе 14 сп 72 сд».
Вăрçă хыççăн мӗн пенсие тухиччен колхозра тăрăшса ӗçленӗ. 1996 çулта çӗре кӗнӗ.

Леонид Васильевич Фомин (1922 – 1992)
Беловкăра çуралнă. 1941 çулхи августăн 11-мӗшӗнче Аксури РВКран вăрçа кайнă. Вăрçăра Фомин сержант отделени командирӗ пулса 118-мӗш çирӗплетнӗ районăн 525-мӗш уйрăм пулеметпа артиллери батальонӗнче çапăçнă.
Наградисем:
– «Хăюлăхшăн» медаль (16.09.1944);
– Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (20.03.1945);
– III степеньлӗ Мухтав орденӗ (27.04.1945);
– «Германие çӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945);
– II степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗ (06.04.1985).
Пӗр чыслав хучӗ çине çапла çырнă: «…20.03.1945 г. Фомин участвовал в разведке с боем в районе Оглайши по захвату контрольного пленного. Показал образцы отваги, мужества и бесстрашия. Первый из группы захвата ворвался в траншею пр-ка и огнем своего автомата убил 4-х немецких солдат. Гранатой уничтожил ручной пулемет и тем самым обеспечил захват контрольного пленного. Достоин правительственной награды ордена Славы 3-й степени. Командир 525 опаб подполковник   Макаров. 20.03.1945 г.»
Вăрçă хыççăн Леонид Васильевич «Красное Знамя» колхозра счетовод пулса тăрăшнă, нумай çул хушши Аксури çул участокӗнче бухгалтерта ӗçленӗ. 1992  çулта çӗре кӗнӗ.
Пирӗн ялтан çапăçу хирӗсенче 81 çын пуç хунă, 57-шӗ кăна сывă таврăннă, вӗсем вăрçа пула юхăннă Тăван çӗршыва ура çине тăма пулăшнă. Паллах пӗр пӗчӗк статьяра кăна ялти пур ветеранăн  паттăрлăхӗ çинчен çырса кăтартма май çук. Вăрçăра пуç хунисен хушшинче пайтахăшӗ хыпарсăр çухалнă: вӗсен вилнӗ вырăнӗ те, вăхăчӗ те паллă мар. Çар комиссариачӗсем архивсенче кăтартнă списоксене шанас-тăк, вӗсенчен нумайăшӗ вăрçăн пуçламăш çулӗсенче хыпарсăр çухалнă. Анчах та пирӗн кашнинех пӗлсе тăмалла – эпир хамăр ветерансене пурне те асра тытатпăр: вӗсемпе мăнаçланатпăр. Кăçал тăван ялăмăр 100 çул тултарать, çакна халалланă уяв тӗлне Беловкăри  вăрçă ветеранӗсене халалласа пысăк палăк туса лартма хатӗрленетпӗр.

Сергей УЛАНОВ.
Аксу районӗ,
Беловка.
Автор архивӗнчи
сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев