Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Путин коронавируспа чирлисен пульницине тӗрӗсленӗ

Иртнӗ талӑкра Раҫҫейре коронавирус инфекцине тата 57 ҫын ертнӗ. Хальхи вӑхӑтра 14 регионра 495  инфекциллӗ ҫын хисепленет. 

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Мускаври Коммунарка поселокӗнчи пульницана ҫитсе курнӑ. Унта Covid-2019 коронавируспа чирлӗ пациентсем сипленеҫҫӗ.
Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пациентсене еплерех пӑхнипе, сиплени пе паллашнӑ тесе пӗлтерет Кремлӗн пресс-служби.
Раҫҫей Президенчӗ хӳтӗлев костюмне, бахил, перчеткесем тӑхӑннӑ, ун хыҫҫӑн тин пациентсене сиплекен условисемпе паллашнӑ.
Сирӗн коллективӑра ӑшшӑн тав тӑвӑр, эпӗ вӗсем хӑйсен боевой посчӗсенче мӗнле ӗҫленине куртӑм. Ҫар сӑмахӗсене усӑ курас килмест те, анчах чӑннипе те, веҫех сирӗн сехет пек ӗҫлет, лайӑх йӗркеленӗ механизм пек,– тенӗ Путин пульницан тӗп врачне Денис Проценкона.
Роспотребнадзор кӑтартӑвӗсемпе иртнӗ талӑкра Раҫҫейре коронавирус инфекцине тата 57 ҫын ертнӗ. Хальхи вӑхӑтра 14 регионра 495  инфекциллӗ ҫын хисепленет.

Кремль пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев