Пӗверпе шӳтлеме кирлӗ мар
РФ Сывлăх сыхлав министерстви июлӗн 27-мӗшӗнчен августăн 2-мюшюччен Пӗвер чирӗсен профилактикин эрнине ирттерчӗ
Тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп специалист-терапевчӗ, Хусанти патшалăх медицина университечӗн госпиталь терапийӗн кафедрин заведующийӗ Диана Ильдаровна Абдулганиева, ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп специалист – гастроэнтерологӗ, Республикăн клиника больницин гастроэнтерологи уйрăмӗн заведующийӗ Альфия Харисовна Одинцова, ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп специалист-токсикологӗ, Хусанти М.Н. Садыков ячӗллӗ 7№ клиника больницин токсикологи уйрăмӗн заведующийӗ Алия Рустамовна Насибуллина тата Республикăн клиника больницин 2№ хирурги уйрăмӗн заведующийӗ Ленар Ильдарович Зиганшин журналистсене пӗвер чирӗсемпе вӗсен сăлтавӗсем çинчен каласа пачӗç.
Тутарстан – пилотлă регион
Тутарстан пӗвер чирӗсене профилактика тăвассипе пилотлă регион пулнине палăртрӗç вӗсем. РФ Сывлăх сыхлав министерствин Терапипе профилактика медицинин Наци медицина тӗпчев центрӗн директорӗпе Оксана Драпкинапа 2026 çулăн пуçламăшӗнче алла-алăн ӗçлесси пирки калаçса татăлнă. Программăна апрель уйăхӗнчен пурнăçлама тытăннă. Çавăнпа та республикăра пӗвер чирӗсемпе аптракансене пысăк тимлӗх уйăраççӗ, Тутарстанра пурăнакансем диспансеризаци иртессине те нихăçанхинчен ытла тăрăшса йӗркелеççӗ. Программăна 2026, 2027 çулсенче пурнăçлама йышăннă.
Статистикăна пăхсан çулран çул пӗвер чирӗсемпе аптракансем, вилекенсем нумайланни курăнать. Тутарстанра çеç мар, Атăлçи регионӗсенче, Раççейре – тӗнчипе çапла. Тахçан-тахçан пӗвер чирӗсен тӗп сăлтавӗ алкогольлӗ шӗвексем ӗçни пулнă-тăк, цивилизаци вăй илнӗ май самăрланни малти рете йышăннă. Наркотиксемпе тӗлсӗр усă курни, пирус туртни, тӗрӗс апатланманни, хуçалăхра, промышленноçра усă куракан химипе наркăмăшланни, инфекцисем, 2-мӗш типлă диабет – çаксем пурте пӗвер чирӗсен сăлтавӗ пулса тăраççӗ. Ашшӗ-амăшӗнчен ачисене куçакан чирсем те пур. Халӗ тата БАДсемпе наркăмăшланни те тӗл пулать. Организмра вăл е ку витамин, минерал çителӗксӗр чухне вӗсене ӗçмелле, паллах, анчах тухтăрсемпе канашламалла малтан. Халӗ БАД кăларакансем, сутакансем йышлă. Анчах пурте тӳрӗ кăмăлпа пурнăçламаççӗ тивӗçӗсене, тата кашни çыннăн организмӗ хăйне евӗр – хăшне-пӗрне йышăнмасан та пултарать.
РКБна васкавлă пулăшу машинипе лекнӗ пациентка çинчен каласа пачӗ Альфия Одинцова. Пациентка çӳхелес тесе интернетра тупнă меслетпе усă курнă иккен: 21 тӗрлӗ курăка пӗрлештерсе 3 литрлă банкăра вӗрекен шывпа пиçӗхтернӗ. Талăкӗ-талăкӗпе ӗçнӗ ăна. Чăнах та, ӗмӗтленнӗ пекех çӳхелнӗ, ӗçме чарăнсан та килограмсем чакма чарăнман. Савăнмалла пек, анчах хăйне япăхрах туйма пуçлать. Аптраса ӳксен васкавлă пулăшу чӗнме тивет…
Тӗрлӗ чир-чӗртен хамăр тӗллӗн сипленни те хур тума пултарасси çинчен каласа пачӗç. Тӗслӗхрен, эпир пурте лайăх пӗлекен парацетамол та 10 грамран иртсен пысăк сиен кӳме пултарать иккен. Хăшӗсене, пӗверӗ ахаль те йăвашраххисене, сахалрах доза та инкек патне çитерет. Çавăнпа врачпа канашлани вырăнлă.
Пӗвер чирленине тӳрех палăртмасть
Тухтăрсем пӗверӗн 100 ытла чирне тупса палăртнă. Спикерсем çакна асăрхарӗç, ал-ура ыратса «сас парать», пӗвер «шавламасть». Чир паллисене ультрасаслă тӗрӗслевпе, анализсем парса тупса палăртаççӗ. Анчах терапевтсем пур чухне те чир пуçланнине асăрхаса ӗлкӗреймен тӗслӗхсем те пур.
«Çын пурăнать, медтӗрӗслевсем иртет, сывлăхӗ аван. Тăруках пӗвер циррозӗпе аптраса ӳкет. Мӗншӗн маларах асăрхаман унăн чирне? Тӳрех пӗвер циррозӗ диагноз пулмасть», – хӗрӳллӗн калаçать Диана Абдулганиева.
Кун пек лару-тăру терапевтсен, пӗтӗмӗшле практика врачӗсен пӗлӗвне ӳстерме хистет. Çапла майпа чир пуçлансанах палăртса сиплеме май пулнине палăртрӗç спикерсем. Республикăра гастроэнтерологсем çитменнине те «саплаштарӗç» терапевтсем.
Наркăмăшлантаракан препаратсем çинчен каланă чух врачсем хура тмина темиçе хут та асăнчӗç. Халӗ интернетра чăнах та апата хура тмин е унăн çăвне хушни сывлăхшăн усăллă тенине час-час тӗл пулатпăр. Анчах пӗвер чирӗпе аптракансен унпа усă курма юрамасть, аллерги пулас хăрушлăх та пур.
Пӗвершӗн тепӗр сисчӗвлентерекен çимӗç – кăмпа. Шăна кăмпипе (мухомор) сипленекенсене те асăрхаттарчӗç спикерсем. Тислӗк кăмпи (бледная поганка) вара пӗвершӗн чи хăрушши пулса тăрать – кăшт çисен те наркăмăшлантарса вӗлерсе пăрахать.
Донор пӗверне 4-5 уйăх кӗтеççӗ
Ленар Зиганшин республикăри трансплантологи аталанăвне каласа пачӗ. Унăн историйӗ 2018 çулхи декабрь уйăхӗнче пуçланнă. Пӗрремӗш çул Тутарстан врачӗсем 13 операци тунă. Паллах, пысăк цифра тееймӗн ăна, анчах тухтăрсем 13 çын пурнăçне çăлма пултарнă. Çулран çул операцисен шучӗ ӳссех пырать. 2026 çулта паянхи куна 41 операци ирттернӗ. Пӗтӗмӗшле илсен 48 çулсенчи хӗрарăмсем ытларах пулнине палăртрӗ Л.Зиганшин. Пациентсен донор пӗверне вăтамран 4-5 уйăх кӗтме тивет.
Ӗçӗн кăткăслăхӗ çинчен те каласа пачӗ трансплантолог.
Икӗ хӗрарăма операци тумалла пулнă. Иккӗшӗ те пӗвӗпе çинçе, пысăк пӗвере вырнаçтарма çук. Тухтăрсем питӗ асăрханса пӗвере икке пайланă, операци ăнăçлă иртнӗ – пациенткăсен сывлăхӗ лайăхланнă.
Операци иртнӗ пациентсене врачсем сăнасах тăраççӗ, енчен те мӗнле-тӗр ыйтусем сиксе тухсан пациент хуть хăш вăхăтра та пулăшу ыйтса пыма пултарать.
Пресс-конференци вӗçленес умӗн спикерсем вулакансене, телекуравçăсене В, С гепатитсенчен вăхăтра вакцинаци тумаллине аса илтерчӗç, вăхăтра диспансеризаци иртмелле, билирубин пӗлме анализ памалла. Çаплах пилӗке миçе сантиметр пулнине тӗрӗслесе тăмалла. Арçынсен пилӗкӗ – 94 сантиметртан, хӗрарăмсен 80 сантиметртан сарлакарах пулсан тӗрӗслевсем ирттермелле. «Пӗвер анализсемпе калаçать», – теççӗ врачсем ун пирки. 40 çула çитменнисен икӗ çулта пӗрре, 40 çултан иртнисен çулталăкра пӗрре глюкоза, сахар, углевод, çу (жир) анализӗсене памалла. 45 çула çитнисем диспансеризаци программипе ФГДС иртеççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев