Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççее шалтан аркатма, нацисене пӗр-пӗрнипе хирӗçтерме, нацисемпе тӗнсен хушшинчи çыхăнăва татма пăхни халăхсен хутшăнăвӗсене çирӗплетнӗ кăна

Экспертсен шучӗпе, Раççей обществине пӗрлехи савăнăçпа çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем çеç мар проблемăсем те çывăхлатаççӗ. Пӗрле кар тăрса тăшмана çӗнтересси, чухăнлăха пӗтерсе пурнăç пахалăхне ӳстересси, экономикăна, вӗрентӗве, наукăна тата ыттине аталантарасси. Хăрушлăх кăларса тăратма пултараканнисен шутне миграци политикине кӗртнӗ.

ВЦИОМ (Пӗтӗм Раççейри обществăлла шухăша тӗпчессипе центр) тӗпчевӗсем Раççейре пурăнакан тӗрлӗ халăхсен хушшинчи ăнлану тата пӗр-пӗрне тӗрев парасси пысăк шайра пулнине кăтартнă. Мӗнре пытаннă-ха çӗршывра пурăнакан халăхсен туслăхӗ тата Тутарстанăн тӳпи мӗнлерех ку ӗçре? 
Çак ыйтусене пăхса тухнă Экспертсен клубӗн пайташӗсем. Раççей обществине Хӗвеланăç çӗршывӗсем пӗр пулса пире хирӗç тăни тачăрах пӗрлешме пулăшнă. Раççее шалтан аркатма, нацисене пӗр-пӗрнипе хирӗçтерме, нацисемпе тӗнсен хушшинчи çыхăнăва татма пăхни хирӗçле эффект панă. Урăхла каласан, ку халăхсен хутшăнăвӗсене çирӗплетнӗ кăна. 

Хусан федераллă университечӗн Халăхсен хутшăнăвӗсен, тӗнче политикипе дипломати кафедрин заведующийӗ Андрей Большаков палăртнă тăрăх, граждансен ¾ пайӗ тулашран килекен агрессие хирӗç тăма хатӗр. Эксперт шучӗпе, Тутарстанра тӗрӗс политика илсе пынине кура этноссемпе тӗн конфессийӗсен хушшинчи çыхăну çирӗп аталанса пырать. Хăрушлăх кăларса тăратма пултараканнисен шутне миграци политикине кӗртрӗ. Ку енӗпе ӗçсене самай лайăхлатмаллине, миграци политикине тӳрлетӳсем кӗртмеллине палăртрӗ. Системăра халиччен шута илмен шăтăк-путăксем пулнипе çӗршыва хăйсене адекватлă тыта пӗлменнисем килме пуçланă. Ахăртнех вӗсем хатӗрленӗ агентсем пулма пултараççӗ. 

«Радикаллă исламизмпа этнос характерӗллӗ йӗркене пăснин формисене уйрăмах тимлӗхе илмелле. Раççейшӗн чи хăрушши — Ислам патшалăхӗн идейисене тӗрев паракан анăç службисен, украинсен, Тӗп Азин ятарлă операцийӗсем», — тенӗ Андрей Большаков. 

Экспертсем тимлӗхе илнӗ тепӗр ен — йăлари хаклăхсем. Вӗсем Раççейре пурăнакан халăхсене пӗрлештерсе тăраççӗ. Хуть мӗнле халăхшăн та пурнăç, çемье, тивӗçлӗх, Тăван Çӗршыва хӳтӗлесси, çирӗп çемье, ӗç, милосерди, чун тӳрӗлӗхӗ, пӗр-пӗрне хисеплесси чи хаклă ăнлавсем. «Маншăн çак ăнлавсем пуш сăмах мар, вӗсем чăн та чи кирлисем. Йăлари хаклăхсем ӗмӗртен ӗмӗре куçса йӗркеленсе те çирӗпленсе пынă. Шăпах вӗсем пӗрлештереççӗ те нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ çӗршыва», — тенӗ Хусанти инноваци университечӗн наука енӗпе ӗçлекен проректорӗ Игорь Бикеев. 

Вăл палăртнă тăрăх, Раççей обществине пӗрлехи савăнăçпа çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем çеç мар проблемăсем те çывăхлатаççӗ. Пӗрле кар тăрса тăшмана çӗнтересси, чухăнлăха пӗтерсе пурнăç пахалăхне ӳстересси, экономикăна, вӗрентӗве, наукăна тата ыттине аталантарасси. Пӗрле эпир самай пысăкрах ӗçсем тума пултаратпăр тесе шутлать Бикеев юлташ. 

Эсперт шучӗпе, Тутарстанăн тӳпи ку ӗçре питӗ те пысăк. Республикăра иртекен тӗрлӗ нацисен праçникӗсем тахçанах пӗтӗм халăхăн пулса тăнă. Хăй сăмахӗнче вăл вырăссен «Каравонне», тутарсен «Сабантуйне», чăвашсен «Уявне», марисен «Семыкне» тата ыттисене асăнса пысăк хак пачӗ. 
ТР Обществăлла палатин пайташӗ, педагогика наукисен докторӗ, Раççейӗн тава тивӗçлӗ тренерӗ Ольга Павлова шучӗпе, наци праçникӗсене ирттерсе тăван чӗлхепе ирӗклӗ калаçма пултарни, харпăр тӗнпе тата йăла-йӗркене тытса пырса пурăнни питӗ кирлӗ япаласем. Раççейре ку йăлтах пур. Нацисен пӗртанлăхне упраса хăварассине вăл чи кирлӗ ӗçсен шутне кӗртрӗ. «Раççей хуть хăçан та мирлӗ хутшăнăва хатӗр пулнă. Вăл тӗрлӗ культурăпа, тӗрлӗ чӗлхесемпе пуян. Нумай нацилӗх пирӗн чи пысăк пуянлăх, пирӗн вăй. Пӗрле эпир мӗнпур йывăрлăха çӗнтерме, наукăра искусствăра чи пысăк тӗллевсене пурнăçлама, вăрçă хирӗнче çӗнтерме пултаратпăр. Пирӗн республикăра социаллă экономика аталанăвӗ, обществăлла политика çирӗплӗхӗ, нацисен килӗшӳллӗ хутшăнăвӗсем питӗ çӳллӗ шайра. Çак виçӗ кит çинче тытăнса тăрать те Тутарстан», — терӗ Ольга Павлова. 

Хăй сăмахӗнче вăл июлӗн 21-мӗшӗнче республикăра Вырăс Православи чиркӗвӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ Турă Амăшӗн Хусан турăшне тупнăранпа 445 çул çитнине палăртнине те асăнса хăварчӗ. Ун шучӗпе ку пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм, çапла майпа вăл Тутарстанра мӗнпур тӗне хисеплесе йышăннине, вырăна хунине палăртрӗ. 

Хусан федераллă университечӗн Социаллă философи наукисен институчӗн наука енӗпе ӗçлекен директор çумӗ, пӗтӗмӗшле тата этносоциологи кафедрин профессорӗ Мария Ефлова шучӗпе юлашки вăхăтра Раççейре этноссен хушшинчи килӗшӳ çӳллӗ шайра. Чи кирли — вӗсем институционаллă шайра кăна мар уйрăм çынсен хушшинче те лайăх шайра пулни. "Мӗншӗн тесен нацисен хутшăнăвӗсен атмосферине йӗркелессине, хутшăнусенчи чăрмавсенчен хăтăлассине, социаллă çыхăнусене аталантарассине пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çакă пулăшать те ӗнтӗ республикăра социаллă психологи лару-тăрăвне ырăлатма, коммуникаципе вӗрентӳ процесӗсене лайăхлатма. Мария Ефлова палăртнă тăрăх, çаксем пурте ют çӗршывран вӗренме килекенсене илӗртеççӗ те. Юлашки вăхăтра республикăра ют çӗршыв студенчӗсен шучӗ палăрмаллах ӳснине палăртрӗ эксперт. 
Ирина ГОРДЕЕВА.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика