Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАÇÇЕЙ ЧĂВАШӖСЕМ 30-МӖШ УЯВ КАРТИНЕ ТĂЧӖÇ

Июлӗн 8-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмери Уява 18 пин ытла çын килсе курчӗ

Республика Уявӗнче кăçал 34 градус шăрăх тăрсан та хутшăнакансем те, курма килекенсем те сахалăн пулмарӗç. 80 яхăн пултарулăх ушкăнӗ хăйӗн тумӗпе, юрри-ташшипе савăнтарчӗ. Статусӗпе Республика Уявӗ пулсан та кăçал та Раççей шайӗнчех иртрӗ вăл. Пултарулăх ушкăнӗсем Тутарстанри районсемсӗр пуçне Чăваш Енрен, Пушкăртстанпа Удмурт республикисенчен, Ульяновск, Оренбург, Пенза, Ленинград, Саратов, Самара, Тюмень облаçӗсенчен килнӗччӗ. Турипе анатри тата анат енчи чăвашсене çапла пӗр площадкăна пухни чăваш халăхӗн культурине туллин кăтартма май пачӗ.

Тутарстанри Уява пӗрремӗш хут килекенсем те пурччӗ. Оренбург тăрăхӗн чăвашӗсем, тӗслӗхрен, уяв умӗн пӗр кун маларах çитсе «Çӗнӗ Сăвар» туризм комплексӗн хулашӗ умӗнчи «палаткăсен хулинче» вырнаçнăччӗ. Епхӳри чăваш вырсарни шкулӗнчи «Элем» ансамбль те Петӗр Хусанкай ялӗнче хальччен пулса курман-мӗн. Удмурт Республикинчи йăхташсемпе паллашма та май пулчӗ. Пултарулăх ушкăнӗсем Уяв лапамӗнчи сценăсем çинче иртенпех пӗр-пӗринпе ылмашăнса юрăсем юрларӗç. Тӗп урамăн айккипе ретӗн-ретӗн вырнаçнă лавккасем халăха чăваш тумӗ, эрешӗ, тӗрри, пылак çимӗç, ал ӗçӗсем, хăваран явнă карççинккасем, тăм савăтсем, Пăва нускийӗ таранах сӗнчӗç.

Чи пӗчӗккисем валли «Ача-пăча вăйă карти» ӗçлерӗ, ытти сценăсем çинче куракана «Аталан» фестивалӗн гала-концерчӗ, чиперккесен «Уяв пики» конкурсӗ йыхăрчӗç. Çавăнпа Уяв лапамӗ иртенпех вӗлле хурчӗ пекех сӗрлерӗ. 

 

Уяв – çамрăксен праçникӗ

 

Çамрăксем ӗлӗк çуллахи Микуларан пуçласа Питравччен вăййа тухнă, хӗрсемпе каччăсем пулас мăшăрӗсемпе шăпах кунта паллашнă. Йăлана çӗнӗрен чӗртсе июлӗн 6–8-мӗшӗсенче Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ Сиктӗрмере çамрăксен фестивальне ирттерчӗ. Тутарстан, Чăваш Енпе Пенза çамрăкӗсем хутшăнчӗç унта. Йӗркелӳçӗсемпе спикерсемсӗр пуçне 14–30 çулсенчи 60 çамрăка пухрӗ вăл. «Пӗрремӗш кунӗнче çамрăксем тăван чӗлхепе мӗнле калаçнине, юрри-ташшине пӗлнине пăхрăмăр. Иккӗмӗш кунхине спикерсем пулăшнипе лекцисемпе мастер-классем ирттерсе чăваш историйӗпе, фольклорӗпе, юрри-ташшипе çывăхрах паллаштартăмăр. Виççӗмӗш кунӗнче гала-концерт йӗркелесе хăйсен пултарулăхне кăтартма майсем туса патăмăр. Çавăнпа ума лартнă тӗллевсене пурне те пурнăçларăмăр. Чăваш мифологийӗпе ирттернӗ квеста 30 çултисем те хаваспах хутшăнчӗç, лекцисене 14-рисем те интересленсе итлерӗç», – терӗ «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева фестивалӗн тӗп тӗллевӗпе паллаштарса. Сăмах май, çамрăксен фестивалӗн хăни хальхинче Алексей Московский юрăç пулнă. Çаплах çамрăксем «Хузангаевское» хуçалăхăн сыр, çу, çăратнă сӗт кăларакан производство цехӗсенче те пулса курнă. «Инна Ивановна Лисинăна пире пулăшнăшăн темӗн пысăкăш тав. Тепӗр çул та унта çакăн пек фестиваль ирттерессе шанатпăр. Мӗншӗн тесен çамрăксене питӗ килӗшнӗ, малашне тата тӗл пуласшăн вӗсем», – терӗ Юлия.

 

Литература фестивальне И.Яковлев килчӗ 

 

Кăçалхи Уява И.Я.Яковлевăн 175 çулхи юбилейне, РФ Педагог тата вӗрентекен çулталăкне халалланăран кăçал та литература фестивальне ирттерме йышăннă йӗркелӳçӗсем. Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчи чăваш çыравçисене пуçтарчӗ вăл. Программăна хальхинче те Светлана Асамат сăвăç ертсе пычӗ. Çыравçăсемпе сăвăçсем унта хăйсен тата классиксен сăввисене хавхаланса вуларӗç. Литература фестивалӗ еннелле Уяв лапамӗ тăрăх И.Я.Яковлев утнине курсан вара нумайăшӗ хăйӗн куçне те шанмарӗ-тӗр. Чăваш азбукин авторне К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Павлов питӗ ăста калăпларӗ. 

 

Уяв карти 

 

Юбилейлă Уявра, шучӗпе кăçалхи 30-мӗш пулчӗ, хальхинче республикăсен тата КПРФ партин ертӳçисем пулмасан та, праçникӗн шайне те, илемне те чакараймарӗ ку. Пухăннисене Элкел район пуçлăхӗ А.Никошин, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ М.Ахметов, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Т.Казакова саламларӗç.

ТР Раисӗн Р.Миннихановăн, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Ф.Мухаметшинăн саламне çитерчӗ. Хăй сăмахӗнче вăл Тутарстанра 170 ытла халăх пурăннине, çуркуннерен пуçласа кӗркуннеччен кашни эрнерех наци уявӗсене ирттернине асăнчӗ. «Тутарстан Раисӗ нацисен ыйтăвне пысăк тимлӗх уйăрать. Ку вăл унăн кулленхи ӗçӗ. Тутарстан çитӗнӗвӗ – туслă пурăннинче. Эпир республика задачисене тӗллевлӗн пурнăçлатпăр. Малашне те тăван чӗлхесене аталантарасси, йăла-йӗркесене сыхласа хăварасси çине пысăк тимлӗх уйăрăпăр. Эсир, чăвашсем, малашне те çакăн пекех вăйлă пулăр», – терӗ Марат Готович Уява пысăк хак парса. 

Пултаруллисене патшалăх наградисемпе чысларӗç. Вӗсен йышӗнче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова та пулчӗ, ăна ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Т.Казакова ЧР Патшалăх Канашӗн Хисеп хутне пачӗ.

Уявăн сумлă хăнисем хальхинче те йышлăччӗ: ТР культура министрӗн çумӗ Д.Натфуллин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К.Яковлев, ТР ЧНКА председателӗ Д.Самаренкин, ЧНК, РФ ЧНКА тата УОЧНКА, Питӗрпе Ленинград облаçӗн ЧНКА председателӗсем В.Клементьев, Н.Гаврилов, В.Бабайкин, В.Гаврилов, районти ЧНКЦ ертӳçисем, ЧР Патăрьел район пуçлăхӗ Р.Селиванов пулчӗç.

Юлашкинчен «Звениговское» СХП ертӳçи И.Казанков сăмах илчӗ. Кама леш енчи чăвашсен Уявне паянхи кунччен сыхласа хăварса çапла илемлӗ ирттернӗшӗн йăхташсене пурне те чӗререн тав турӗ вăл. Хăйсен ялӗнче ăна мӗнле паллă тунине аса илсе каласа панă май малалла тырçи пуçланассине каларӗ. Типӗ çанталăка пула çӗр нӳрӗкӗ пурӗ те 13 процента кăна юлнăран хирти хăш-пӗр тырă ӗлкӗрсе те çитнӗ иккен. «Паян каçчен юрлатпăр, савăнатпăр, мӗншӗн тесен Питрав çитмен-ха. Çапах та çитес кунсенче ӗççине тухатпăр. Ӗçлемелле пирӗн, туссем», – терӗ вăл. 

Тав тумалăх пур

 

Иван Иванович Казанкова çӗре çите пуç тайса тав тумалăх пур. Уявăн тӗп спонсорӗсенчен пӗри пулнипе кăна та мар, чăвашсемшӗн калама çук пысăк ӗç тăвать вăл. «Çӗнӗ Сăвар» туризм комплексӗ çӗклесе авалхи несӗлсен çӗрне пулас ăрусем валли сыхласа хăварать. Хулаша туса пӗтермен-ха, апла пулин те капмар пуласси халех курăнать. Ун стенисем çумӗнче «Авалхи чăваш çурчӗсем» музейсем, çилпе шыв арманӗсем ӗçлеççӗ те ӗнтӗ. Хӗл Мучин çуллахи резиденцийӗ те кунтах вырнаçӗ. Чи пӗчӗккисем валли ятарласа «Халап çурчӗ» те хăпартса лартнă. Кунта Çӗнӗ çул персонажӗсемсӗр пуçне чăваш мифологийӗн тӗп геройӗсемпе те паллашма пулӗ малашне. Çуртăн строительстви вӗçленмен пулсан та Чăваш патшалăх пукане театрӗ Уявра унта Р.Сарпин «Уйăх çинчи хӗр» спектаклӗн пуканисен куравне йӗркелерӗ тата П.Хусанкайăн «Тӗнчере мӗн вăйлăрах?» постановкине лартрӗ.

Уява И.Яковлевăн 175 çуллăхне тата РФ Педагогпа вӗрентекенсен çулталăкне халалланăран прологра чăваш çырулăхӗн темине те кӗртнӗ. Тӗп сцена çинче И.Яковлев «хăй» Халал вулани хăй пӗр тӗлӗнтермӗш пулчӗ. Кашни сăмахӗ чăвашăн чунне кӗрсе вырнаçни иккӗленӳллӗ мар. Чăваш алфавитӗнчи саспаллисене кӗçӗн класри ачасем йăтса чупни вара символлă пулчӗ, мӗншӗн тесен чӗлхе пуласлăхӗ шăпах вӗсенче-çке. Хальхинче Уяв прологӗнче йӗркелӳçӗсем Тутарстан чăвашӗсен паянхи кунччен упранса юлнă йăлисене кăтартма тăрăшрӗç, аксусем «Çимӗк», элметсем «Учӳк», çарăмсансем «Çумăр пăтти», теччӗсем «Чӳклеме», çырчаллисем «Чăваш туйӗ» йăлисемпе питӗ илемлӗн паллаштарчӗç. Сиктӗрмесем «Йӗлме» йывăçне лартса ун çине чечекрен çыхнă пуç кăшăлӗсене çакнă хыççăн пухăннисене пурне те уяв картине чӗнчӗç. Вăл питӗ хитре пулса тухрӗ.

 

«Уяв пики – 2023» – Анна Иванова

 

Кăçал «Уяв пики» конкурса 11 пике хутшăнчӗ: Ксения Герасимова (Пăва районӗ, Элшел), Елена Емельянова (Пăва районӗ, Альших), Анна Иванова (Çарăмсан районӗ, Сосновка), Мария Григорьева (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк), Анна Демьянова (Чăваш Ен, Сӗнтӗрвăрри округӗ, Сӗнтӗрпуç), Евгения Хайруллина (Элкел районӗ, Кивӗ Тахтал), Руслана Михайлова (Чăваш Ен, Йӗпреç округӗ, Вăтаел), Юлия Воронцова (Чăваш Ен, Елчӗк округӗ, Патреккел), Раиса Кузьмина (Нурлат районӗ, Нурлат хули), Анастасия Ильина (Хусан хули) тата Анастасия Айдова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел). 

Кашни çул тӗлӗнме пăрахмастпăр çак конкурса йӗркелекенсенчен, унта хутшăнакансенчен: пӗр кун маларах кăна килсе мӗнле майпа хатӗрленсе çитме пулать-ха çапла тӗплӗн? Сцена çинчи пикесене пăхса ытармалла мар-çке, пӗринчен пӗри маттур. Конкурса йӗркелесе ирттерессинче, паллах, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс директорӗн, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗн Сильвия Чаркинан тӳпи пысăк. Кӗске вăхăтрах хитре уяв тума пӗлет Сильвия Николаевна.

Кăçал «Уяв пики» конкурса кăштах улшăнусем кӗртнӗ – хӗрсем унчченхи çулсенчи пек чăваш апачӗ хатӗрлесе аппаланмарӗç. Çанталăкӗ те çав тери шăрăхчӗ – 35 градус таран, кун пек чух апата упрама йывăр. Ку ăмăрту вырăнне хальхинче чăваш пикисем хăйсен асламăш-кукамăшсен авалхи кӗписемпе тухрӗç сцена çине, тум çинчен, унăн историйӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗç. Пӗр пек кӗпе никамăн та пулмарӗ, кашни хăйне евӗрлӗ, илемлӗ. Хăйсемпе паллаштармалли «Визитка» тата пултарулăх конкурсӗсенче те хӗрсем маттур пулчӗç, кашни тӗлӗнмелле талантлă – юрлама та ăста, ташлас енӗпе те маттур, хăйсем çырнă сăвăсене калакансем те пулчӗç. 

 

«Уяв пикине» хутшăнакансене ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Татьяна Казакова, ТР Халăхсен асссамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Тутарстанри Халăхсен çамрăксен ассамблейин председателӗ Тимур Кадыров саламларӗç, конкурсăн кирлӗлӗхне палăртрӗç. Т.В.Казакова кашни пикене Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн парнине пачӗ. 

Жюри хӗрсен пултарулăхне хакласа пӗтӗмлетӳ тусан конкурса хутшăнакан пикесем Уявăн тӗп сцени çине тухрӗç, çакăнта чыслав иртрӗ те. Çапла вара 3-мӗш вырăна – «Сарпике» номинацие – Мария Григорьевăпа Руслана Михайлова, 2-мӗш вырăна – «Маттур пике» номинацие – Ксения Герасимовăпа Анастасия Айдова йышăнчӗç. 1-мӗш вырăна – «Уяв пики – 2023» титула вара кăçал Çарăмсан районӗн хӗрӗ Анна Иванова тивӗçрӗ. Пурне те саламлатпăр! Пикесене кашнинех спонсорсем хаклă парнесемпе чысларӗç. 

«Уяв пикине» йӗркелекенсем конкурса ирттерме пулăшнă партнерсемпе спонсорсене – ТР Халăхсен ассамблейине, ТР Халăхсен Туслăхӗн Çуртне, ТР Чăваш наципе культура автономине, «Сувар» республика хаçатне тата унăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзне, «ВЛАДИС» куçман пурлăхăн федераллă агентствине тата унăн ертӳçине Владимир Цыбакова, «Гектор Двери» суту-илӳпе производство компанине, «Виçӗ хӗвел» бренда йӗркелекен Кристина Макосеевăна, «БлагоДарение» ыркăмăллăх фондне, çавăн пекех Сергей Чаркина, Вера Юнусовăна, Елена Бултыковăна, Татьяна Фадеевăна – чӗререн тав тăваççӗ. 

Шăрăха пăхмасăр Уяв программи малаллах тăсăлчӗ. Пӗр сцена та пушă тăмарӗ. Вӗсемсӗр пуçне тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗ хӗрсе пычӗ: вăйлисем кӗрешӳ кавирӗ çине тухрӗç пулсан, теприсем лашасемпе ăмăртрӗç.Футбол, волейбол площадкинчен те çын татăлмарӗ. Уява хутшăннисене пурне те тӳлевсӗр апатлантарнисӗр пуçне Иван Иванович Казанков кăçал та пӗлтӗрхи пекех «Звениговский» хуçалăхăн продукцийӗнчен тăракан кучченеç парса ячӗ. Çапла савăнăçлă та анлă ирттерчӗç тутарстансем Уява.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Авторсен сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев