Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин: «Эпир хамăрăн ачасене Анăç витӗмӗнчен хӳтӗлеме тивӗç, хӳтӗлӗпӗр те»
Февралӗн 21-мӗшӗнче Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвӗ умне Чӗнӳпе тухса сăмахне геополитикăри лару-тăруран, Украинăри хирӗçтăруран, ятарлă çар операцийӗн пӗлтерӗшӗнчен, çӗршывсен хутшăнăвӗсенчен пуçларӗ.
Февралӗн 21-мӗшӗнче Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвӗ умне Чӗнӳпе тухрӗ.
Хăй сăмахне РФ Президенчӗ геополитикăри лару-тăруран, Украинăри хирӗçтăруран, ятарлă çар операцийӗн пӗлтерӗшӗнчен, çӗршывсен хутшăнăвӗсенчен пуçларӗ. «Раççей темӗнччен Украинăри конфликта мирлӗ татса пама тăрăшрӗ. Кăлăхах. Анăç ертӳçисем Донбасра мирлӗ пурнăç йӗркелеме шантарса улталарӗç. Вӗсем çапла каласа юри вăхăта тăсрӗç. АПШ, НАТО пирӗн чикӗсем патӗнче хăйсен çар базисене, вăрттăн биолабораторисене вырнаçтарчӗ, Украинăри неонацистсене те хӗтӗртсех тăчӗç, хăйсене пăхăнса тăракан Киев режимне хатӗрлерӗç... », – терӗ Владимир Путин. Ятарлă çар операцине пуçласа чи малтан çӗршывăн чиккисене, граждансен пурнăç хăрушсăрлăхне хӳтӗлесси пирки шутланине каларӗ. Раççей Президенчӗ ку çулта Федераллă Пуху патне Раççейшӗн кăткăс, историлле пӗлтерӗшлӗ пулăмсен вăхăтӗнче тухнине палăртса вӗсем Раççейӗн, ун халăхӗн пуласлăхне палăртнине, кашни çинче пит пысăк яваплăх пулнине палăртрӗ.
«Эпир хамăр халăха, çынсен пурнăçне, киле сыхлатпăр. Анăçăн тӗллевӗ – чикӗсӗр влаçпа Раççее стратегилле майпа пӗтересси. Вӗсем Киев режимне 150 миллиард долларлăх пулăшу кӳчӗç, çав вăхăтра чухăнлăхпа кӗрешекен çӗршывсене 60 милиард доллар пачӗç. Ăнланмалла-и? Тата хăйсенчен пулăшу укçине илекенсен умне пӗр сăмахсăр пăхăнма требованисем лартаççӗ...» Анăç Киева инçете перекен хӗç-пăшалпа тивӗçтерме тытăнсан Раççей çак хăрушлăха хăй чиккисенчен самай инçерех куçарма пуçласси пирки те асăрхаттарса хăварчӗ Владимир Путин.
Раççей Президенчӗ кăмăл-сипет пирки те вирлӗ каласа хăварчӗ. Библире, ытти тӗнпе çыхăннă çветтуй кӗнекесенче çырнине асăнса пур çӗрте те Турă хӗрарăмпа арçын пӗрлешӗвӗ çеç çемье шутланнине каларӗ. Раççейшӗн ку хут хăçан та тӗп никӗс пулассине палăртрӗ. «Илтнӗ-и эсир, Анăçра Турра гендерла нейтраллă тăвасси çинчен? Вӗсем хăйсем мӗн тунине те ăнланмаççӗ пулмалла, Тур каçартăр вӗсене... Хăйсене кăмăл-сипет катастрофи патне вирхӗнтернине Анăçра сахал кам ăнланать. Элита ухмаха тухса пырать. Шел, ăна сиплеме çук. Эпир вара хамăрăн ачасене хӳтӗлеме тивӗç, хӳтӗлӗпӗр те», – терӗ çирӗппӗн патшалăх пуçлăхӗ.
Çӗршыври социаллă политика, экономика лару-тăрăвӗ çине куçса Владимир Путин Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенчи социаллă экономика аталанăвӗн хăвăртлăхӗ ӳссе пырассине палăртрӗ. Унта Крым тӗслӗхӗпе предприятисене çӗнӗрен чӗртессине, ӗç вырăнӗсем уçассине, Азов тинӗсӗн порчӗсене çӗнетессине, çулсем тăвассине пӗлтерчӗ.
Стратегилле задачăсен шутне Раççей Президенчӗ экономикăна çӗнӗ шая çӗклессине кӗртрӗ. Ăна пурнăçлас тесен ведомствăсен хушшинчи хирӗçтăрусене, ытти кирлӗ-кирлӗ мара пăрахăçламаллине хытарса каларӗ. «Йăлт ӗç валли, йăлт кăтартушăн. Çемье предприятийӗсене уçни вăл – хăйне çӗнтерӳ. Пӗтӗмӗшле çитӗнӳре кашнин тӳпи пулмалла – акă мӗн кирлӗ», – терӗ Президент.
Раççей экономикине çӗнӗ шая çӗклес тесен çӗнӗ логистика коридорӗсене йӗркелесси кирлине палăртрӗ. Север-Юг халăхсен хушшинчи коридора аталантарассине уйрăм тимлӗхпе пăхассине пӗлтерчӗ. Вăл Индипе, Пакистанпа ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелеме, Çӗпӗре, Арктикăна, Инçет Хӗвелтухăç регионӗсене аталантарма пулăшӗ. 2024 çул тӗлне федераллă тата регионсен шайӗнчи трассăсен 80 процентне кирлӗ шая çитерме шантарчӗ.
Промышленность аталанăвӗ çинчен калас-тăк, кăçалтан промышленность ипотеки хута каять. Ун чи пысăк шайӗ 500 миллион тенкӗпе танлашать. Инвесторсемшӗн те Раççей промышленноçӗ интереслӗ пуласси курăнать, кăçал ку сферăна 2 триллион тенкӗ таран инвестици хывасса кӗтеççӗ. Çавăнпа патшалăх пуçлăхӗ проектсене хута ярасисне васкатма ыйтрӗ.
Тав Турра, Раççейӗн ют çӗршывсен умӗнче кӗлмӗçленмелли сăлтав çук. Раççей Президенчӗн сăмахӗпе, банксем çирӗп лару-тăрура ӗçлеççӗ. Çавăнпа Президент бизнес çаврăмне Раççей экономикине инвестицилеме чӗнсе каларӗ. «Капла эсир харпăр капитала ӳстернисӗр пуçне çынсен хисепне те тивӗç пулатăр. Раççей хăйхаллӗ цивилизаци. Ăна пире йăх-несӗлсем парса хăварнă. Эпир туслă пулма та, сăмаха тытма та, йывăрлăхра пулăшма та пултаратпăр», – терӗ Владимир Путин.
Ятарлă çар операцине хутшăннисене, вӗсен çемйисене пулăшас тӗллевпе ятарлă социаллă фонд йӗркелеме хушрӗ. Ун тӗллевӗ – ятарлă çар операцийӗнче вилнӗ салтаксен çемйисене, ветерансене комплекслă тата адреслă пулăшу парасси. Унсăр пуçне Владимир Путин çак категорие кӗрекен кашни çемьепе ветеран çумне уйрăм социаллă ӗçлекене çирӗплетме ыйтрӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннисене вара çур çулта пӗрре 14 кунлăха (çул çинчи вăхăта шута илмесӗр) отпуск пама хушрӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннисене кирлӗ япаласемпе тата укçа-тенкӗпе тивӗçтересси çинче чарăнса çитменлӗхсене палăртрӗ, вӗсене кашнине уйрăммăн пăхса тухса кӗске хушăра татса пама хушрӗ.
Раççей Президенчӗ çӗршыв гражданӗсене, çарпа флот салтакӗсемпе офицерӗсене, Росгвардеецсене, ятарлă службăсен, вăй тытăмӗсен сотрудникӗсене, ятарлă çар операцине хутшăннисене, вӗсен çемйисене, ашшӗ-амăшсене, мăшăрӗсене, медицина ӗçченӗсене, фронта пулăшакансене, ял çыннисене, вӗрентекенсене – пурне те тав турӗ.
Ют çӗршыва тухса кайнă Раççей гражданӗсем пирки каласа Владимир Путин вӗсене йӗрлеме тӗллев çуккине пӗлтерчӗ. «Тăван çӗршывран тухса кайни, унран пăрăнни вӗсен совеçӗ çинче юлтăр. Ан тив пурăнччăр çакăнпа... Чи кирли Раççей гражданӗсем вӗсене мораль енчен хаклани... Ан манччăр, Анăçшăн вӗсем яланах иккӗмӗш сортлă çынсем пулса юлӗç», – терӗ Владимир Путин.
Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Федераллă Пуху патне Чӗнӗвӗ тӗплӗ те анлă пулчӗ. Унта вăл Оборона промышленноçне, пӗтӗмӗшле производствăна, Раççей бизнесне, ÇКХ системине, информацилле технологисене тата ытти сферăсене малалла пур енлӗ аталанма майсемпе тивӗçтересси пирки каларӗ. Çавăн пекех тӳлевсӗр газ кӗртесси малалла тăсăласса, вăл Раççей çыннисемшӗн яланлăх пуласса, граждансене тӗрлӗ социаллă пулăшупа тивӗçтересси те пурнăçланса пырассине, Раççейӗн нумай нациллӗ халăхӗпе мăнаçланнине пӗлтерчӗ.
Раççей Президенчӗн Чӗнӗвне 1 пин ытла çын пуçтарăннă, çавсен шутӗнче Патшалăх Думин депутачӗсем, сенаторсем, Правительство пайташӗсем, Патшалăх пуçлăхӗн администрацийӗн сотрудникӗсем, регион ертӳçисем, Патшалăх прокуратурин, Конституципе Аслă судсен ертӳçисем, парти представителӗсем, Обществăлла палата пайташӗсем, тӗн представителӗсем.
Ирина ТРИФОНОВА.
Видеотрансляцирен тунă скриншотсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев