Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей компанийӗсене Иннополис университечӗн роботизаципе опычӗ интереслентернӗ

Иннополисра робототехникăпа, искуствăлла интеллектпа, вӗрентӳри инновацисемпе тата çӗнӗ профессисене тивӗçтерекен кадрсен хатӗрленӗвӗпе Digital Innopolis Days x AI IN 2024 халăхсен хушшинчи форумăн пӗлтерӗшӗ пысăк. Офлайн, онлайн-форматпа иртнӗ мероприятисене Раççейӗн 154 хулипе 11 ют çӗршыв хутшăнчӗç.

Цифра трансформацийӗ, промышленноçпа производство отраслӗсене çӗнӗ технологисем кӗртсе аталантарасси, ИТ-отрасле пысăк квалификациллӗ специалистсемпе тивӗçтересси çӗршыв аталанăвӗн пӗрремӗш вырăнта тăракан стратегилле задачисен шутӗнче. Раççей хальлӗхе ку енӗпе тӗнчери вăйлă аталаннă çӗршывсенчен юлсарах пырать, сăмахран, çав Китайранах. 

Пирӗн хушăра мӗне кирлӗ вăл тесе пессимистла шутлакансем те пур, паллах. Социаллă экономика секторне — сывлăх сыхлава, вӗрентӗве, культурăна, ытти сферăсене саманана кура çӗнӗ технологисем кӗртни тӳрремӗнех çын пурнăçӗн пахалăхне пырса тивет. 

Иртнӗ эрнере октябрӗн 2-4-мӗшӗсенче Иннополисра робототехникăпа, искуствăлла интеллектпа, вӗрентӳри инновацисемпе тата çӗнӗ профессисене тивӗçтерекен кадрсен хатӗрленӗвӗпе Digital Innopolis Days x AI IN 2024 халăхсен хушшинчи форум пулчӗ. Офлайн, онлайн-форматпа иртнӗ мероприятисене Раççейӗн 154 хулипе 11 ют çӗршыв хутшăнчӗç. Спикерсен йышӗ авторитетлă пулнине кура мероприяти пӗлтерӗшне çирӗплетсе ытлашши сăмах калани кирлӗ те мар пулӗ. 

«Перспективы роботизации России: конвертация проблем и задачи» темăпа иртнӗ пленарлă ларăва РФ Президенчӗн администраци ертӳçин çумӗ Максим Орешкин, РФ промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Антон Алиханов, РФ наукăпа аслă вӗрентӳ министрӗ Валерий Фальков, РФ энергетика министрӗн çумӗ Эдуард Шереметцев, ТР премьер-министрӗ Алексей Песошин хутшăнчӗç. Тӗп тема шутӗнче — роботизаципе наци проекчӗн ыйтăвӗсене сӳтсе явасси, аталану енӗсене палăртасси. 

Тутарстан ИТ-отраслӗн аталанăвӗпе лидер регионсен шутӗнче. Паллах, форума хутшăннисем чи малтан республикăн опычӗпе паллашас терӗç. Иннопарк ӗçӗпе хăнасене ТР вице-премьерӗ Роман Шайхутдинов, Иннополис университечӗн директорӗ Искандер Бариев паллаштарчӗç. Иннополис мӗн йӗркеленсе кайнăранпа роботизаципе ӗçлет. Хальхинче те искусствăлла интеллектпа роботизаци облаçӗнчи чылай çӗнӗлӗхпе паллаштарчӗç, çав шутра тинтерех шутласа кăларнă InnoVtol-F12 дронпа. Ăна университетăн Пилотсăр авиаци системисен центрӗ шутласа кăларнă. Мӗнпе улшăнса тăрать-ха вăл унчченхи модельрен? Пӗтӗмпех электроннăй тата виçӗ хут çăмăлрах пулнипе. Дрона «вӗçекен çунат» схемăпа композит материалсенчен пуçтарнă. Вăл 2500 метр çӳллӗше вӗçсе хăпарса сехтере 80 километр хăвăртлăхпа вӗçме пултарать. Зарядкăна анмасăр пӗр кило çурă йывăрăшпа сехет çурă вӗçеет. 

Паллă ӗнтӗ ку йышши мероприяти компанисене пӗр-пӗринпе паллашса ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме çул уçать. Форумăн ӗç площадкинче 20 килӗшӳ турӗç. Вӗсенчен чи пысăкки Иннополис университетпа пилотсăр авиаци системисем енӗпе харăсах 8 килӗшӳ туни. Раççейӗн ИТ аслă шкулӗ, Формоза-Софт, ПРИН, «Русдронопорт», «Лазаревское Тех», «Форт диалог», «БАС», «Крылья Сахалина» компанисем тата Лăпкă тинӗс медицина университечӗ пилотсăр авиаци системисен облаçӗнче малашне пӗрле программа тивӗçтерӗвне çӗнетесси, наукăпа тӗпчев, опытпа конструктор ӗçӗсене пӗрле пурнăçлама килӗшӳ турӗç. 

Иннополис университетăн Ертӳçӗ инженери шкулӗ форумра цифра лабораторине уçнине палăртса хăвармалла. Вăл студентсене искусствăлла интеллектпа даннăйсен анализӗсен облаçӗнчи чи лайăх практикăсемпе паллаштарӗ тата DevOps Playground программа тивӗçтерӗвне йӗркелеме виртуаллă инфраструктура тума пулăшӗ. Çак инструментсем пулас инженерсене вӗреннӗ хушăрах ИТ индустрире ӗçлеме хăнăхтарса пырӗç. 

Форумра Искандер Бариев Вăйăсем шутласа кăларассин центрӗ (сăмах компьютер вăййисем çинчен пырать) уçăлнине пӗлтерчӗ. Вăл вăйă стартапӗсене тӗрев парассипе ӗçлӗ. Мероприяти хӳттинче иртнӗ питч-сессире пӗрремӗш çӗнтерӳçӗсем палăрчӗç те ӗнтӗ. Проекта пурнăçлама кашнине 1 миллион тенкӗ парăнать. Студентсен ӗçӗсене çӗнӗлӗх, геймплей пахалăхӗ, пурнăçланма пултарассипе анлăшӗ енчен тӗрӗслерӗç. Жюрире паллă разработчик тата блогер Василий Скобелев, «Индикатор» геймед-комьюнити йӗркелӳçи Сергей Гимельрейх, Heart Core студи йӗркелӳçи Кирилл Золовкин пулчӗç. Цифра кафедринче вӗренекенсенчен 297-ӗн хăйсен стартапӗсемпе паллаштарчӗç. Унсăр пуçне вӗсем Иннополис университечӗ, Pix Robotics, Ростелеком ИТ, Ингосстрах, МТС Диджитал, БАРС Груп, ВТБ, ГНИВЦ, Т-Банк тата Энергоинноваци Раççей компанийӗсенче собеседовани тухрӗç. Асăннă компанисем вӗсем хушшинче пулас сотрудниксене пăхса хучӗçех пулӗ. 

Виçӗ куна пынă Digital Innopolis Days форум патшалăхпа бизнес аталанăвӗн никӗсӗ шутланакан темăсене пӗрлештерчӗ. Ун площадкинче йӗркеленнӗ килӗшӳсем малашне наукăри пуçарусене тӗрев пама, вӗренӳ программисене çӗнетме, студентсем валли стажировка программисем хатӗрлеме пулăшӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Салават Камалетдинов («Татар-информ») сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане Цифровизация