Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Кунне халалласа Тутарстанăн шӗкӗр хулинче нумай нациллӗ парад иртрӗ

Июнӗн 12-мӗшӗнче тӗрлӗ халăх çыннисем хăйсен наци тумӗсене тăхăнса тӗрлӗрен акцисем ирттересси Хусанта йăлана кӗре пуçларӗ

Çак кун ТР Халăхсен Ассамблеине кӗрекен наципе культура пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем Хусан Кремлӗнчи Сююмбике башни патӗнче пуçтарăнчӗç. 
Тем пысăкăш (32х22 метр) Раççей ялавне сарса пухăннă çынсем сăн ӳкерӗнчӗç, унтан Майăн 1-мӗшӗн лапамӗ еннелле утрӗç. 
Кунта Муса Джалиль палăкӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пухăннисене ТР Вице-премьерӗ Лейла Фазлиева саламларӗ. Вăл çак кун паспорт илекен çамрăксене тӗп документа панă май, лайăх вӗренме тата Тăван çӗршывшăн усăллă пулма сунчӗ. Концерт хыççăн уява тухнă çынсем Хура кӳлӗ еннелле çул тытрӗç. Унта тӗрлӗ интерактивлă площадкăсем ӗçлерӗç, çав шутра «Динамо» спорт пӗрлешӗвӗн 100 çулне халланисем те. Тӗп сцена çинче тӗрлӗ халăхсен чӗлхисемпе юрăсем янăрарӗç. Уяв çӗнӗ вăйпа малалла тăсăлчӗ. Раççейӗн пысăк ялавӗ кунта та тӗп вырăн йышăнчӗ. 
Рустам Минниханов хăйӗн саламлă сăмахӗнче Тутарстан Раççей Федерацийӗн тӗп субъекчӗсенчен пӗри пулнине палăртрӗ. Нефтьпе газ тата хими комплексӗ, машина тăвас отрасль, ял хуçалăхӗ Республикан никӗсӗ пулса тăраççӗ.   
«Эпир малалла ăнтăлнине Раççей Федерацийӗн Правительстви тата РФ Президенчӗ, наци лидерӗ Владимир Путин тӗрев параççӗ. Раççей Кунне пӗрле паллă туни пире çӗнӗ çӗнтерӳсемпе çитӗнӳсем, ырă та пархатарлă ӗçсем тума вăй патăр. Çак кун граждансен чăмăртанăвӗн тӗслӗхӗ пуласса шанатăп», – терӗ Тутарстан Раисӗ хăйӗн саламлă сăмахӗнче. 
Палăртса хăварас килет: Хусанти чăвашсенчен нумайăшӗ Раççей кунне уявлама хăйсен ачисене те чăвашла тумлантарса тухнине курма кăмăллăччӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев