Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАÇÇЕЙӖН КАШНИ КӖТЕСӖНЧЕ ЧĂВАШЛА ВУЛАКАН ПУР

Чăвашла кӗнекесене пуринчен ытла Тутарстанра юратаççӗ

«Сирӗн кӗнекӗрсене заказ панă чух эпӗ мӗнле пуянлăх хуçи пуласси пирки шутлама та пултарайман. Тӗлӗнмелле чаплă, интереслӗ вӗсем. Чăн-чăн асамлă арча тейӗн: çиелтен пăхма кăмăллă, шалта мӗн тери пуян. Ман кӗнекесен коллекцийӗ çакăн пек хаклă тупрапа пуянланнăшăн чӗререн савăнтăм» (Евгения Бирюкова, Ставрополь хули).

«Хамăн коллекцие чăваш халапӗсемпе пуянлатрăм. Виктор Бритвинăн «Господин аптекарь» кӗнекине парнелӗх туянтăм. Хам валли ăна пӗр-ик çул каяллах илнӗччӗ, питӗ килӗшрӗ. Малашне туянма тата кӗнекесем пăхса хутăм» (Ирина Коваленко, Тюмень).

Çакнашкал çырусем Чăваш кӗнеке издательствине час-часах килеççӗ. Вулакансен ырă сăмахӗ – творчествăлла коллектившăн чи пысăк тав. Кунта çулсерен вулакансен кашни ӳсӗмӗ валли чăвашла, вырăсла тата акăлчанла кăларăмсем пичетленеççӗ. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 91 тӗрлӗ кӗнеке кун çути курчӗ, пӗтӗмӗшле тиражӗ – 198 пин экземпляр. 

Çак çулăн пуçламăшӗнче эпир тӗпчев ирттерсе пӗтӗмлетӳ турăмăр: 2022 çулта хăш регионта чăваш кӗнекине ытларах туяннă-ха? 1-мӗш вырăнта – Тутарстан (4732 экземпляр), 2-мӗш – Мускав хули тата облаçӗ (1517), 3-мӗш – Ульяновск облаçӗ (1134). Самарта, Тюменьте, Пушкăртстанпа Санкт-Петербургра та самайăн вулаççӗ чăвашла. Ытти çӗрте те кăмăллаççӗ чăвашла кăларăмсене. Чăваш кӗнеке издательствин маркетингпа суту уйрăмӗн заведующийӗ Елена Иванова пӗлтернӗ тăрăх, чăваш кӗнекисене Раççейӗн кашни кӗтесӗнчех кăмăллаççӗ. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Смоленск, Мурманск, Кемерово, Томск, Красноярск, Владимир, Якутск, Пятигорск, Уссурийск хулисенчен, Крым, Хакаси, Буряти республикисенчен, Челябинск, Ярославль, Свердловск, Ростов облаçӗсенчен, Алтай, Приморск, Хабаровск, Пермь крайӗсенчен заказсем нумай пулнă. Уйрăмах илемлӗ тата ача-пăча литературине туянаççӗ.

Тӗрлӗ кӗнеке куравӗсене хут­шăнни вулакансене Чă­ваш кӗнеке издательствин кă­­ларăмӗсемпе çывăхрах пал­лашма май парать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Мускавра иртнӗ «Хӗрлӗ тӳрем», Саратоври «Атăл хумӗ» куравсене кайнă, çавăн пекех куçăн мар майпа Челябинскри #РыжийФест кӗнеке ярмарккине хутшăннă. 

Пирӗн кӗнекесем çулсерен тӗрлӗ конкурссен дипломанчӗпе лауреачӗсем пулни пирки пӗлтерме те питӗ кăмăллă. 2022 çулта «Книга года на родине П.И.Чайковского» регионсен хушшинчи III фес­тиваль-конкурсра «Ключи от счастья», «Сказки народов Чувашии. Чăваш Енри халăхсен юмахӗсем» халап пуххисем, Федор Козловăн «Истории для маленькой девочки» кӗнеки, Праски Виттин «Тӗспе кӗлтуни. Молитва в цвете. Prayer in color» кӗнеке-альбомӗ, Ольга Васильеван «Прогулки по Чебоксарам. Шупашкарпа паллашар» кăларăмӗ, çавăн пекех пӗчӗккисем валли çырнă «Йăпатмăшсем. Чувашские и русские народные потешки» кӗнеке тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ. 

Кăçал та Чăваш кӗнеке издательстви сахал мар интереслӗ кӗнеке кăларма палăртса хунă. Хальхи вăхăтра ӗç хӗрсех пырать. Кашни кӗнеке хăйӗн вулаканне Чăваш Енре кăна мар, аслă çӗршывăмăрăн кашни кӗтесӗнчех тупасса шансах тăратпăр. 

 

Ольга ФЕДОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев