Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри тӗп халăхсен ӳсӗмӗпе чакăвӗ

Атăл тăрăхӗнчи тӗп халăхсен хушшинче шутпа ӳснисем çук, анчах та пире пуринчен те ытларах чăвашсем чакни хумхантарать.

Пирӗн çӗршыври пушкăртсен шучӗ ыттисемпе танлаштарсан, кăштах çеç чакнă. 2010 çулта вӗсем 1 584 554 çын пулнă-тăк, 2020 çулхи переписьре 1 571 879 çын пушкăрт тесе çырăннă. Вунă çул хушшинче пушкăрт халăхӗн представителӗсем 12 665 çынна чакнă. Ытти халăхсемпе танлаштарсан, ку чи пӗчӗк чакăвăн кăтартăвӗ. Пушкăртстанри влаçсем унти тутарсене еплерех пушкăрт тесе çыртрас тесе тăрăшнисене аса илсен, çак цифрăсене ӗненесех те килмест, анчах та эпир статистикăна хатӗрлекенсем мар. Çын шучӗ чакни Атăл тăрăхӗнчи ытти халăхсене те пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, мари халăхӗ: 2010 çулта вӗсем 547 605 çын пулнă-тăк, 2020 çулта 423 803 çынна юлнă. Кӳршӗсем 123 802 çынна чакнă. Раççейри тутарсем те 600 000 яхăн çынна чакнă, вӗсем 4,7 млн çын юлнă. Мордва халăхӗ 2010 çулта 744 237 çын пулнă-тăк, 2020 çулта 484 450 çын тăрса юлнă. Мăкшăсемпе ирçесем пӗрле 260 пине яхăн çынна чакнă. Удмуртсен кăтартăвӗсем те савăнтармаççӗ: 2010 çулта 552 299 çын пулнă-тăк, 2020 çулта 386 465 çын тăрса юлнă. Вӗсем 165 пин ытла çынна чакнă. Çӗршывра пуринчен те ытларах вырăссем чакнă – 5 млн çынна. 
Анчах та пире пуринчен те ытларах чăвашсем чакни хумхантарать: 2010 çулта эпир Раççейре 1 435 872 çын пурăннă пулсан, 2020 çулта – 1 067 139-ăн тăрса юлнă. Тӗрӗслӗхшӗн çакна та палăртса хăвармалла: юлашки халăх çыравӗнче  16,2 млн çын хăйӗн нацине палăртман. Тата пандемине пула переписе пурте хутшăнайман. 
Çӗршывра Кавказ тата Вăтам Ази халăхӗсен шучӗ çаплипех ӳсет. Уйрăмах чеченсен ӳсӗмӗ кăтартуллă: 2010 çулта вӗсем 1 431 360 çын пулнă, 2020 çулта 1 674 854 çынна çитнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев