Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре коронавируспа чирлисен шучӗ тăватçӗр пинрен иртрӗ

Тен, влаçсем самоизоляци режимне çемçетсе васкарӗç? Коронавирус статистики чакать теççӗ те, анчах çумрах чирлекенсем йышланса пыни шухăшлаттарать.

Раççейре паян Covid-19 чирлисен шучӗ 400 000 иртнӗ. Пӗр талăкра кăна пурӗ 9268 çӗнӗ пулăм тупса палăртнă. Тутарстанра вара кунсерен статистика чакнине кăтартаççӗ. Паяна – 52 пулăм. 52-шӗнчен 20-шне боьницăна хунă. ыттисем килте сипленеççӗ. Чи теветкеллисен шутӗнче 30 – 50, 50 – 60 çулхисем, кашни çул ӳсӗмӗнче 19-шар чирлекене палăртнă. 60 – 70, 70 – 80 çултисенчен 6-шар пулăм. вӗюсенчен аслăраххисем тата 18 çула çитмен ачасем хушшинче чирленисене палăртман. 18 – 30 çултисенчен 2-ӗн чирленӗ. 

Хуласемпе районсенчи кăтарту:

Хусан – 18

Çырчалли – 20

Анат Кама – 6

Нурлат, Пӗтреç, Тукай – 2

Камско-Устьински, Читсай – 1

Майăн 31-мӗшӗнче республикăра 3194 коронавирус пулăмне палăртнă, вилнисен шучӗ – 10 çын. Больницăран 31 çын сывалса тухнă. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество