Раҫҫей культура министрӗ Хусанта пулнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Раҫҫей культура министрӗ Хусанта пулнӑ

Ӗнер Ольга Любимова валли Хусанта Качалов ячӗллӗ вырӑс академи драма театрӗнче экскурси ирттернӗ

 

РФ культура министрӗ Ольга Любимова Тутарстанри культура сферинчи ӗҫе хакланӑ.
"Республикӑра уникаллӑ ӗҫ илсе пырӑнать. Темиҫе ҫул хушши эпир культура еткерлӗхӗн объекчӗсене перекетленине сӑнаса тӑратпӑр, Культура министерствин ӗҫӗнче ку чи кӑткӑс направлени, – тенӗ Любимова. – Ҫӗршывра ҫакӑн пек регион пурри пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Тутарстан – пирӗн опытсене тӗрӗслемелли регион, эпир унта "Культура" нацпроекта та ӗҫе кӗртетпӗр".
Ӗнер РФ культура министрӗ валли Хусанта Качалов ячӗллӗ вырӑс академи драма театрӗнче экскурси ирттернӗ.
Тутарстана килнӗ хушӑра Ольга Любимова Хусанти Кремле курса ҫаврӑнма ӗлкӗрнӗ тата "Хазинэ" художество галереипе "Сайдаш" культура центрне.


Нет комментариев