Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАЙОНĂН ЧИ ЛАЙĂХ ЭЛЕКТРИКӖ

Ку профессире çухалса кайма та, иккӗленме те юрамасть

Ку профессире çухалса кайма та, иккӗленме те юрамасть

Ӗмӗрне тăван Çӗпрел районне аталантарассине халалланă Михаил Ларионов çак кунсенче 65 çул тултарчӗ. Районта банксен, лавккасен, газ котелӗсен сигнализацийӗпе ӗçлекен пӗртен-пӗр специалист вăл.Çавăнпа районта çав тери кирлӗ çын.

Районăн энергетика отраслӗнчи чи лайăх специалисчӗ пирки çырмалли нумай. Апла пулин те ӗç пирки сăмах пуçарсан яланах чăн малтан ашшӗне Иван Ларионова аса илсе тав тăвать. Энергетика отраслӗн ӗçӗ, вăрттăнлăхӗсем çинчен мӗн пӗчӗкрен илтсе ӳснӗрен-ши – тăватă ывăлтан виççӗшӗ ашшӗн çулӗпе кайнă вӗсем.

Иван Ларионов 1939 çулта çартан таврăнсан районти электроçыхăну отраслӗнче ӗçлеме тытăннă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна тӳрех фронта илмен-ха, мӗншӗн тесен çыхăну служби вăл вăхăтра çав тери кирлӗ пулнă. 1942 çулхи çулла унăн та вăрçа кайма черечӗ çитет. 3-мӗш Белорусси фронтӗнче тăшмансене хирӗç çапăçать. Телее, тăван Хăймалу ялне ырă-сывă таврăнать те районти электроçыхăну сетӗнче ӗмӗрӗпех ӗçлет.

«Ашшӗ пек пулас тесе Миша пӗчӗк чухнех пилӗкне пралук йăвалатчӗ те тимӗр кравать тавра чупса çӳретчӗ», – час-часах ывăлӗн ачалăхне аса илсе каласа паратчӗ амăшӗ. Апла-тăк Михаил Ларионов салтака кайичченех Ульяновск хулинчи тинӗс ДОСААФӗнче вӗренсе электрик-дизелист специальноçне илнинчен тӗлӗнмелли çук, вăл ку професси пирки ачаранах ӗмӗтленнӗ. Çарта Украинăри 38-мӗш çар штабӗн комендант ротинче электрик пулса çар тивӗçне пурнăçланă. Михаил Иванович халӗ те Украинăри лару-тăрăва тимлӗн сăнаса тăрать. Тăванла халăх çӗрӗ çинче тăнăçлăх часрах пултăр тесе сунать. 

Тин кăна салтакран килнӗ çамрăка 1979 çул пуçламăшӗнче районти «Ял хуçалăх техники» предприятин МТМне, каярах автотранспорт предприятине электрик пулса ӗçлеме илеççӗ. Часах 100 ытла комсомолецран тăракан предприятин комсомол секретарӗн çумне, унтан секретарьнех суйлаççӗ. 1984-1985 çулсенче предприятин парти секретарӗн тивӗçӗсене пурнăçлать. Çав вăхăтрах Чăваш Енри Çӗрпӳри техникумра куçăн мар майпа вӗренсе техник-электрик специальноçне илет. 

Тăрăшулăхне кура район ертӳлӗхӗ ăна «Родина» колхозăн парти организацийӗн секретарьне лартать. Колхозăн вăл ертсе пыракан коммунисчӗсем хир ӗçӗн, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессин ăмăртăвӗсенче яланах пысăк çитӗнӳсем туса тӗслӗх кăтартнăран вӗсен опычӗпе ыттисене паллаштарас тесе сахал мар тăрăшать вăл. Колхозсен оптимизацине «Родина» колхоз та лекет. Район ертӳçисем ăста специалиста çухатас мар тесе «Сельэнерго» пӗрлешӗвӗн тӗп инженерне лартаççӗ. Çав çулсенче района çӗнӗ ял хуçалăх техники килме пуçлать. Вӗсене пăхса тăма ятарлă пӗлӳллӗ инженерсем кирлӗ пулаççӗ. Çапла Михаил Ларионовпа темиçе çынна Хусанти ял хуçалăх институтне ăсталăха ӳстерме яраççӗ. Вӗсене вăл вăхăтра Белорусси аслă шкулӗсен преподавателӗсем пӗлӳ параççӗ.

– Çав çулсенче Миша кунӗн-çӗрӗн ӗçреччӗ. Пӗр хуçалăхра «Дон» комбайн ванса ларнă, тепринче «Полесье» е «КСК-100» хускалмасть – пур çӗре те чӗнеççӗ. Киле таврăнса тăма вăхăчӗ те çукчӗ хăш чух», – аса илет вăл вăхăтсене мăшăрӗ Вера Никодимовна.

2010 çултанпа Михаил Иванович районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче ӗçлет. Студентсене электротехника предметне вӗрентет. Çак вăхăтра район валли вун-вун электромонтерпа электротехник хатӗрленӗ вăл. 

Тăрăшуллă ӗçӗшӗн Хăймалу чăвашне Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин Ял хуçалăх министерствисен Хисеп тата Тав хучӗсемпе, Çӗпрел районӗн 90 çуллăх юбилейӗн  медалӗпе наградăланă. 

– Электрик пулас тесен физикăна, алгебрăпа геометрие лайăх пӗлмелле. Ку ӗçре лăпкăлăхпа тимлӗх кирлӗ. Чикмекпе хăпарса пралуксене сыпăнтарнă вăхăтра специалистăн çухалса кайма та, «Тӗрӗсех тăватăп-ши?» – тесе иккӗленме те юрамасть. Электрикăн лăпкă пулма кăна мар, тӳрех тӗрӗссине курма тата нумай япалана асра тытма пӗлмелле. Пирӗн професси творчество çыннисенни пек эмоцисенчен пуян мар, вăл техника ӗçӗ, унта шухăшлама пӗлни кирлӗ, – электрик профессийӗ çинчен ăнлантарчӗ педагог-практик.

Мăшăрӗ Вера Никодимовна çинчен пӗр-икӗ сăмахпа та пулсан аса илмесен тӗрӗс пулмасть-тӗр. Вăл та районӗпех хисеплӗ çын. 1979 çултан тытăнса 2013 çулччен ял хуçалăх управленийӗнче секретарь-машинисткăра ӗçленӗ, статистикăна илсе пынă. Кашни ӗç кунне вăл хуçалăхсенчен илнӗ информацие район, республика ертӳçисене çитернинчен пуçланă. Мăшăрӗпе пӗрле ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ Ларионовсем. Ывăлӗ Иван яваплă ӗçре тăрăшать, полици майорӗ вăл. Хӗрӗ Алина ашшӗпе пӗрле техникумра ӗçлет. 

Михаил Ивановича ял-йышӗ, ратне-тăванӗ, ӗçтешӗсем юбилейпе саламласа нумай сăмах каларӗç пулсан та чăн малтан ăшă салама мăшăрӗнчен, ачисемпе икӗ мăнукӗнчен илтрӗ. Малашне те çаплах пултăрччӗ. 

 

Решит ФАТХУЛЛОВ.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: люди труда