Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАЙОНТИ АРТИСТСЕМ СӖНЧЕЛӖНЧЕ

Шкулта Раççейри Педагог тата вӗрентекен, Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçрӗç

Нумаях пулмасть Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнчи Н.Т.Савруков академик ячӗллӗ вăтам шкулта Раççейри Педагог тата вӗрентекен, Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçнине халалласа уяв концерчӗ иртрӗ. Малтан шкул директорӗ А.В.Калуков районти Культура çурчӗн пултарулăх коллективне шкулпа паллаштарчӗ, вӗренӳпе воспитани процесӗ çинчен каласа пачӗ.

Аксу район Канашӗнчи хӗрарăм-депутатсен «МӘРХӘ­МӘТ – МИЛОСЕРДИЕ» пӗрле­шӗвӗн ертӳçи, районти Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева вӗрентекенсене Пе­­дагог тата вӗрентекен çулта­лăкӗ пуçланнă ятпа саламларӗ, вӗсен ӗçӗн пархатарлăхне палăртрӗ. Ольга Владимировнăн шучӗпе вӗрентекен ачана пӗлӳ кăна мар, хăйӗн чунне парать, ăна çын пулма вӗрентет. Ачасем вара – çӗршывăн пуласлăхӗ. 

Концерт питӗ аван иртрӗ. Район­ти Культура çурчӗн коллективӗ ялан хăйӗн пултарулăхӗпе тӗлӗнтерет. Хальхинче те çаплах пулчӗ. Миляуша Ахмеровăпа Борис Ильин ертсе пычӗç, Василий Воронин, Эдуард Ильин, Минсагир  Нурхаметов, Оксана Ильмухина, Венера Замалетдинова, Екатерина Наумова тата Фанис Низамов юрларӗç. 

Сӗнчелсем районти паллă артистсене чаплă концертшăн чӗререн тав турӗç. 

 

Лилия БАТАЛИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев