Расим БАКСИКОВ: «Пире хуçма вăйĕ вĕсен пулман, çук та»
Ятарлă çар операцийӗнче палăрнă «Алеша» танкăн командирӗ Расим Баксиков нумай пулмасть Хусанти федераллă университетра ăсталăха ӳстерекен патшалăх службин ӗçченӗсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти «Тутарстан çинчен. Пӗрремӗш çынсенчен» паллаштару лекторийӗпе килӗшӳллӗн иртрӗ. Аудиторие Раççей Геройӗпе ХФУн Патшалăх тата муниципаллă управленийӗн аслă шкулӗн директорӗ Игорь Привалов паллаштарчӗ. Тӗлпулу ытларах ыйту-хурав форматпа иртрӗ.
Аса илтеретпӗр, Расим Баксиковăн паттăрлăхӗ пирки эпир пӗлтӗр çулла, унăн танкӗ тан мар çапăçура пӗчченех украинсен икӗ Т72Б танкне, М113 бронетранспортерне, пилӗк MaxxPro десант бронемашинине тата 100 салтакне пӗтерсен, пӗлтӗмӗр. Раççей Геройӗн çăлтăрӗпе ăна РФ Президенчӗ В. Путин Курск пӗкки çапăçăвӗн 80 çулхи юбилейӗн мероприятийӗнче наградăларӗ. Расимра чăваш юнӗ чупнине те палăртса хăварар. Амăшӗ Аксу районӗнчи Савгачево ялӗн хӗрӗ. 1990-мӗш çулсенче çемйи Казахстанран куçса килсен ăна тата аппăшне амăшӗпе кукамăшӗ ӳстернӗ.
Тӗлпулăва Мускавран вăрăмçул хыççăнах килнӗ Хусанти танк училищин контрактниксене хатӗрлекен вӗрентӳ взвочӗн командирне аудитори ура çине тăрса алă çупса кӗтсе илчӗ.
Паллах, Раççей Геройӗпе паллашу пӗлтӗрхи паттăрлăхӗнчен пуçланчӗ:
— Компьютер вăййи евӗрех, 40 минут тăсăлнă çапăçу, эсир вăл çапăçăва хутшăнмалла та пулман вӗт-ха. Механик аманнă, эсир ăна улăштарнă, командование хăвăр алла илнӗ... — çапăçăвăн хронологине аса илтерме пикенчӗ мероприятие ертсе пыракан.
—Эсир çапăçу вăхăтне кăшт ӳстертӗр. Чи хӗрӳ çапăçу 10 минут пычӗ, ытти кайран хушăнни кăна. Çапăçăва мӗнле хутшăнмалла пулман тет?.. Манăн вăл вăхăтра урăх водитель-механик суйлама вăхăт та пулмарӗ. Рычаг умне хам ларма йышăнтăм, — терӗ сăпайлăн.
—Сире пулăшма тепӗр танк янă. Ракетăсемпе пенине пăхмасăр çӗмрӗк танка мӗнле илсе тухайрăр? — çаплах тӗпчерӗ хайхи.
—Çапла пулать те çапăçу хирӗнче. Танк çапăçăва тухать-тӗк, ăна противникăн мӗнпур артиллерийӗ «алă çупать». Танк ванчӗ-тӗк, тепри пулăшăва çитсе çаклатса тухать, — хуравларӗ офицер танкистсемшӗн кун пекки йӗркеллӗ пулăм иккенне палăртса.
Танкист çав вăхăтра мӗн туйни те интереслӗ пулчӗ ертӳçӗшӗн.
—Çапăçăва кӗрес умӗн яланах хăрушă. Анчах пӗр самантра таçта кайса кӗрет вăл туйăм, иккӗленӳ çук. Мӗншӗн тесен санран мотострелоксен, мирлӗ халăх пурнăçӗ килет. Сăмах май, вырăнти халăх пире питӗ лайăх кӗтсе илчӗ. Мариупольте пӗр хӗрарăм пычӗ те: «Эсир каялла чакмастăр-и?» — тесе ыйтрӗ. Çук тесен: «Лешсем кунта кирлӗ мар пире», — тесе хучӗ.
Офицер пӗлтӗрхи паттăрлăхӗ çинчен питех калаçасшăн пулмарӗ курăнать, сăмаха хăвăрт кăна урăх тема çине куçарчӗ.
— Тӗрӗссипе, эпӗ паян çамрăксене патриотизм воспитанийӗ парассинче пиртен мӗн килни пирки калаçма килтӗм. Вăл вӗт пӗчӗкрен, ачасем çине мӗнле витӗм панинчен пуçланать. «Патриот-и-ха эп?» — тесе ыйтмалла пирӗн кашнин хамăртан. Пире мӗн тума кирлӗ вăл? Чăн малтан хамăрăн никама пăхăнманлăха, патшалăха сыхласа хăварма, — патриотизм воспитанийӗ комплекслă пулмалли çине пусăм турӗ офицер.
Ун шучӗпе, патриотизм вăл этемпе çуралакан туйăм мар, воспитани çимӗçӗ, хамăра хамăр сыхламалли инстинкт. Патриотизм историе пӗлнинчен пуçланать. Çавăнпа çамрăк ăрăва ăна пытармасăр, мӗнле пур çавăн пек вӗрентмелле. Калăпăр, пире нимӗçсем, поляксем, британецсем, американецсем, канадăсемпе французсем нихăçан та юратманнине пытармалла мар. «Вӗсем хăйсене çӗнтернине манмаççӗ. Халӗ пирӗнпе украинсен аллипе çапăçаççӗ. Вӗсен пире хуçма вăйӗ пулман, çук та, енчен те хамăр çакна тума ирӗк памасан. Ачасене çакна ăнлантармасан, хамăр хаклăхсене çухататпăр», — чунтан тухрӗç сăмахӗсем ентеш-Геройăн.
Çар çыннине шкул программинче пуçламăш çар хатӗрленӗвӗ (НВП) предмет çукки те пăшăрхантарать.
— Вӗрентӳ министерствине чӗнсе калатăп, тавăрăр ăна каялла. Ку предмета пирӗн кашнин пӗлмелле. Вăл çав тери кирлӗ. Мӗншӗн тесен учитель мӗнле тăмаллине, истори кама пемеллине вӗрентет. Паллах, патриотизм воспитанийӗ çемьерен тытăнмалла. Пирӗн никампа та çапăçас килменнине, анчах хуть хăçан та хамăра хӳтӗлемеллине ача пӗчӗкренех пӗлсе ӳсмелле. Мӗншӗн тесен пирӗн çӗршывăн çар доктрини — оборона, АПШăн вара — тапăну. Эпир ӗмӗрӗпех хӳтӗленетпӗр.
—Сире ăçта йывăртарах — çапăçу хирӗнче е патриотизм воспитанийӗн ӗçӗнче? Ку енӗпе эсир çав тери нумай ӗçлетӗр... — пулчӗ тепӗр ыйту.
— Манăн тата ытларах ӗç тăвас килет, анчах талăкра вăхăт çав тери сахал, батарейкăсем те лараççӗ, — шӳтлерӗ çеç вăл кун пирки.
Паянхи тӗп задачи Раççей Геройӗн çапăçу хирӗнчи пекех пӗлтерӗшлӗ. Шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулса патриотизм пирки кăна мар, тӗп хаклăхсем çинчен те хăй тӗслӗхӗ çинче ăнлантарать вăл. Асатте-асаннесенчен куçнă тӗп хаклăхсене çамрăк ăрăва, вӗсем вара хăйсен ачисене парса хăвармалла пирӗн.1990-мӗш çулсен вӗçӗнче, 2000 çулсен пуçламăшӗнче çӗршыври экономика лару-тăрăвӗ йывăр вăхăтра çитӗннӗскер, хăйӗнче патриотизм туйăмӗ мӗнле çуралнине те каласа хăварчӗ.
— Пӳлерте патриотизм воспитанийӗ пирӗн ниçта та кайса кӗмен. Пӗрремӗшӗнчен, 2002 çултанпа çарпа патриотизм клубӗн пайташӗ пулнă эпӗ. Иккӗмӗшӗнчен, манăн класс ертӳçи Елена Викторовна Михайлова истори учителӗччӗ. Истори тавракурăма йӗркелет, çавăнпа Вӗрентӳ министерствин нихăçан та манма юрамасть çакна. Тутарстана Казахстанран беженец пек килнӗ эпӗ. Пире, хăй çыннисене, хăваласа янă патшалăха тав тумалла-и ман? Çӗнӗ условисенче ӳсни мана çар çынни турӗ те. Анне тухтăра вӗренме ярасшăнччӗ, манăн офицер пулас килчӗ. Çар училищине пӗрремӗш хутӗнчех кӗреймерӗм, конкурс çав тери пысăкчӗ, пытармастăп — шкулта отличник пулман эп. Иккӗмӗш хутӗнче вара кӗтӗм. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин, Афган вăрçисен ветеранӗсемпе, Чечняра пулнă атьсемпе тӗл пулса калаçни те витӗм панă. Кунсăр пуçне «Спецназ», «Офицеры» пек фильмсене юратса пăхнă.
РФ Президенчӗ наградăланă саманта Раççей Геройӗ ăшшăн кулса аса илчӗ. Вăл вӗт уншăн Президент кăна мар, Главнокомандующий те.
— Президент мана чăн малтан хăйӗн ӗçлес вăй-халӗпе тыткăнларӗ. Лăпкă, кăмăллă çын. Темиçе сăмахпах пирӗн хумханăва ирттерчӗ. «Упрăр хăвăра, эсир пире кирлӗ», — тесен вăл мана "Тăрăшатăп«,— тесе хуравларӗ.
— Патшалăх Канашӗн депутачӗ пулас-тăк, мӗнрен пуçланă пулăттăр?
— Ветерансене медицина, пенси тивӗçтерӗвне лайăхлатассинчен. Пирӗн ватăсем хăйсене хисепленине туйччăр. Вӗрентӳ системине майпен улăштарма тытăнăттăм, — хăйне пуринчен ытла мӗн хумхантарнине каларӗ вăл.
Сăмах май, вӗрентӳре улшăнусем пуçланнă та ӗнтӗ. Кăçал çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче мӗнпур шкулта «Основы безопасности и защиты Родины» (ОБЗР) çӗнӗ предмета вӗрентме тытăнаççӗ. Пуçламӗш çар хăнăхăвӗ курс пек ОБЖ предметне малтан та кӗнӗ пулнă-ха ӗнтӗ, аслă классен çулсерен 5 кунлăх вӗренӳ сборӗсем те манăçа тухман. Патриотизм воспитанийӗ пирӗн республикăра яланах пынă, куншăн чăн малтан шкулсенчи учительсене тав тумалла.
Паллах, тӗлпулура СВО теми тимлӗхсӗр юлмарӗ.
— Малалла мӗн пулать, мӗн кӗтмелле, çынсен чунӗ ыратать? —интересленчӗ зал.
— Манăн та ыратать, вăл пурин те ыратать. Хамăр ума лартнă задачăсене пурнăçласан вӗçленет. Енчен те çурма çулта пăрахсан, мӗншӗн ятарлă çар операцине пуçланă вара эпир? Шел, ют çӗршывсенчен хӗç-пăшал кӳме чарăнасси курăнмасть. Кунтан ним ырри те пулмассине Украинăра та çынсем ăнланма тытăннă ӗнтӗ, çапăçасшăн мар вӗсем. Ман шухăшпа, 2026 çулччен пырать пуль-ха, тен, маларах чарăнӗ. Пӗлместӗп. Пирӗн техника аталанăвӗ маларах вӗçлеме шанăç парать. Пăхăр-ха, «Леопард», «Абрамс» танксем кӳчӗç. Уйăхранах пӗтрӗç вӗт вӗсем. Пирӗн атьсем Байдена: «Тата ярса парăр-ха, вӗсемшӗн пысăк укçа тӳлеççӗ, пире пурне те çитмест», — тесе шӳтлесе çыраççӗ. Пирӗн салтаксем Донбасра хăйсем мӗн тунине лайăх ăнланаççӗ, вырăнти халăх шанать пире. Çакă вăй парать те. Ачасенчен килнӗ çырусем фронтра çав тери хавхалантараççӗ. Пирӗн çӗнтерӗве çӗршыв, халăх шанни салтакшăн çав тери кирлӗ.
— Хавхалантарнисӗр пуçне тылрисем эпир тата мӗнпе пулăшаятпăр?
— Хальхи вăхăтра çав тери кирлӗ продукци кăларакан предприятисене çамрăксене ярса. Вӗсенче энерги нумай, хăйсен энергине ăçта хумаллине кăтартмалла пирӗн.
— Çӗршывра гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ, кукамайсем чăлха-нуски çыхаççӗ. Ку чăнах та кирлӗ-и, фронтра пулăшать-и?
— Гуманитари пулăшăвӗ яланах кирлӗ. Эсир блиндажсенчи пирӗн пурнăçа çăмăллататăр, уйрăмах хӗлле. Ăшă нускисем яланах кирлӗ унта. Кӗреçе-пуртă та çав тери усăллă япала. Анчах разведчикăн малалла мӗнле пăхмалла-ха, корректировщикăн мӗнпе корректировка тумалла? Вӗçев аппарачӗсене параççӗ-ха, анчах артиллери активнăçӗ пысăккине кура çитмеççӗ вӗсем. Çавăнпа гуманитари пулăшăвӗсӗр йывăр фронтра. Тав волонтерсене пулăшушăн.
— Мӗн çинчен ӗмӗтленетӗн?
— Пур-ха ман ӗмӗтсем. Пӗрремӗшӗ — 125- мӗш калибртан тӳррӗн кăна Ирӗклӗх статуйин никӗсне пересси. Иккӗмӗшӗ — икӗ çуллăх çар службине каялла тавăрасси. Илсе пăрахăр-ха, тархасшăн, ку йӗркене! Салтак çулталăк службăра пеме тата техникăна ватма кăна вӗренсе çитет. Техникăна пăхма, юсама вара? Тин килекеннисене вӗрентсе хăварма?
Тӗрӗссипе, кунта пухăннисем, эсир пурте хăвăр ӗçӗрте профессионал пулăр, пирӗн граждансен пурнăçне лайăхлатăр. Ку пирӗн, çар çыннисен, тата манăн, çак çӗршывпа республикăн гражданӗн, требованийӗ ку.
Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкрчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев